Муркаш район администрацийӗн экс-пуҫлӑхӗн патшалӑха кӳнӗ тӑкака саплаштарма тиветех. Суд прокурор панӑ тавӑҫа тивӗҫтерме йышӑннӑ.
59 ҫулти Юрий Ивановӑн 3,5 миллион тенкӗ тӳлеме тивӗ. Суд тата следстви палӑртнӑ тӑрӑх, Юрий Иванов 2011 ҫулта, Муркаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пуканне йышӑннӑ чухне, ҫӗр лаптӑкӗсен рынокри хакне пӗлмесӗрех ҫынсене панӑ.
Чиновникӑн ӗҫӗ район хыснине 3,5 миллион тенкӗлех тӑкак кӑтартнӑ. Ҫапла пӗлтерет ЧР прокуратурин пресс-служби.
Японин Раҫҫейри Посольствинчи официаллӑ йышӑну вӑхӑтӗнче Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева тав туни пирки Чӑваш Енӗн влаҫ органӗнсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет.
Японин Раҫҫейри чрезвычайлӑ тата тулли праваллӑ элчи Тикахито Харада йыхравланипе Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Японин Императорӗ ҫуралнӑ кунне халалласа ирттернӗ савӑнӑҫлӑ мероприятие хутшӑннӑ. Тикахито Харада яппун тата Раҫҫей халӑхӗ туслӑ пурӑннине палӑртса хӑварнӑ. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Япони Императорӗн ҫуралнӑ кунне паллӑ тума йыхравлани ҫав тери пысӑк пархатар пулнине каланӑ. «Эпир Чӑваш Ен илӗртӳллӗ чаплӑ республика пулнине курса ӗнентӗмӗр. Хальхи вӑхӑтра бизнесӑн ытти енӗсене сирӗн патра аталантарма тӗллев лартнӑ», — тесе каланӑ Хироси Тадзима.
Сӑнсем (12)
Ҫак кунсенче «Ирӗклӗх» пӗрлӗх Чӑваш Республикин Патшалӑх канашне тата ҫавӑн пекех юстици министерствипе Чӑваш Республикин прокуратурине ҫӗнӗ сӗнӳпе тухнӑ. Пирӗн пата лекнӗ ҫыру копийӗпе килӗшӳллӗн вӗсем Чӑваш Республикинчи чӗлхесем пирки калакан саккуна пӑсакансене явап тыттармалли майсем кӗртме ыйтаҫҫӗ.
Хӑйсен ҫырӑвӗнче «Ирӗклӗх» хастарӗсем юлашки вӑхӑтра Чӑваш Республикин «Чӗлхесем ҫинчен» саккуна вӗҫӗмсӗр пӑснине сахал мар тупса палӑртни пирки асӑннӑ, уйрӑмах 3-мӗш статьян 2-мӗшпе 6-мӗш пункчӗсене, 11-мӗш статьян 5-мӗш пунктне, 16-мӗш тата 22-мӗш статьяна, ҫавӑн пекех 20-мӗш статьян 1-мӗшпе 3-мӗш пункчӗсене пӑсаҫҫӗ иккен. Тупса палӑртнӑ кашни кӑлтӑк пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ патне те Чӑваш Республикин Прокуратурине те сахал мар систернине пӗлтереҫҫӗ. Чӗлхе саккуне пӑснин сӑлтавӗсенчен пӗри — ӑна пӑснишӗн саккунсенче яваплӑха палӑртманнинче тесе шутлаҫҫӗ. Ҫавна май «Ирӗклӗх» хастарӗсем Патшалӑх канашне ятарлӑ саккун проектне хатӗрлеме ыйтаҫҫӗ, юстици министерствине ҫак ӗҫе хутшӑнма сӗнеҫҫӗ, прокуратурӑна — чӗлхе саккуне пурнӑҫласси мӗнле шайра пулнине тишкерме тата тивӗҫлӗ яваплӑх тыттарма ыйтаҫҫӗ.
Хӗрлӗ Чутайӗнчи Ленин урамӗнче ҫӗнӗ ача пахчин ҫурчӗ кӑҫал темиҫе уйӑхрах ҫӗкленсе ларнӑ. Ун пек капмар ҫурт район центрӗнче ҫук та тесе пӗлтерет «Пирӗн пурнӑҫ» район хаҫачӗ.
Ача пахчине тӑвакан организаци мӗнпур ӗҫе контрактпа килӗшӳллӗн раштавӑн 25-мӗшӗнче вӗҫлемелле-мӗн. Район администрацийӗнче нумаях пулмасть ача пахчине вӑхӑтра хута ярас ыйтупа канашлӑва пухӑннӑ.
«Малтанах ача садне «Шевле» ят памалла тесе палӑртнӑччӗ, паян вара «Солнышко» ача сачӗн иккӗмӗш корпусӗ пирки калаҫу пырать», — тесе ҫырнӑ район хаҫатӗнче.
Ҫавӑн пекех ача пахчи валли чӳрече каррисем, кавирсем, спорт инвентарӗ илме укҫа-тенкӗ тупмалла. Яваплисем ӗҫе вӑхӑтра вӗҫлеме шантарнӑ. Ача пахчине 160 ача ҫӳреме пуҫлӗ, 8 ушкӑн пулӗ.
ЧР Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен министрӗн халӗ — ҫӗнӗ ҫум. Ӑна ӗнер кӑна алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Хушӑва ЧР премьер-министрӗ Иван Моторин раштавӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Малашне ку тивӗҫе Владимир Кузюков пурнӑҫлӗ. Владимир Николаев унччен Госохотрыбслужбӑра ертӳҫӗре ӗҫленӗ.
Министрӑн ҫӗнӗ ҫумӗ 54 ҫулта. 2005–2010 ҫулсенче Владимир Кузюков Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗнче ӗҫленӗ. Кун хыҫҫӑн вара вӑл Госохотрыбслужбӑна куҫнӑ.
Паян пирӗн республикӑра Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин 2012-мӗш ҫулхи ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче кӑларнӑ указсене пурнӑҫа кӗртес тӗлӗшпе йӗркеленӗ республикӑри ӗҫ ушкӑнӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Ӑна Иван Моторин премьер-министр ертсе пынӑ.
Республиrӑн Правительствин пуҫлӑхӗ социаллӑ сферӑри организацисенче тӑкаксене оптимизацилессипе ӗҫе малалла тӑсмаллине палӑртнӑ. Ҫапла туни, премьер-министр шучӗпе, хысна тытӑмӗнче тӑрӑшакансен уйрӑм категорин шалӑвне ӳстерме май памалла.
Чӑваш Республикин сывлӑх сыхлав министрӗ Алла Самойлова Раҫҫей Президенчӗн Указне тӗпе хурса республикӑра наркологи службине модернизациленине пӗлтернӗ. паянхи кун тӗлне регионти учрежденисенче пурӗ 55 врач-нарколог тӑрӑшнине каланӑ.
Чӑваш Республикин пурлӑхпа ҫӗр хутшӑнӑвӗсен Патшалӑх комитечӗн ертӳҫи Наталья Тимофеева патшалӑх пурлӑхӗпе тухӑҫлӑ усӑ курманнине палӑртнӑ.
Сӑнсем (10)
Халӑх кӑмӑлӗ социаллӑ ыйтусене епле пурнӑҫланинчен килет шухӑша Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер республикӑна РФ Президенчӗн федерацин Атӑлҫи округӗнчи тулли полномочиллӗ пайташӗ Михаил Бабич килсен ирттернӗ канашлура каланӑ.
Канашлама федерацин Атӑлҫи округне кӗрекен регионсен ертӳҫисем, РФ генпрокурорӗн ҫумӗ Сергей Зайцев тата РФ строительство министрӗн ҫумӗ Андрей Чибис таранах пухӑннӑ.
Унта ҫынсене кивӗ тата ишӗлекен ҫуртран куҫарасси, тӑлӑхсене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтересси епле пулса пынине, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхпа ҫыхӑннӑ ыйтусене тишкернӗ. Михаил Бабич ҫак ыйтусене ҫӗршыв шайӗнче ҫивӗч тӗрӗслесе пынине пӗлтернӗ май ку ыйтусемпе регионсен ҫине тӑмаллине палӑртса хӑварнӑ.
Чӑваш Енӗ влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн регион ку енӗпе начаррисен йышӗнче мар.
Сӑнсем (13)
Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫывӑх вӑхӑтра райадминистраци пуҫлӑхне палӑртмалла. Район администрацине ертсе пынӑ Александр Башкировӑн полномочийӗ иртнӗ уйӑхра вӗҫленнӗччӗ. Ҫакӑн официаллӑ ӑнлантарӑвӗ — пуҫлӑха суйланнӑ хыҫҫӑн ку пукана йышӑнмалли вӑхӑт тухни.
Район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсен кандидачӗсене конкурсра пӑхса тухаҫҫӗ. Конкурс комиссийӗн пайташӗсене Чӑваш Ен Элтеперӗ палӑртать. Комисси ырланӑ кандидата вырӑнти депутатсем пӑхса тухса хӑйсен шухӑшне палӑртса тивӗҫлӗ йышӑну тумалла.
Конкурс комиссине ӗнер Чӑваш ен Элтеперӗ палӑртнӑ. Йыша Чӑваш Патшалӑх Канашӗн икӗ депутачӗ: Олег Николаев тата Валерий Павлов — кӗнӗ. Унсӑр пуҫне йышра — Чӑваш Енӗн Тӗрӗслевпе шут палатин пуҫлӑхӗ Татьяна Минина.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ҫитес ытларикун, раштавӑн 8-мӗшӗнче ҫавра сӗтел пулмалла. Ӑна Чӑваш Республикин патшалӑх суверенитечӗ ҫинчен калакан Декларацие йышӑннӑранпа 25 ҫул, Чӑваш Республикин тӗп саккунне — Конституцине — йышӑннӑранпа 15 ҫул ҫитнӗ ятпа ирттереҫҫӗ. Ҫавра сӗтел ЧПГӐИ лару залӗнче 15 сехетре пуҫланмалла. Ҫавра сӗтеле гуманитари институчӗ йӗркелет.
Хальлӗхе тухса калаҫакансен йышӗнче ҫаксене палӑртнӑ:
• Юрий Попов, Чӑваш Республикин Патшалӑх канашӗн председателӗ;
• Константин Яковлев, Чӑваш Республикин Культура министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлаканӗ;
• Николай Угаслов, Чӑваш Республикин Патшалӑх канашӗн депутачӗ, ЧНК президенчӗ;
• Атнер Хусанкай, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, ЧНК хисеплӗ президенчӗ;
• Николай Лукианов, ЧНК президиумӗн пайташӗ.
Чӑваш Енӗн Патшалӑхӑн ӗҫлӗх службине ертсе пынӑ Сергей Викторова ку должноҫрен хӑтарни пирки маларах эпир пӗлтерсе ӗлкӗртӗмӗр-ха. Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ Хушура ҫакӑн сӑлтавне ӑнлантарманччӗ. Анчах ӗнерех республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче, «Законодательство» ярӑмра, тепӗр Хушу пичетленчӗ. Ӑна Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗ Иван Моторин алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Ҫав ӗҫлӗ хутра Сергей Викторова ЧР ӗҫ тата социаллӑ аталану министрӗн ҫумне лартасси пирки каланӑ.
Аса илтеретпӗр, ӗҫ биографине С. Викторов 1997 ҫулта Патӑрьел районӗнчи налук инспекцийӗнче пуҫланӑ. 2005 ҫулта ӑна Патӑрьел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне лартнӑ. Кайран темиҫе ҫул район администрацийӗнче ӗҫленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |