Куславкка районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗсен ҫывӑх вӑхӑтра район администрацийӗн пуҫлӑхне суйламалла. Конкурса ултӑ ҫын хутшӑннӑ. Раштавӑн 5-мӗшӗнче ӑна пӗтӗмлетме конкурс комиссийӗн ертӳҫи — Чӑваш Енӗн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Сергей Димитриев ертсе пыракан ушкӑн пуҫтарӑннӑ. Малтан та вӗсем пухӑннӑ-ха. Анчах ун чухне чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен раштавӑн 5-мӗшне куҫарма йышӑннӑ.
Район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тилхепине халӗ ҫав тивӗҫе пурнӑҫлакан Иван Рожкова е Андрей Васильев ятлӑ ҫынна (район администрацийӗн сайтӗнчи хыпарта А. Васильев халӗ епле должность йышӑннине каламан) шанма пулать тесе йышӑннӑ. Саккунпа килӗшӳллӗн татӑклӑ утӑма районти депутатсем хӑйсен ларӑвӗнче тумалла.
Ӗнер, раштавӑн 10-мӗшӗнче Патӑрьел ҫӗрӗ ҫинче Мускаври полковник пулнӑ. Ҫав ҫын — Вячеслав Ильин, «Сыны Отечества» (чӑв. Тӑван ҫӗршывӑн ывӑлӗсем) офицерсен общество организацийӗн Мускаври правленийӗн ертӳҫин ҫумӗ. Вячеслав Ильин Патӑрьел ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ, халӗ вӑл — саппасри полковник. Тӑван тӑрӑхӗнче пулнӑ май унпа район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов курнӑҫнӑ.
Пакунлипе райадминистраци пуҫлӑхӗ ҫамрӑксем пирки калаҫнӑ. Тата тӗрӗсрех каласан, вӗсене патриот воспитанийӗ парас тесен мӗн тумалли ҫинчен. Сӑмах май, енсем район территорийӗнчи яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫпа маларах асӑннӑ общество организацийӗ епле майпа ҫыхӑну тытмаллине сӳтсе явнӑ май хӑш-пӗр плана халех палӑртса хунӑ.
Чӑваш Енре сӗт ытларах тирпейлеме тытӑнасшӑн. Кун пирки республикӑн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов нумаях пулмасть иртнӗ канашлура палӑртса хӑварнӑ. Сӗт тата сӗтрен туса илекен апат-ҫимӗҫне сӳтсе явнӑ канашлӑва ЧР Министрсен Кабинечӗн ертӳҫин тивӗҫне пурнӑҫлакан — экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӳ аталанӑвӗн министрӗ Владимир Аврелькин ертсе пынӑ.
Тирпейлекен предприятисен ертӳҫисем те хутшӑннӑ канашлура иртнӗ уйӑхра Чӑваш Енре апат-ҫимӗҫ 0,2 процент, ҫав шутра сӗт тата унран туса илнӗ апат-ҫимӗҫ 2,8–2,2% хакланнине асӑнса хӑварнӑ. Чӑвашстат юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗ тӗлне пӗлтернӗ тӑрӑх, пастеризациленӗ 2,5–3,2% сӗт хакӗ Федерацин Атӑлҫи округӗнчи регионсемпе танлаштарсан 13-мӗш вырӑн йышӑннине ӗнентернӗ. Пирӗн тӑрӑхра ҫавӑн пек сӗт вӑтамран 53 тенкӗ те 66 пус тӑнӑ. Ӗрӗнпур облаҫӗнче, сӑмахран, пӗр литрӗ — 40 тенкӗ. Тепӗр майлӑ каласан, ял хуҫалӑх таварне туса илекенсемшӗн ку меллӗ хак теме пулать.
Ыран, раштавӑн 12-мӗшӗнче, республикӑн влаҫ органӗсенче халӑха йышӑнмалли Пӗрлехи кун иртет. Ҫӗршывӑн тӗп саккунне, Конституцине, халалланӑскере Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе пӗтӗм ҫӗршывӗпех йӗркелеҫҫӗ. Тӗлпулӑвӑн тӗллевӗ пархатарлӑн янӑрать: кирлӗ информацие ҫынсене илме май туса парасси.
Ыранхи курнӑҫура министерствӑсемпе федерацин территорири органӗсен пуҫлӑхӗсем, специалисчӗсем халӑха консультаци пулӑшӑвӗ кӳрӗҫ. Халӑха 12 сехетрен пуҫласа 20 сехетчен йышӑнӗҫ.
Пӗрлехи йышӑну кунӗ пирки тӗплӗнрех РФ Президенчӗн официаллӑ сайтӗнче «Личный приём» уйрӑмри «Приём обращений» тенӗ ҫӗрте тата влаҫ органӗсен сайтӗнче пӗлме май пур. ЧР Элтеперӗн Администрацийӗнче те (Шупашкарти Президент бульварӗ, 10-мӗш ҫурт, 14-мӗш пӳлӗм) халӑха кӗтеҫҫӗ. Йышӑнӑва лекес тесен малтан ҫырӑнни кирлӗ мар. Ыйтса пӗлмелли телефонсем: 8/8352/ 62-34-53, 39-36-43.
Ҫак кунсенче Чӑваш Енри йӗрке хуралҫисем республикӑри йӗрке хуралӗнче пысӑк должность йышӑнакан ҫынна тытса чарнӑ. Кун пирки «Ҫыхӑнура» форумра «L!fe» информаци порталӗ хыпарлани тӑрӑх ӗнер ҫурҫӗр ҫитеспе пӗлтернӗ.
Пуҫиле ӗҫе Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкарти управленийӗн экономика хӑрушсӑрлӑхӗн тата коррупципе кӗрешес енӗпе ӗҫлекен пайӗн пуҫлӑхӗ Андрей Скворцов тӗлӗшпе пуҫарнӑ. Маларах асӑннӑ портал ҫырнӑ тӑрӑх, ку хыпара вӗсене хӑйсен ҫӑлкуҫӗ систернӗ.
Андрей Скворцов полицин подполковникӗ шутланать. Ӑна ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ, усламҫӑсене ӗҫлеме ура хунӑ, документа пӑсса хӑйне кирлӗ пек тунӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен.
Хальхи вӑхӑтра подполковника аякка тухса каймалла марри ҫинчен алӑ пустарнӑ имӗш.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ пӳрт ҫумӗнчи тата кварталсенчи территорисене япӑх тытса тӑракансене хытах ӳпкелесе калаҫнӑ. Алексей Ладыков каланӑ тӑрӑх, Шупашкарти ҫав районсен пуҫлӑхӗсем ӗҫсӗр юлма та пултараҫҫӗ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ республика тӗп хулинчи Ленин, Калинин тата Мускав район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсене хытах хурланӑ. Вӗсене вӑл структура подразделенийӗсемпе ирттернӗ канашлура сӑмах лектернӗ.
Чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнчен пуҫласа раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗччен хулара 307 хутчен тӗрӗслев ирттернӗ. Хӗлле урамсене епле тытса тӑнине пахалани территорисенчен ҫурринчен ытларахӑшӗнче юртан вӑхӑтра тасатманнине палӑртнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, подряд организацийӗсем хӑйсем ҫине илнӗ тивӗҫе пурнӑҫласа ҫитереймеҫҫӗ.
Алексей Ладыков районсен пуҫлӑхӗсене управляющи компанисен ертӳҫисемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлессине вӑйлатмалли пирки темиҫе хут та асӑрхаттарнӑ. Анчах, вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫакна лешсем хӑлхана хытах чикмен.
Чӑваш Енӗн Патшалӑхӑн пуҫлӑхӗ пулнӑ Сергей Викторова условлӑ майпа айӑпланӑ. Шупашкарти Ленин район сучӗ ӑна 600 пин тенкӗ штраф хурса панӑ тата 2,5 ҫуллӑха условлӑ майпа ирӗкрен хӑтармалла йышӑннӑ. Унсӑр пуҫне Сергей Викторовӑн влаҫ органӗсенче 2,5 ҫул ӗҫлеме юрамӗ. Пӗрремӗш инстанцири суд йышӑнӑвӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха. РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Сергей Викторов хӑй айӑпне йышӑннӑ.
Аса илтеретпӗр, пуҫлӑх пулнӑ вӑхӑтра ҫав ҫын 2015 ҫулхи ҫурла тата раштав уйӑхӗсенче вӑл Шупашкарта тата Мускавра коммерци организацийӗсен икӗ ертӳҫинчен тӑватӑ хутчен сӗтев илнӗ тесе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑччӗ. Компьютер программипе тивӗҫтерекенскерсенчен тӳре-шара кӗсйине 244 пин тенкӗ кӗнӗ. Укҫана вӗсем хӑйсен продукцине вырнаҫтарма тӳре-шара пулӑштӑр тесе тыттарнӑ. Ҫавна май хайхи фирмӑсемпе 3 миллион та 500 пин ытла тенкӗлӗх 70 контракт алӑ пуснӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев «ТехноНИКОЛЬ» корпораци президенчӗпе Сергей Колесниковпа, вӑл Чӑваш Ен ертӳҫин канашҫи шутланать, тӗл пулнӑ. Курнӑҫу пирки Элтепер Администрацийӗн пресс-служби хыпарланинче палӑртнӑ тӑрӑх, енсен тӗлпулӑвне ЧР Правительствипе корпораци конструктивлӑ ӗҫлени евӗр хакламалла.
Сергей Колесникова Михаил Игнатьев республикӑра вӗренӳ программисене пурнӑҫа кӗртнишӗн тав тунӑ. «Ҫамрӑксене аталанма эсир майсем туса паратӑр», — ырланӑ Элтепер корпораци президентне. Михаил Васильевич корпораци профессийӗсене пысӑк тӳлекен тата чӑрмавсӑрах лайӑх ӗҫ тупма пай паракан тесе хакланӑ. Сергей Колесников Чӑваш Енпе вӗренӳ енӗпе малашне те ҫыхӑну тытас шухӑшлине пӗлтернӗ.
Пӗлтӗр, утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Михаил Игнатьев хӑйӗн канашҫи пулнӑ тепӗр Колесникова, ҫав тивӗҫрен хӑтарнӑччӗ. Ятарлӑ хушӑва Михаил Васильевич алӑ пуснӑ.
Паян, раштавӑн 7-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Общество палатин пайташӗ, 65 ҫулти Анатолий Пукки вилнӗ.
Анатолий Ялмарович Красноярск тӑрӑхӗнче 1952 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Красноярскри политехника институтӗнче «Машинӑсем тата шӑратас производствӑн технологийӗ» специальноҫа алла илнӗ хыҫҫӑн Енисейри механика савутӗнче слесарьте ӗҫлеме тытӑннӑ. 1975–1986 ҫулсенче Анатолий Пукки Шупашкарти трактор савутӗнче инженер-конструкторта, участок мастерӗнче, формовка участокӗн пуҫлӑхӗнче, цех пуҫлӑхӗ ҫумӗнче, цех пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ. Кайран унтах партком тытӑмӗнче, каярах КПССӑн Шупашкар хула комитетӗнче тата ӗҫтӑвкомӗнче тимленӗ. 1990-мӗш ҫулсенче вӑл
«Волганефтехиммонтаж», «СТРОМОН-КИТР», «Стройдорзапчасть», «Монолитстрой» предприятисенче коммерци пуҫлӑхӗнче, «НЕРУДСТРОМра» тӗп директорта тата ытти вырӑнта пуҫлӑх пуканӗсенче тӑрӑшнӑ.
Шупашкар мэрне суйласси пирки сайтра нумаях пулмасть пӗлтернӗччӗ. Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Шупашкар пуҫлӑхне палӑртнӑ. Ку должноҫе кам йышӑннӑ-ха? Хӗрарӑм.
Чӳкӗн 29-мӗшӗнче пуҫлӑха депутатсен ятарлӑ комиссийӗ суйланӑ. Пӗтӗмлетӳпе килӗшӳллӗн, ку тивӗҫе Ирина Клементьевӑна шаннӑ. Сӑмах май, Леонид Черкесов хыҫҫӑн вӑл ку тивӗҫе вӑхӑтлӑх пурнӑҫланӑ.
Ирина Клементьева Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх институтне пӗтернӗ, патшалӑх службин Атӑл-Вятка академийӗнче вӗреннӗ. Малтан вӑл экономистра вӑй хунӑ. Ирина Всеволодовна «Чуваши-Мед» тӗп директорӗ вырӑнӗнче те ӗҫленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |