И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетне республикӑн вӗренӳ министрӗнче тӑрӑшнӑ Владимир Иванов вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан пулса ертсе пыма тытӑннӑ.
В. Иванов персонипе ҫыхӑннӑ тепӗр ырӑ хыпар та пур. Ҫур ҫултан ултӑ теҫетке ҫул тултаракан тӳре-шарана Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ. Тепӗр чух ҫынсене отставкӑна каяс умӗн пысӑк наградӑсем тыттарнине шута илсен ӑна тӗрлӗрен йышӑнма пулать тейӗн. Чӑн та, Владимир Иванова ӑна министр должноҫӗнчен хӑтарни пирки Михаил Игнатьев хушу кӑларнӑ.
Маларах Владимир Иванов ЧППУ ректорӗ пулас шутпа конкурса хутшӑннӑ-мӗн, анчах ӑна ку должноҫ валли конкурса явӑҫтарман пулать. Халӗ вара ӑна ректорӑн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама шаннине аслӑ шкулӑн йышӑну пӳлӗмӗнче пӗлтерни тӑрӑх ӗнер «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат хыпарларӗ.
Раҫҫейри Япони посольствинче Чӑваш Республикин экономика тата инвестици потенциалӗн хӑтлавӗ пулнӑ. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтереҫҫӗ.
Мероприяти ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Мускавра иртнӗ. Унта ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев, Японин Раҫҫейри Посолӗ Тоёхиса Кодзуки, Японири Раҫҫей тата никама пӑхӑнман патшалӑхсен суту-илӳ енӗпе ассоциацийӗн Мускаври элчи Такафуми Накаи хутшӑннӑ.
Михаил Игнатьев Япони компанийӗсене пирӗн республикӑра инвестици хывма, стратеги пӗлтерӗшлӗ проектсене хутшӑнма, строительство индустрине тата туризм комплексне аталантарма чӗнсе каланӑ.
Тоёхиса Кодзуки Япони усламҫисем Раҫҫейри бизнеса аталантарас ӗҫпе кӑсӑкланнине палӑртнӑ. Хӑтлав вара яппунсен регионпа лайӑхрах паллашма май пулнӑ.
Йӗпреҫ районӗнчи ҫӗрсене пушӑ вырттарасшӑн мар. Асӑннӑ муниципалитета ертсе пыракан Сергей Горбунов кӑҫал 3 пин гектара пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртме тӗллев лартнӑ. Ӗҫ хӑвӑртлӑхне тишкерсен, шухӑшлани пурнӑҫланассӑн туйӑнать.
Ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ усӑ курман ҫӗрсене Хурӑнлӑх, Шӑрттан, Ирҫе Ҫармӑс, Пучинке, Эйпеҫ ял тӑрӑхӗсенче сухаласа пӗтернӗ те ӗнтӗ. Ҫак эрнере, ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Хурамал ял тӑрӑхӗнчи «Синтез-Агро» тулли мар яваплӑ обществӑн ҫӗрӗсене Ремис Мансуров хресчен-фермер хуҫалӑхӗ сухалама тытӑннӑ. Пӗтӗмпе унӑн 430 гектар ҫӗре пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртмелле. Анчах йӑлтах ҫуркунне акса пӗтереймӗҫ. Ҫуртрисене фермер 150 гектар акма палӑртать. Ытти лаптӑка кӗрхи культурӑсем валли хатӗрлеме шухӑшлаҫҫӗ.
Муркаш районӗнчи Москакасси ял тӑрӑхӗн территорийӗнче вырнаҫнӑ ҫӗр лаптӑкӗсенчен пӗрне, пурӗ 529830 тӑваткал метра, Ҫӗнӗ Шупашкара пама йышӑннӑ. Кун пирки калакан ӗҫлӗ хута республикӑн Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Иван Моторин ӗнер алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. 324-мӗш номерлӗ хушӑва премьер-министр алӑ пуснӑ, паян ӑна Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ сайтӗнче, Министрсен Кабинечӗн страницинче, вырнаҫтарнӑ.
Патшалӑхӑн пурлӑхӗ шутланнӑ ҫӗре Ҫӗнӗ Шупашкара муниципалитет харпӑрлӑхне парассине «О Кабинете Министров Чувашской Республики» (чӑв. Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ ҫинчен) республика саккунӗн 14-мӗш статйипе килӗшӳллӗн йышӑннине пӗлтернӗ.
Асӑннӑ 529830 таткал метр лаптӑк ҫӗрӗн кадастр номерӗ — 21:17:000000:4797.
Ҫӗре ҫӗнӗ шупашкарсем мӗн тӗллевпе усӑ курассине йышӑнура каламан.
Мускавра шар курнӑ Елчӗк ҫынни ахаль-махаль ҫын мар. Вӑл — РФ Инкеклӗ ӗҫсен министрӗн канашҫи Валерий Шуйков.
Чӑваш Енри кӑнтар енчи маларах асӑннӑ ҫав районти Шӑмалакра 1958 ҫулхи ҫӗртмен 23-мӗшӗнче ҫуралнӑ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУран вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн комсомол органӗсенче ӗҫленӗ. РФ халӑх депутачӗ пулнӑ, РФ Аслӑ Канашне суйланнӑ. РФ Наци политикин патшалӑх комитечӗн ертӳҫин ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. Инкеклӗ ӗҫсен министерствин департаментӗнче 10 ҫул ытла тӑрӑшнӑ. Валерий Шуйков Инкеклӗ ӗҫсен министерстви чикӗ леш енче ирттерекен гуманитари операцийӗсене темиҫе хутчен те хутшӑнни паллӑ.
Пуҫне амантнӑ В. Шуйкова Мускав варринче тупнӑ, ӑна Боткин ячӗллӗ хулари клиника пульницин реанимаци уйрӑмне вырттарнӑ. Тӗпчевҫӗсем Елчӗк чӑвашне такамсем юри суранлатнӑ пуль тесе те, инсульта пула персе аннипе пуҫне амантман-ши тесе те шухӑшлаҫҫӗ-мӗн.
Чӑваш Енре Шалти ӗҫсен министерствин Экономика хӑрушсӑрлӑхӗн тата коррупципе кӗрешекен управленийӗн пай пуҫлӑхне Марат Абитова тытса чарнине паян ирпе эпир пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, ун пирки «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи кӑларӑм хыпарланинчен илтнӗччӗ. «Правӑна сыхлакан органсем ку хыпара хальлӗхе нимӗнле те комментарилемеҫҫӗ», — тенӗччӗ ирпе вырнаҫтарнӑ ҫав хыпарта.
Анчах кӑнтӑрла тӗлне ун пирки РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ тата Чӑваш Енри ШӖМ те хыпарларӗҫ. Кам пирки сӑмах пынине ҫырман-ха, должноҫе кӑна кӑтартнӑ. Анчах хыпарта пӗлтерни тӑрӑх хайхи пысӑк вырӑн йышӑнакан ҫын коммерци вӑрттӑнлӑхӗ шутланакан хыпара ҫавӑн конкурентне систерни паллӑ.
Шупашкарта ҫынсене хула тӑрӑх турттаракан ГАЗельсемпе ытти маркӑллӑ ҫавӑн йышши транспорта шута илнӗ. Коммерци маршручӗ шутланакан маршрут тӑрӑх хутлаканскерсем хавӑртлӑха иртнӗ уйӑхра 1418 хутчен ӳстернӗ.
Хула мэрийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх ҫак пассажир транспорчӗ епле ӗҫленине тишкерме хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хӑй хушнӑ.
Сехетре 82 километртан ытларах хӑвалакан урапасен рейтингне те хатӗрленӗ яваплисем.
Танлаштарӑма виҫӗ пая уйӑрсах тунӑ. Кам ӑҫта лекни хӑвӑртлӑха пӗр уйӑхра миҫе хут ӳстернинчен килнӗ. Сӑмах май каласан, ҫула тухсан асар-писер васкакан водительсем уйрӑм усламҫӑ евӗр регистрациленнисем хушшинче те, организацисем ҫинче тӑраканнисем хушшинче те пур.
Чӑваш Енри премьер-министра, Иван Моторина, пилӗк ҫын пулӑшса пырӗ. Маларах ку должноҫре иккӗнччӗ: хӑй вӑхӑтнче В.И. Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвне ертсе пынӑ Михаил Резников, Шупашкар хула администрацийӗнчен куҫнӑ Алла Салаеваччӗ. Сӑмах май каласан, каярах Алла Салаева Шупашкар хула администрацине тепӗр хут таврӑнчӗ.
Нумаях пулмасть, ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, вице-премьер пулма Михаил Игнатьев Элтепер ЧР экономика аталанӑвӗн министрне Владимир Аврелькина тата ЧР строительство министрне Олег Маркова ҫирӗплетрӗ. Вице-премьера финанс министрне Светлана Енилинана шанаҫҫӗ пуль тесе калаҫакансем пулчӗҫ, хӑй вӑхӑтӗнче ку списокра вӑл ҫуккинчен тӗлӗнчӗҫ. Ӗнерхи хушупа вара Светлана Енилинӑна та вице-премьер пуканне шанса панӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн Ҫӗнӗ Шупашкарти пайӗ Шупашкар районӗнчи тата тепӗр ял тӑрӑхӗн экс-пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хальхинче — Вӑрман Ҫӗктер ял тӑрӑхне чылай ҫул ертсе пынӑ ҫын тӗлӗшпе. Ӑна ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Тӗпчевҫӗсен шучӗпе экс-пуҫлӑх 2010 ҫулта ҫӗр лаптӑкӗпе ҫыхӑннӑ суя хут хатӗрленӗ. Унпа килӗшӳллӗн вӑл Вӑрманкассинчи 0,15 гектара хӑйӗн ял ҫыннине уйрӑм хушма хуҫалӑх тытма уйӑрса панӑ. Лешӗ кайран лаптӑка сутса янӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫин аслӑ пулӑшуҫи Олег Дмитриев пӗлтернӗ тӑрӑх, 2015–2016 ҫулсенче асӑннӑ районта ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем пулнӑ тата пӗр ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ темиҫе ҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫсем пуҫарнӑ. Ку шутра Лапсар, Сарапакасси, Кӑшавӑш, Атайкасси ял тӑрӑхӗсене асӑннӑ.
Шупашкарти Калинин район администрацийӗ чӗрӗ чечексем туянасшӑн. Ытларах кӗлчечек кирлӗ вӗсене. Мӗн тума? Пӗлтермен.
Администраци чечек туянмашкӑн тендер ирттерессине пӗлтернӗ. Пӗлтерӳре палӑртнӑ тӑрӑх, чиновниксем 500 кӗлчечек, 500 хризантема, 200 гвоздика тата хӑюсем, чечек ҫыххисене илемлетмелли ҫеткӑсем туянасшӑн.
Ку тӗллевпе 154950 тенкӗ тӑкаклама палӑртнӑ. Укҫа-тенке хула хыснинчен уйӑраҫҫӗ.
Заказчикран ҫирӗп ыйтнисем те пур. Продукцие унӑн саккас панӑ хыҫҫӑн 90 минутран илсе ҫитермелле. Чечексен виҫӗ талӑк шанмалла мар. Чечек туянмалли срок — ҫулталӑк вӗҫлениччен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |