Ыран, нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, «Раҫҫей 1» телеканалпа Олимп вӑййисенче иртекен слоупстайл ӑмӑртӑвне кӑтартӗҫ. Вӑл 3 сехет ҫурӑра пуҫланӗ. Финал вара ирхи 6 сехет ҫурӑра иртӗ.
Пирӗн ентеш, Ҫӗнӗ Шупашкар пики Лана Прусакова, ски-слоупстайл дисциплинӑра ӑмӑртӗ. Вӑл Олимп вӑййисене пуҫласа хутшӑнать. Лана Никита Васильев тренер патӗнче ӑсталӑхне туптать. Вӑл та спортменкӑпа пӗрле Пхенчхана кайнӑ.
Ҫак кунах Татьяна Акимова биатлонистка масс-старта хутшӑнать. Аса илтерер: вӑл унчченхи ӑмӑртура 15-мӗш пулнӑ. Масс-старта «Россия 1» телеканалпа нарӑсӑн 17-мӗшӗнче 14 сехет те 15 минутра курма пулать.
Кӑнтӑр Корейӑра ҫак кунсенче иртекен Олимпиадӑна пирӗн ҫӗршыври тӑватӑ биатлонист — Ульяна Кайшева, Татьяна Акимова, Антон Бабиков тата Матвей Елисеев — хутшӑннине Чӑваш халӑх сайтне вулакансем пӗлеҫҫех ӗнтӗ. Аса илтерер, сумлӑ ҫак йышри Татьяна Акимова — Чӑвашран.
Раҫҫейӗн биатлонистсен пӗрлештернӗ командин тренерӗсем пирӗн ентешӗмӗр патне пачах та шӑнкӑравламан иккен. Ҫакна вӑл паянхи ӑмӑрту хыҫҫӑн журналистсене пӗлтернӗ.
Сӑмах — Олимпиадӑна кайма ирӗк паман тренерсем пирки. Ульяна Кайшеван тренерӗ урӑх-мӗн те, вӑл унпа калаҫать иккен. Анчах Татьяна Акимовӑпа тренерсем телефонпа пӗртте ҫыхӑнман.
Чӑваш биатлонисткин Пхенчханри Олимпиадӑри кӑтартӑвӗ, сӑмах май, Ульяна Кайшевӑран аванрах.
Пхёнчханра паян Татьяна Акимовӑн тепӗр хут старта тухма тивӗ. Хальхинче харпӑр ӑмӑрту пулӗ. Финал. Вӑл 14:05 вӑхӑтра пуҫланмаллаччӗ (тӗнче тетелӗнчи онлайнсем ҫак вӑхӑта кӑтартнӑччӗ). Ӑмӑртӑва кӗҫнерникуна куҫарнӑ. Ҫапла май эпир хамӑр онлайна нарӑсӑн 15-мӗшӗнче 11 сехетсенелле малалла тӑсӑпӑр.
Эпир сире текстлӑ онлайнра ӑмӑртури самантсем пирки пӗлтерсе тӑрӑпӑр! Пирӗнпе пулсан хыпарсене эсир чи малтан пӗлме пултарайратӑр!
Ҫакӑнпа хамӑр трансляцине вӗҫлетпӗр.
Все, пур биатлонҫӑсем те чупса пӗтерчӗҫ. Чи япӑх лекекенни 10 хут тӗл лекеймен. Вӑл 87-меш вырӑнта.
Пӗтӗмлетӳ тӑрӑх Ханна Эберг (Швеци) — пӗрремӗш, Анастасия Кузьмина — 2-мӗш, Лаура Дальмайер — 3-мӗш. Пирӗн Татьяна — 15-мӗш вырӑнта. Ульяна Кайшева — 23-мӗш.
Лаура Дальмайер ҫавах та Анастасия Кузьминан вӑхӑтне ҫитереймерӗ. Хальлӗхе Анастасия — 2-меш, Лаура — 3-мӗш.
Ханна Эберга ҫитекенни ку ӑмӑртура пулаймасть пуль теҫҫӗ-ха... Кузьмина медальлӗ пулӗ е ҫук — хальлӗхе паллӑ мар.
Лаура Дальмайер тӑваттӑмӗш рубежра та пур мишене лектерчӗ. Ханна Эбергран 31 ҫеккунт кӑна кая юлса пырать.
Татьяна Акимова финиша ҫитрӗ. Хальлӗхе унӑн 9-мӗш вырӑн. Чи кирли паян Татьянӑшӑн — масс-старта лекесси.
Лаура Дальмайер (пасьюртра ҫӗнтернӗскер) виҫҫӗмӗш рубежра пӗтӗмпех лектерчӗ.
Шел те, тӑваттӑмӗш рубежра Татьяна Акимова каллех пӗр мишене тивӗртеймерӗ. Ҫапла май ӑна 2 минут хушӗҫ.
Ульяна Кайшевӑна 12-мӗш вырӑна антарчӗҫ.
11 ҫурӑ километр иртнӗ хыҫҫӑн пирӗн Татьяна Акимова вӑхӑтпа 10-мӗш.
Ульяна Кайшева финиша саккӑрмӗш ҫитрӗ.
Пирӗн Татьяна виҫҫӗмӗш рубежа пӗтӗмпех лектерчӗ. Вӑл халь 12-мӗш вырӑнта.
Ханна Эберг финиша ҫитрӗ. Вӑл Кузьминаран 25 ҫеккунт малта. Сӑмах май, Ханна кашни мишене лектерчӗ, 20-рен 20 тивӗртрӗ.
Ульяна Кайшева тӑваттӑмӗш рубежра пур мишене те лектерчӗ. Хальлӗхе вӑл 8-мӗш.
Иртнӗ пасьюртра мала тухнӑ Лаура Дальмайер пӗрремӗш рубежра пӗрре тӗл лекеймерӗ.
Татьяна Акимовӑн хальлӗхе 16-мӗш вырӑн.
Сӑмах май Анастасия Кузьмина (Словаки) финиша тухма ӗлкерчӗ. Халь ыттисем мӗнле тухасса кӗтмелле.
Иккӗмӗш рубежра, шел те Татьяна пӗр мишене тивертеймерӗ. Ҫапла май ӑна пер минут хушса пачӗҫ.
Пирӗн Акимова та старта тухрӗ. Пӗрремӗш рубежра вӑл пурте те тӗл лектерчӗ.
Ханна Эберг 15-рен 15 тивӗртрӗ. Ҫапла май вал мала тухрӗ.
Кузьмина тӑваттӑмӗш ребежа лайӑх иртрӗ, пурне те лектерчӗ. Ҫапла май ӑна, тен, медаль те лекме пултарӗ.
Хотя Ханна Эберг та малти вырӑна тытса тӑраймарӗ, Дарья Домрачева лайӑх печӗ те мала тухрӗ.
Ханна Эберг мала тухрӗ. Вӑл пӗтӗм мишене тӗл лектерчӗ. Кузьмина татах лекеймерӗ те малти вырӑна ҫухатрӗ. Кайшева 15-мӗш. Вӑл хальлӗхе иккӗ тӗл лекеймен.
Хальлӗхе чи малта Кузьмина пырать. Ун хыҫҫӑн Эберг, Бендика, Новаковска.
Дарья Дормачева хальлӗхе пиллӗкмӗш пырать. Кузьминаран 26 ҫеккунт юлса пырать.
Ульяна Кайшева пӗрремӗш рубежа лайӑх персе иртрӗ, пурне те лектерчӗ.
Тӑрса пенӗ чухне Анастасия Кузьмина пӗрре тӗл лекеймерӗ. Ӑна пӗр минут хушса пачӗҫ. Ҫавах вӑл хальлӗхе чи малта.
Ульяна Кайшева (Раҫҫей), Дарья Дормачева (Беларуҫ) старта тухрӗҫ.
Ольга Полторанина та Анастасия Кузьмина та кашни мишене тӗл лекрӗҫ, Марта Олсбу вара пӗрине лекеймерӗ.
Анастасия Кузьмина та старта тухрӗ.
Ольга Полторанина та Марта та ӑмӑртма пуҫларӗҫ.
Чи пӗрремӗш старта Ольга Полторанина, Казахстан спортсменки тухӗ.
Ульяна Кайшева 25-мӗш старта тухӗ, пирӗн Татьяна — 52-мӗш ҫеҫ. Сӑмах май, Лаура Дальмайер, иртнӗ ӑмӑртура ылттӑн ҫӗнсе илнӗскер, 80-мӗш старта тухӗ.
Итак, биатлон ӑмӑртӑвӗ ҫывӑх вӑхӑтра пуҫланать пулас.
Вӑйлӑ ҫиле пула Пхёнчханри ҫынсене урама тухма сӗнмен. Олимп паркӗнче сиенленме пултаракан конструкцисене пуҫтараҫҫӗ тет:
sport.rbc.ru/news/5a83f3679a794768b771c0a4 (кунашкал ҫанталӑкра, паллах, нимӗнле биатлон пирки те сӑмах пыраймасть)
Эх, паян сире хыпарласси пулмасть иккен. Вӑйлӑ ҫиле пула ӑмӑртӑва ырана куҫарнӑ тет. Арҫынсемпе пӗр кунхине ирттерӗҫ. Хӗрарӑмсем старта 11:15-ре тухӗҫ, арҫынӗсем — 14:30-та.
Ну мӗнех, ыранччен вара.
Ҫакнашкал уйрӑмлӑха пула ӑмӑртура кӗтмен самантсем те пулма пултарайраҫҫӗ. Калӑпӑр, малти вырӑна тухма пултараканни кая юлма пултарать.
Сӑмах май, Пхёнчханри пемелли вырӑна тренерсем меллисен йышне кӗртмеҫҫӗ. Хӑваламалла ӑмӑртнӑ чухне те, сӑмахран, пӗрре те йӑнӑшман спортсменкӑсем пулмарӗҫ. Пирӗн Татьяна та ҫавна пулах тӑватӑ хутччен хушма ҫаврӑм чупрӗ. 20-мӗш вырӑнтан 31-мӗшне анса ларчӗ.
Кӗскен харпӑр ӑмӑрту пирки каласа парар. Ӑна акӑлчанла каласан олдскул тесе хаклаҫҫӗ, чӑвашла вара «чи малтанхи», «никӗсри» тесе ӑнлантарса пама пулать. Ӑмӑртакансем старта уйрӑмшарӑн тухаҫҫӗ, мишене пӗрре тӑрса переҫҫӗ, тепре — выртса. Лекеймесен хушма ҫаврӑмсем тумаҫҫӗ, вӑхӑтне кӑна хушса параҫҫӗ. Пӗр минут. Ҫапла май тӗл лекесси питӗ пӗлтерӗшлӗ теҫҫӗ, ытти тӗсӗсемпе хакласа икӗ хут пӗлтерӗшлӗрех. Виҫҫӗ-тӑваттӑ лекмесен вӑл вӑхӑта хӑваласа ҫитме чи хӑварт чупакан биатлонҫӑсене те йывӑр.
Онлайна хатӗрленнӗ май пирӗн сайтра унӑн биографийӗ ҫуккине асӑрхарӑмӑр. Хушрӑмӑр: chuvash.org/wiki/%D0%90%D0%BA%D0%B8%D0%BC%D0%BE%D0%B2%D0%B0%20%D0%A2%D0%B0%D1%82%D1%8C%D1%8F%D0%BD%D0%B0%20%D0%A1%D0%B5%D1%80%D0%B3%D0%B5%D0%B5%D0%B2%D0%BD%D0%B0
Паллашма пултаратӑр.
Раҫҫейре кӑҫал иртекен тӗнче чемпионачӗ вӑхӑтӗнче Шупашкарта пӗтӗм халӑх пӗлекен футболистсене кураймӑпӑр. Шанни тӳрре тухмарӗ. ФИФА хыпарне тишкернӗ хыҫҫӑн тӗрлӗ ҫӗршыв командисем валли матчсене хатӗрленме тата ҫак тапхӑрта пурӑнма уйӑрнӑ хуласен йышӗнче Шупашкар ҫукки паллӑ пулчӗ.
Аса илтерни вырӑнлӑ, республика тӳри-шари футболистсене тренировкӑсем ирттерме икӗ спорт комплексне сӗннӗччӗ. «Спартакра» футболла вылякансен «Волга Премиум Отель» хӑна ҫуртӗнче выртса тӑмаллаччӗ, «Олимп» стадионра хатӗрленекенсен «ДИС» отельре чарӑнмаллаччӗ. Пӗтӗмпе ФИФА ҫӗршыври 60 спорт комплексне тишкернӗ, вӗсемпе паллашма футболистсен пӗрлештернӗ командисен яваплӑ ҫыннисем ҫула 123 хут тухнӑ. Ҫапла вара 32 базӑна суйласа илнӗ.
Футболистсем чемпионат вӑхӑтӗнче Питӗр, Сочи, Мускав, Хусан, Саранск, Грозный, Тольятти, Геленджик, Краснодар, Воронеж, Анапа, Калуга, Ессентуки хулисенче, Мускав, Чулхула, Калининград, Ленинград облаҫӗсенче тата Тутарстанри Медведково ялӗнче хатӗрленӗҫ тата пурӑнӗҫ.
Пхёнчханра иртекен олимп вӑййисенче паян биатлон ӑмӑртӑвӗ иртрӗ. Хӗрарӑмсем вунӑ ҫухрӑм чупрӗҫ, пасьют (чӑв. хӑвалани) мелӗпе ӑмӑртрӗҫ.
Пирӗн ентеш Татьяна Акимова 20-мӗш вырӑнтан пуҫларӗ. Малта вырнаҫнӑ Лауры Дальмайертан (Германи) вӑл пӗр минут та 18 ҫеккунтран кӑна пуҫларӗ. Сӑмах май Германи спортсменки мала тухрӗ, пӗрремӗш вырӑн йышӑнчӗ.
Пӗрремӗш ҫаврӑмра Татьяна пӗр хут тӗл лекеймерӗ, ҫапла май 22-мӗш вырӑна анса ларчӗ. Юлашки хут пенӗ чухне пирӗн ентеш 28-мӗш вырӑна анчӗ — вӑл пурӗ тӑватӑ хут тӗл лекеймерӗ. Финиша Татьяна 31-мӗш ҫеҫ ҫитрӗ. Пирӗн ҫӗршывран ӑмӑртӑва килнӗ тепӗр спортсменка — Ульяна Кайшева — 52-мӗш кӑна.
Кӗмӗл медале Словаки смортсменки Анастасия Кузьмина ҫӗнсе илчӗ. Вӑл маларах Раҫҫей командинче пулнӑ, 2008 ҫултанпа Словакишӗн ӑмӑртать. Виҫҫӗмӗш вырӑн хрантсус хӗрне Анаис Бескона лекрӗ. Юлашкинчен вӑл кӗмӗл медальшӗн питӗ тупӑшрӗ, ҫавах Анастасийӑна хӑваласа иртеймерӗ.
Ӗнер Кӑнтӑр Корейӑра Хӗллехи Олимпиада пуҫланчӗ. Пӗр ӑмӑрту тепринчен кӑсӑклӑрах. Ӗнер ирпе, сӑмахран, конькипе ярӑнакансен пултарулӑхне курса киленме май килчӗ. Паян, тӗслӗхрен, биатлонисткӑсем 7,5 километра старта тухрӗҫ. Тӗнчери чи маттур спортсменсем хушшинче пирӗн ентешӗмӗр Татьяна Акимова та пуррине черетлӗ хутчен кӑмӑлтан палӑртатпӑр.
Олимпиадӑри биатлон спринтӗнче Татьяна Акимова тӗл пенипе палӑрчӗ. Кашни мишенех лектерме пултарчӗ вӑл. Финиша чи лайӑх 20 биатлонистка йышӗнче ҫитрӗ.
Биатлон ӑмӑртӑвӗсем татах та пулӗҫ-ха.
Унсӑр пуҫне пирӗн республикӑри тепӗр спортсмен, Лана Прусакова фристайлистка, слоуп-стайл енӗпе нарӑсӑн 17-мӗшӗнче ӑмӑртӗ.
Аса илтерер, Хӗллехи Олимпиадӑна чӑваш спортсменӗсем 42 ҫул хутшӑнман. 2014 ҫулта Сочире иртнӗ вӑййа Елена Муратова могулистка ҫеҫ ҫӗршывӑн пӗрлештернӗ командипе кайнӑччӗ.
Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнчен пуҫласа 15-мӗшӗччен Кӑнтӑр Корейӑри Пхенчхан хулинче хӗллехи Олимп вӑййисем иртмелле. Аса илтерер, унта Чӑваш Енри икӗ спортсмен хутшӑнӗ: Татьяна Акимова биатлонистка тата Лана Прусакова фристайлистка.
Татьяна Акимова нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче хӗрарӑмсен спринтне хутшӑнӗ. Тупӑшу 13 сехет те 15 минутра пуҫланӗ. Биатлонисткӑсен 7,5 километра чупма тивӗ. Пӗрне-пӗри хӑваласа ҫитмелли ӑмӑртӑва хӗрарӑм-биатлонисткӑсем нарӑсӑн 12-мӗшӗнче тухӗҫ, уйрӑм тупӑшӑва — нарӑсӑн 14-мӗшӗнче, масс-старта — нарӑсӑн 17-мӗшӗнче.
Слоуп-стайл ӑмӑртӑвӗ нарӑсӑн 17-мӗшӗнче иртӗ. Унта Лана Прусакова хутшӑнӗ.
Хӗллехи Олимпиадӑна чӑваш спортсменӗсем 42 ҫул хутшӑнман. 2014 ҫулта Сочире иртнӗ вӑййа Елена Муратова могулистка ҫеҫ ҫӗршывӑн пӗрлештернӗ командипе кайнӑччӗ.
Раҫҫейри антидопинг агентстви чӑваш спортсменки Ирина Юманова допингпа усӑ курманнине тинех ҫирӗплетнӗ.
Аса илтерер, пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ спортсменка допингпа усӑ курнӑ тесе 2014 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче пӗлтернӗччӗ, ҫавна май ӑна ӑмӑртусене хутшӑнма чарнӑччӗ. Ӗҫе 2012 тата 2014 ҫулсенчи гематологи кӑтартӑвӗсен пӗтӗмлетӗвне кура пуҫарнӑ. Анализсене черетлӗ хут тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн вара Ирина допингпа вуҫех айкашманни ҫирӗпленнӗ, юн кӑтартӑвӗсем япӑххи допингпа пачах ҫыхӑнман.
Палӑртса хӑвармалла, Ирина Юманова — 2012 ҫулхи Тӗнче кубокӗн ҫӗнтерӳҫи, 2013 ҫулта иртнӗ Универсиадӑн кӗмӗл призерӗ. Ӑмӑртусене хутшӑнма чарсан хастар спортсменка 2016 ҫулхи ака уйӑхӗнче урӑх спорта куҫрӗ, хӑйӗн ӑсталӑхне марафонсенче тата ҫурмамарафонсенче кӑтартма пуҫларӗ.
Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнчен пуҫласа 15-мӗшӗччен Кӑнтӑр Корейӑри Пхенчхан хулинче иртекен хӗллехи Олимп вӑййисенче Чӑваш Ен ятне икӗ спортсмен хӳтӗлӗ.
Официаллӑ ҫӑлкуҫсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ку хутӗнче Олимп вӑййисене хутшӑнма тӗнчере ят-сум ҫӗнсе илнӗ Татьяна Акимова биатлонистка вӗҫӗ. Унсӑр пуҫне биатлон ӑмӑртӑвӗсене Ульяна Кайшева, Антон Бабиков тата Матвей Елисеев хутшӑнӗҫ. Раҫҫейрен чи йышлӑн вара фристайлистсем ӑмӑртӗҫ. Пурӗ — 22 спортсмен. Вӗсен йышӗнче — Чӑваш Еншӗн вӑй виҫекен Лана Прусакова.
Палӑртса хӑвармалла, хӗллехи Олимп вӑййисене хутшӑнакансен списокне Раҫҫейри 169 спортсмен кӗнӗ, вӗсем Олимпиада медалӗсене ҫӗнсе илессишӗн спортӑн 15 тӗсӗнче ӑмӑртӗҫ. Анчах пирӗн спортсменсен Раҫҫей ялавне вӗлкӗштерме май пулмӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта 2000-мӗш ҫулта ҫуралнӑ, Ҫамрӑксен 2016 ҫулхи Хӗллехи Олимп вӑййинче ҫӗнтернӗ, Раҫҫейӗн темиҫе хут чемпионки, Раҫҫейӗн спорт маҫтӑрӗ, 17-ри Лана Прусакова слоупстайл енӗпе иртекен Тӗнче кубокӗн V тапхӑрӗнче ӗнер финала лекнӗ. Америкӑри Лейк-Плэсид ялӗнче пыракан ӑмӑртӑвӑн квалификаци тапхӑрӗнче вӑл ҫиччӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Анчах финалта, шел те, ентешӗмӗр ҫӗнтереймен.
Йӗлтӗр акробатики енӗпе Лана Прусакова квалификаци суйлавӗнче 87,66 балл пухнӑ. Ытти фристайлисткӑпа танлаштарсан ҫакӑ — чи лайӑх кӑтарту. Тӗнче кубокӗн пӗтӗмӗшле зачетӗнче Лана Прусакова хальлӗхе 11-мӗш вырӑн йышӑнать.
Фристайлист-арҫынсенчен Тӗнче кубокӗн V тапхӑрӗнче Раҫҫей спортсменӗ Максим Буров мала тухнӑ. Вӑл «Хрусталь глобуса» ҫӗнсе илнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |