Васкавлӑ пулӑшу службин ӗҫченӗсем 48 ҫулти хӗрарӑма вилӗмрен ҫӑлса хӑварнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче хӗрарӑм Шупашкарти Ленин районӗнчи дачӑра пулнӑ. Вӑл сывлама йывӑррине, йӗпе тар тапса тухнине, юн пусӑмӗ чакса кайнине, хырӑм ыратнине пӗлтернӗ.
Васкавлӑ пулӑшу машини вырӑна тухса кайнӑ, анчах кирлӗ адреса тупайман. Хӗрарӑма япӑх пулса кайнӑран вӑл тек калаҫайман, унпа тепре ҫыхӑнса адреса уҫӑмлатма май килмен. Бригада парӑнман, адреса ҫине тӑрсах шыранӑ.
Шӑнкӑрава йышӑннӑ фельдшер Наталия Князева геоданнӑй тытӑмӗ урлӑ ҫывӑхра администраци ҫурчӗ пуррине асӑрханӑ. Тухтӑрсем унта кайнӑ, хуралҫӑ вӗсене кирлӗ адреса кӑтартса янӑ.
Тухтӑрсем вырӑна ҫитнӗ ҫӗре хӗрарӑмӑн шок пулма ӗлкӗрнӗ. Инфаркт пуль тесе ӑна Кардиологи диспансерне илсе кайнӑ. Анчах унӑн панкреатит пулнӑ иккен. Халӗ хӗрарӑм Хулари клиника больницинче реанимаци уйрӑмӗнче выртать.
Шупашкар хулин Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ районӗнче ачана кушак ҫыртса илнӗ хыҫҫӑн карантин туса хунӑ. Асӑннӑ йӗрке Киров урамӗнчи 17-мӗш ҫурт тавралла пулӗ.
Карантина ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче йышӑннӑ. Вӑл йӗрке республика Элтеперӗ ятарлӑ йышӑну кӑларичченех пырӗ.
Кушак урнӑ чирпе чирлине республикӑн ветеринари служби палӑртнӑ. Халӗ ача сипленет.
Ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче республикӑра икӗ аварире икӗ мотоциклист аманнӑ. Вӗсене санавиаци вертолечӗпе Шупашкарти пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Пӗр авари Улатӑр районӗнче пулнӑ, тепри – Ҫӗмӗрле районӗнче. Икӗ мотоциклист та вӑйлах аманнӑ, иккӗшӗ те халӗ комӑра. Вӗсене санавиаци вертолечӗпе Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу пульницине илсе ҫитернӗ. Тухтӑрсем палӑртнӑ тӑрӑх, ку – питӗ лайӑх мел. Мӗншӗн тесен пуҫне амантнӑ пациентсене машинӑпа илсе килнӗ чухне ҫул ҫинче силлентерни сиен кӳрет.
Елчӗк районӗнче пурӑнакан 73 ҫулти хӗрарӑм пӗлтӗр инсульт чӑтса ирттернӗ. Нумаях пулмасть вӑл каллех пуҫ ыратнипе аптӑранӑ. Сылтӑм урипе алли туйӑмлӑхне ҫухатнӑ. Вырӑнти фельдшер васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ.
Алена Шляпина тата Елена Данилова фельдшерсем ӑна пӗрремӗш медпулӑшу панӑ. Ӑна кислородпа сывлаттарса Патӑрьел районӗн пульницине илсе ҫитернӗ. КТ хӗрарӑмӑн пуҫ мимине юн кайнине ҫирӗплетнӗ. Кун хыҫҫӑн пациента Канашри медцентра илсе кайнӑ. Ҫав вӑхӑтра фельдшерсем хӗрарӑма сӑнаса пынӑ, кирек хӑш вӑхӑтра та пулӑшу пама хатӗр тӑнӑ.
Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 61 ҫулти арҫын ҫурлан 5-мӗшӗнчех чӗре тӗлӗнчен ыратнине, сулахай алли вӑйсӑрланнине туйнӑ. Анчах иртсе каясса шаннӑ-тӑр - пульницӑна кайма васкаман.
Ҫурлан 8-мӗшӗнче ӑна район пульницине илсе ҫитернӗ. Дежурнай тухтӑр унӑн миокард инфаркчӗ пулнине палӑртнӑ. Ӑна кардиологи уйрӑмне вырттарнӑ.
Сывлӑхне йӗркене кӗртсен Регионти юн тымарӗсен центрӗн тухтӑрӗсемпе телеконсультаци ирттернӗ. Пациента Республикӑри клиника пульницине илсе ҫитерме йышӑннӑ. Ӑна санавиаци вертолечӗпе илсе кайнӑ.
Халӗ арҫын хӑйне питех йывӑр туймасть.
Республикӑри тухтӑрсем ҫӗлен сӑхнӑ арҫынна вӑрмантах пулӑшнӑ. Унтан ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Арҫын сунарта пулнӑ. Ӑна унта наркӑмӑшлӑ ҫӗлен сӑхнӑ. Васкавлӑ медпулӑшӑва вӑл хӑйех шӑнкӑравланӑ, ӑш пӑтраннине, пуҫ ҫаврӑннине пӗлтернӗ. Юлия Волкова тухтӑр сунарҫа мӗн тумаллине ӑнлантарнӑ. Хӑй ҫав вӑхӑтрах ун патне бригада янӑ.
Ҫамрӑк арҫын вӑрманта ӑна тупаймӗҫ тесе тусӗсем патне, сунар пӳртне, хӑй тӗллӗнех ҫитнӗ. Юлташӗсем ӑна васкавлӑ медпалӑшӑва хирӗҫ илсе кайнӑ. Иван Пахомов тата Роман Розоренов фельдшерсем пациента пӗрремӗш медпулӑшу парсан пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Ҫурлан 4-мӗшӗнче ирхи 4 сехетре ҪҪХПИ инспекторӗсем фура водительне чарнӑ. Лешӗ кӑкӑрӗ тӗлӗнчен ыратнипе докуменчӗсене те часах шыраса тупайман. Аптӑрани пирки инспекторсене те каласа кӑтартнӑ, хӑй таҫта шӑннӑ тесе шутланӑ. Ҫавӑнпа малаллах каяссишӗн ҫине тӑнӑ. Аптекӑран ыратнине ирттерекен эмел туянса сывлӑхне ҫӑмӑллатма шутланӑ.
Анчах инспекторсем ӑна малалла кайма чарнӑ, васкавлӑ медпалӑшу чӗннӗ. Ҫапла вӗсем водителӗн пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Унӑн инфаркт иккен - юн тымарӗ хупланса ларнӑ. Республикӑри кардиологи диспансерӗн тухтӑрӗсем унӑн сывлӑхне йӗркене кӗртнӗ, стенировани тунӑ. Арҫынна кӗҫех киле реабилитацие ярӗҫ. Вӑл Томск хулинчен Мускава кайма тухнӑ пулнӑ.
Йӑлӑмра правасӑр яш инкеке лекнӗ.
Мотоциклпа пыраканскер руле ҫултан айккинелле пӑрса янипе ҫаврӑнса ӳкнӗ.
Каччӑ суранланнӑ, ӑна больницӑна илсе кайнӑ. Аманнӑскер унта сипленӗ.
ҪУР | 02 |
Ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Шупашкарта пӗри 11-мӗш хутран персе аннӑ.
Телеграмри каналсенчен пӗринче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек 16 сехетре пулса иртнӗ.
Унта хыпарланӑ тӑрӑх, ҫын 11-мӗш хутри балконран персе аннӑ. «Питӗ хӑрушӑ тата шел», — тесе ҫырса хунӑ пӑтӑрмаха курнӑ ҫын.
Кӗске хыпарта пӑтӑрмах хӑш урамра пулнине, ӳкекенни кам иккенне (арҫын-и е хӗрарӑм-и) кӑтартман.
Ҫӗнӗ Шупашкарти Строительсен урамӗнче пӗр ача выляма тухсан аманнӑ.
Унта баскетбол вылямалли лапам пур иккен. Анчах унӑн тавра карта тытса ҫавӑрман.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, баскетбол вылякансен мечӗкӗ айккинелле сирпӗнсе кайса 3 ҫулхи хӗрачана пуҫӗнчен пырса лекнӗ. Ача персе аннӑ, вӑл велосипед ҫине ӳкнӗ. Ача темиҫе хутчен суранланнӑ: баскетбол мечӗкӗ хытӑ лекнипе, велосипед ҫине персе аннипе.
Асӑннӑ пӑтӑрмах пирки Телеграмри каналсенчен пӗринче хыпарланӑ. Вӑйӑ лапамӗнче карта та тытса ҫавӑрман иккен, ӳксен аманасран резина сий те пӑхса хӑварман-мӗн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.