Чӑваш парламенчӗн депутачӗ, ачасен экс-хӳтӗлевҫи, унччен тата маларах Шупашкар районти пульницӑн экс-тӗп тухтӑрӗ сайра тӗл пулакан ушкӑнри юн кирлӗ ҫынна пулӑшма килӗшнӗ. Республикӑн Патшалӑх Канашӗнче социаллӑ политика, наци ыйтӑвӗсем енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫин ырӑ кӑмӑлӗ пирки парламентӑн сайтӗнче хыпарланӑ. Вячеслав Рафинов — нумай ҫул тухтӑрта ӗҫленӗ ҫын. Специальноҫпа вӑл — анестизиолог.
Депутат пулӑшнӑ ҫын Шупашкар хула администрацийӗнче МИХсемпе тата ҫамрӑксен политики енӗпе ӗҫлекен управлени пуҫлӑхне Александр Жукова юн кирлине маларах тӗнче тетелӗнче пӗлтернӗччӗ. Хӗрӗх урлӑ тӳре-шарана пӗрремӗш ушкӑнри ҫуклӑ резуслӑ юн кирлӗ, ырӑ кӑмӑллисене пулӑшма ыйтатпӑр тесе ҫырнӑччӗ.
Ӗнер пирӗн республикӑра строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрне 32 ҫулти Владимир Михайлова ҫирӗплетнине эпир маларах пӗлтернӗччӗ-ха. «Ҫамрӑксене эпир шаннӑ, шанатпӑр, малашне те шанӑпӑр!» — тенӗ ҫӗнӗ министра ырӑ сунса Михаил Игнатьев Элтепер.
Владимир Михайлова яваплӑ тилхепене тыттарнине массӑллӑ информаци хатӗрӗсем те, ҫавсен хыпарӗсемпе паллашакансем те тӗрлӗрен йышӑнчӗҫ. Паллашар-ха вӗсенчен хӑшӗсемпе.
«Чӑваш Енре тӗлӗнмелле ҫамрӑк министра ҫирӗплетнӗ», — пӗлтерчӗ хыпар ятӗнчех «Строительство.ru» Пӗтӗм Раҫҫейри отрасльти интернет-журнал. «Чӑваш Енре паллӑ автогонщик строительство министрӗ пулса тӑнӑ», — ҫырчӗ «На-связи.ru» портал. Чӑн та, машинӑпа тупӑшӑва хастар хутшӑнакансем тата вӗсен ӑмӑртӑвне сӑнаса тӑракансем Владимир Михайлова автогонщик евӗр лайӑх пӗлеҫҫӗ иккен. «Кадр бутафорийӗ: Чӑваш Енре строительство министрне ҫирӗплетнӗ» ят панӑ хыпара REGNUM информаци агентстви. Хыпарсем пурте вырӑсла, вӗсене эпир чӑвашла куҫартӑмӑр, анчах шухӑшне ылмаштармарӑмӑр.
Куславкка район администрацине 2012-мӗш ҫултанпа ертсе пынӑ Валентин Колумб текех пуҫлӑх мар. Ҫак должноҫрен вӑл юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче кайнӑ. Унччен йышӑннӑ ҫемҫе пуканран хӑтарма ыйтса вӑл хӑй ҫырнӑ-мӗн. Районти Депутатсен пухӑвӗ тунтикун иртнӗ черетсӗр ларура Валентин Колумбӑн заявленине тивӗҫтернӗ.
Район администрацине вӑхӑтлӑха ертсе пыма райадминистрацин пуҫлӑхӗн ҫумне — строительство, ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн пайӗн пуҫлӑхне Иван Рожкова шаннӑ. Куславккасен ертӳҫине те республика шайӗнче йӗркеленӗ комисси конкурс ирттерсе палӑртӗ, кайран кандидата районти депутатсем ҫирӗплетӗҫ.
Маларах Улатӑр хула администрацийӗ пуҫлӑхӗ Александр Седов тата Етӗрне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Кузьмин пуҫлӑх пуканне пушатнӑччӗ.
Иртнӗ эрне вӗҫӗнче Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министрӗн ҫумӗ Андрей Тимофеев полковник отставкӑна кайнӑ. Ӗҫрен вӑл юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнчех кайнӑ. Министерствӑри тӳре-шара тата унта тӑрӑшакансем лайӑх кану сунма юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче пуҫтарӑннӑ.
Сергей Неяскин министр хӑйӗн ҫумне тӑрӑшулӑхшӑн тав тунӑ май асӑнмалӑх парне тыттарнӑ. Андрей Тимофеев та ӗҫтешӗсен ячӗпе ӑшӑ сӑмахсем каланӑ.
Полици тытӑмӗнче Андрей Тимофеев 1985 ҫулхи кӑрлачра ӗҫлеме тытӑннӑ. Министр ҫумӗн пуканне службӑра ҫирӗм ҫул тӑнӑ хыҫҫӑн йышӑннӑ. 2011-мӗш ҫултанпа министр ҫумӗ пулнипе пӗрлех ШӖМӗн полици пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫланӑ. Маларах Андрей Тимофеева «Ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» иккӗмӗш степеньлӗ орден медалӗпе чысланӑ.
Ӗнер Чӑваш Енӗн строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрне ҫирӗплетнӗ. Михаил Игнатьев Элтепер ку пукана Владимир Михайлова шаннӑ.
32 ҫулти Владимир Юрьевич харӑсах темиҫе предприятие ертсе пынӑ. Вӑл «РегинИнвест», «МВМ Групп» тулли мар яваплӑ обществӑсен гендиректорӗ шутланнӑ, унсӑр пуҫне — «За Россию» (чӑв. Раҫҫейшӗн) халӑх фрончӗн регионти уйрӑмӗн учредителӗ. Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ «МВМ Групп» ҫӗр чавассипе Чӑваш Енре кӑна мар, ытти регионта та тимлет. Регион ертӳҫипе тӗлпулнӑ чух Владимир Михайлов хӑйсен предприятийӗ аван ӗҫлесе пыни тата ытти ҫитӗнӳ пирки каласа кӑтартнӑ. «Кадрсене хаклатпӑр. Пӗри кайса тепри килни пирӗн патра ҫук», — ӗнентернӗ вӑл Элтепере.
«Ҫамрӑксене эпир шаннӑ, шанатпӑр малашне те шанӑпӑр!» — тенӗ ҫӗнӗ министра ырӑ сунса Михаил Игнатьев Элтепер.
Стройминӑн унчченхи ертӳҫине Олег Маркова авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ӗҫрен хӑтарнӑччӗ.
Чӑваш Енӗн Патшалӑхӑн ӗҫлӗх службине ертсе пынӑ Сергей Викторова сӗтев илнӗ тесе айӑплӗҫ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, пуҫлӑх 2015 ҫулхи ҫурла тата раштав уйӑхӗсенче вӑл Шупашкарта тата Мускавра коммерци организацийӗсен икӗ ертӳҫинчен тӑватӑ хутчен сӗтев илнӗ. Компьютер программипе тивӗҫтерекенскерсенчен тӳре-шара кӗсйине 244 пин тенкӗ кӗнӗ. Укҫана вӗсем хӑйсен продукцине вырнаҫтарма тӳре-шара пулӑштӑр тесе тыттарнӑ.
Пуҫиле ӗҫе Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗсем пуҫарнӑ, кайран РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ малалла тӑснӑ.
Аса илтеретпӗр, ӗҫ биографине С. Викторов 1997 ҫулта Патӑрьел районӗнчи налук инспекцийӗнче пуҫланӑ. 2005 ҫулта ӑна Патӑрьел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне лартнӑ. Кайран темиҫе ҫул район администрацийӗнче ӗҫленӗ.
Чӑваш Енӗн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствинче унччен те ҫум должноҫӗнче пулнисене малтанхиллех ҫемҫе пукан йышӑнма ирӗк панӑ.
Аса илтеретпӗр, юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнченпе республикӑри Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен комитетне Юстици министерствипе пӗрлештернӗччӗ. Кун пирки хушӑва регион Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑччӗ.
Ҫӗнӗрен йӗркеленӗ ведомствӑра министр ҫумӗсене ҫирӗплетнӗ. Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен комитечӗн ертӳҫин ҫумӗнче тӑрӑшнӑ Ольга Казаринӑна тата Юстици министерствинче ҫум пулнӑ Алексей Вязова реорганизациленӗ органта унчченхи шайри должноҫсемех лекнӗ.
Юстици министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлама маларах асӑннӑ комитета ертсе пынӑ Наталья Тимофеевана шаннӑ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев РФ Правительство ҫуртӗнче Раҫҫейри регионсене аталантарассипе ӗҫлекен Правительство комиссийӗн кулленхи ларӑвне хутшӑннӑ. Унта вӑл федералсене ӗҫлӗ сӗнӳ панӑ.
Ларӑва Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин ертӳҫин ҫумӗ Дмитрий Козак йӗркелесе ертсе пынӑ. Кӑҫалтанпа ӗҫлекен комисси ларӑвӗнче регионсенчи бюджет ыйтӑвӗсем ҫинчен сӑмах пуҫарнӑ, хыснан тупӑш пайне ӳстерессипе ҫыхӑннӑ самантсем пирки сӳтсе явнӑ. Федераци хыснинчен субъектсене бюджета шайлаштарма укҫа уйӑрни пирки те чарӑнса тӑнӑ.
Ларӑва хутшӑннӑ пирӗн регион Элтеперӗ Михаил Игнатьев федералсене тупӑшран илекен налукпа ҫыхӑннӑ федераци саккунне лайӑхлатас шутпа сӗнӳ панӑ.
Улатӑр хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Седов юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнчен пуҫлӑх пуканне йышӑнма пӑрахнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Хула администрацийӗн ертӳҫин лавне туртакана ҫирӗплетме паян комисси йӗркеленӗ. Йыша республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсене: либерал-демократсен партийӗн пайташне Сергей Белобаева тата «Шупашкарти 2-мӗш ҫӑкӑр савучӗн» пуҫлӑхне, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» пайташне Юрий Кислова, ЧР Президент Администрацийӗн Шалти политика управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумне Юрий Садовникова, Социаллӑ тата культура программисен фончӗн ертӳҫине Михаил Федотова кӗртнӗ.
Улатӑр хула администрацине хальлӗхе Татьяна Ежова, унччен вӑл пуҫлӑх ҫумӗнче тӑрӑшнӑ, ертсе пырать.
Маларах эпир Етӗрне район администрацийӗн пуҫлӑхне палӑртмалли комисси пайташӗсене ҫирӗплетнине пӗлтернӗччӗ.
Республикӑн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствинче кадр улшӑнӑвӗ пулса иртнӗ. Ведомствӑра иккӗмӗш пукан йышӑннӑ Анатолий Яковлева ӗҫрен хӑтарнӑ.
Анатолий Петровича министр ҫумӗнчен кӑларасси пирки республикӑн премьер-министрӗ Иван Моторин паян 735-мӗш номерлӗ хушу кӑларнӑ. Сӑлтавне те кӑтартнӑ: министр ҫумӗ урӑх ӗҫе куҫать.
1964-мӗш ҫулта ҫуралнӑ Анатолий Яковлев 1979-1983-мӗш ҫулсенче Сӗнтӗрвӑрринчи вӑрман техникумӗнче, кайран Уралти вӑрман техникин институтӗнче вӗреннӗ. Ӗҫ биографине вӑл Вологда ҫӗрӗ ҫинчи лесничествӑсенчен пӗринчи вӑрманҫӑран тытӑннӑ. Чӑваш Енре те тӗрлӗ вӑрман хуҫалӑхӗнче тӑрӑшнӑ, ҫав шутра Сӑнавлӑ вӑрман хуҫалӑхне ертсе пынӑ. 2011 ҫулта ӑна министр ҫумӗн пуканне шанса панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |