
Ҫӗр ҫинче темӗн тӗрлӗ ҫын та пур. Хӑшӗ-пӗри хӑйсен проектне пурнӑҫа кӗртме ӗмӗтленет, ҫанӑ тавӑрса ӗҫлет.
Сочи хулинчи ҫулҫӳревҫӗ Вячеслав Черемискин Раҫҫейри 70 регионта пулнӑ, кӑрлач уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Шупашкара ҫитнӗ. Кунта мӗн тӗллевпе пулнӑ вӑл? Вячеслав «Раҫҫей — пирӗн пӗрлехи кил» асӑну комплексӗн проекчӗ валли тӑпра илме килнӗ.
Сочире пурӑнакан 45 ҫулти Вячеслав Черемискин ҫӗршыв тӑрӑх икӗ ҫул ҫӳрет ӗнтӗ. Халӗ вӑл Мускавра-ха. Унта вӑл тепӗр проекта пурнӑҫласшӑн.
Вячеслав хӑйӗн шухӑшне ырланӑ ҫынсемпе Мускавра «Ҫӗнтерӳ юманне» лартасшӑн. Вӑл Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчи Ҫӗнтерӗве кӑтартӗ. Проекта Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 70 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.
Унтан Вячеслав Питӗре, Кавказ тӑрӑхӗнчи республикӑсене кайӗ, вырӑнти волонтерсемпе тӗл пулӗ, проекчӗ пирки каласа кӑтартӗ.
Арт-проекта ҫӗршыври кашни регионта тума палӑртаҫҫӗ. Чи малтан вӑл Сочи хулинче пулӗ.
Специалистсем Шупашкарти ҫурт-йӗр Раҫҫейре чи хаклисен йышӗнче пулнине пӗлтереҫҫӗ. Ҫӗршыври 46 хула йышӗнче вӑл 6-мӗш вырӑн йышӑнать-мӗн.
2014 ҫулта иккӗмӗш йышши ҫуртсен хакӗ 9% ӳснӗ иккен. Ҫӗнӗ хваттерсем 4,3 процент хакланнӑ. Шупашкарта иккӗмӗш йышши хваттерсен пӗр тӑваткал метрӗ 48690 тенкӗпе сутӑнать, ҫӗнни — 45287 тенкӗ.
Паллӑ ӗнтӗ: чи хаклӑ хваттерсем — Мускавра. Унта пӗр тӑваткал метршӑн 217730 тенкӗ тӳлемелле. Иккӗмӗш вырӑнта — Питӗр, унтан — Сочи.
Ставропольте чи йӳнӗ хваттерсем: 1 тӑваткал метрӗ — 37713 тенкӗ. Брянскра — 40676 тенкӗ, Чӗмпӗрте — 42652 тенкӗ.

Чӑваш Енри КВНщиксем Сочие пӗтӗм тӗнчери «КиВиН — 2015» фестивале тухса кайнӑ.
Шупашкарти виҫӗ команда КВН командисен фестивальне хутшӑнӗҫ. Вӗсем — Шупашкарти коопераци институчӗн ҫамрӑкӗсен пӗрлештернӗ команди, ЧПУ команди, «Чӑваш Ен» Шупашкарти пӗрлештернӗ команда.
Фестиваль кӑрлачӑн 12–24-мӗшӗсенче «Хула Тӑвайкки» йӗлтӗр курортӗнче иртӗ.
Чӑвашра Павел Валиуллина, Лев Сердцева, Родион Мизюка чылайӑшӗ пӗлеҫҫӗ. Ҫамрӑксем Сочие «Тӗп хула» регион лигин директорӗпе Михаил Елисеевпа пӗрле кайнӑ. Вӗсемпе пӗрлех Хусанти команда тухса кайнӑ.
«Чӑваш Ен» Шупашкарти пӗрлештернӗ команда Раҫҫейри, ют ҫӗршыври ытти командӑпа пӗрле Александр Масляков умне тухӗҫ.
Шупашкарта КВН вӑййи вара нарӑс уйӑхӗнче иртӗ.
Раштавӑн 27-мӗшӗнче Шупашкарти Наци вулавӑшӗ умӗнче «Пӗрле утни — 2015» Ҫӗнӗ ҫул парачӗ иртет. Вӑл 11 сехетре пуҫланӗ. Тӗрӗсрех, ҫавӑн чух вӗсене шута илме пуҫлӗҫ. Ҫӗнӗ ҫул сӑнарӗ евӗр тумланнисен тӗрлӗ номинацире хаклӗҫ: «Хӗл Мучин чи лайӑх тумӗ», «Юрпикен чи лайӑх тумӗ», «Чи лайӑх ҫӗнӗ ҫул ҫемйи», «Чи лайӑх ҫӗнӗ ҫул ушкӑнӗ». Чи лайӑх Хӗл Мучине Сочине кайма путевка кӗтет.
Конкурса ҫынсем кӑна мар, капӑрлатнӑ машинӑсем те хутшӑнма пултараҫҫӗ. Автомоболистсен ассоциацийӗпе Шупашкар хула администрацийӗ «Ҫӗнӗ ҫул автокарнавалӗ» конкурс йӗркелет. Ҫӗнтерӳҫӗне 500 литр бензин парассине пӗлтереҫҫӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗсем: 23-50-93, 37-55-66.
Концерт юратакансем Хӗрлӗ лапама васкамалла. Унта «Здравствуй, песня» вокалпа инструмент ансамбль концерчӗ иртӗ. Унтах маларах асӑннӑ конкурссене пӗтӗмлетӗҫ.
«Каҫал» ансамбль Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх культурисен фестивале хутшӑннӑ. Ӑна ахальтен суйламан. Вӑл 2013 ҫулта Шупашкарта иртнӗ тапхӑрта йӑла-йӗрке культурине тивӗҫлипе кӑтартнӑ.
Сочире ансамбль Пӗтӗм Раҫҫейри I фестивале тата халӑх культурин куравне уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. «Каҫал» унта чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркине — Каҫал тӑрӑхӗнчи туйӑн пӗр пайне — кӑтартнӑ.
Фествиале Раҫҫейри 85 тӑрӑхӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗсем пухӑннӑ. Фестиваль уҫӑлнӑ ҫӗре 1500 ытла ҫын хутшӑннӑ. Унта хутшӑнакансем тата хӑнасем пурте пӗрле Раҫҫей Гимнне юрланӑ.
Куравра Комсомольски районӗнчи Йӳҫ Шӑхаль ялӗнче пурӑнакан Людмила Козловӑн алӗҫӗсем те пулнӑ.
Фестиваль пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн, «Каҫала» дипломпа чысланӑ. Пултарулӑх ушкӑнӗнче Владимир Павлов, Светлана Лаврентьева, Николай Кисалов, Валерий Гаврилов, Владимир Григорьев, Николай Карпов, Петр Баринов, Александр Тарасов, Валентина Хораськина, Александра Морозова, Зоя Морозова, Валентина Константинова, Зинаида Егорова, Лидия Карзакова пулнӑ.
Сӑнсем (23)
ЧР Наци телекуравӗнчи «НаоБУМ» вӑйӑ шоу сумлӑ «ТЭФИ регион» телекурав конкурсӗн финалне тухнӑ. Конкурса ҫу уйӑхӗнче тухнӑ кӑларӑма ярса панӑ. Унта республика хӑнисем — «Атал тӗлпулӑвӗсем» фестивалӗн тренерӗсем — хутшӑннӑ.
«НаоБУМ» ку конкурсра пӗрремӗш хут кӑна хутшӑнмасть. Пӗлтӗр, проект хут ҫинче ҫес пулнӑ чухне, Раҫҫей телкуравӗн академикӗсем шухӑша ырланӑ. Анчах парне паман. Халӗ, проекта пурнӑҫа кӗртсен, чӑваш кӑларӑмӗн Раҫҫейри чи лайӑх кӑларӑмсен йышне кӗрес шанчӑк пур.
Чыслав Сочи хулинче чӳкӗн 28-мӗшӗнче иртӗ. Унта «НаоБУМ» кӑларӑмсӑр пуҫне Хабаровскри «Час у дачи» кӑларӑм (пахча пирки), Ямал-Ненецк автономи округӗнчи Надым хулинчи режиссерсем ӳкернӗ «Новый год ФМ» кӗске метражлӑ камит вӑй виҫӗҫ.
«НаоБУМ» авторӗ Мария Шоклева «ТЭФИ регион» конкурса пӗрремӗш хут кӑна хутшӑнмасть. 2007 ҫулта унӑн «Куча мала!» кӑларӑмӗ «Чи лайӑх ача-пӑча кӑларӑмӗ» номинацире чи лайӑххи пулнӑ.
Чӑваш Енри виҫӗ ҫын «Вӗри чӗре» кӑкӑр паллине тивӗҫнӗ. Вӗсенчен иккӗшӗ шкул ачисем. Ҫак палла ҫынсене йывӑрлӑхра пулӑшнӑшӑн, паттӑрлӑхшӑн тата хӑюлӑхшӑн панӑ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Октябрьски шкулӗнче вӗренекен Ольга Ярисова «Вӗри чӗре» кӑкӑр паллине икӗ йӑмӑкне ҫунакан пӳртрен илсе тухнӑшӑн тивӗҫнӗ. Ӑна ҫак паллӑпа Мускавра чысланӑ.
Николай Константиновпа Антон Михеева ҫак паллӑна Чӑваш Енре панӑ. Канаш районӗнчи Вӑтакас Кипеч шкулӗнче вӗренекен Николай путакан арҫын ачана ҫӑлнӑ. Коопераци институчӗн студентне Антон Михеева вара сусӑрсем валли пандус хатӗрленӗшӗн кӑкӑр паллине панӑ.
Пӗтӗмпе комиссин 1,5 пин кандидата пӑхса тухма тивнӗ. Вӗсенчен 128-шӗ ҫеҫ «Вӗри чӗре» кӑкӑр паллине тивӗҫнӗ. Вӗсен йышӗнче — Сочири иртнӗ Паралимпиадӑна хутшӑннӑ спортсменсем тата икӗ общество организацийӗ.
Сумлӑ наградӑна тивӗҫнисен ячӗсене «Вӗри чӗре» хисеп кӗнекине кӗртнӗ.

Раҫҫейӗн Патшалӑх Думи Крымпа Сочинче вӑйӑ зони туса хурасшӑн. Саккуна ӗнер йышӑннӑ.
Ҫапла вара ҫӗршывра пилӗк выляв зони пулӗ: Крымра, Алтай, Краснодар, Тинӗсҫум крайӗсенче тата Краснодар облаҫӗнче.
Вӑйӑ зонине Олимп объекчӗсем вырнаҫнӑ ҫӗр ҫинче йӗркелеме чармӗҫ. Зона тӑвас сӗнӳпе Краснодар крайӗн влаҫӗсен тухмалла. Анапӑри вӑйӑ лаптӑкне пӗтермелле.

Сочире иртекен Олимп вӑййинче паян юлашки ӑмӑртусем иртӗҫ. Ҫав шутра хоккей финалӗ те. Унта Швеципе Канада тӗл пулӗҫ.
Паянпа ӗнер Раҫҫей ушкӑнӗ пурӗ 3 ылтӑн медаль ҫӗнсе илнине шута илсе пирӗннисем медальсен йышӗпе те ушкӑнсен тупӑшӗвӗпе те чи малти вырӑна тухрӗҫ. Уйрӑмах паян тухӑҫлӑ пулчӗ теме пулать — йӗлтӗрпе 50 ҫухрӑма чупассипе пирӗн арҫынсем пӗтӗм малти вырӑнсене йышӑнчӗҫ. Мала Александр Легков тухрӗ, иккӗмӗш вырӑна — Максим Вылегжанин, виҫҫӗмӗшне — Илья Черноусов.
Паянах олимп вӑййине чыслӑ уяв ирттерсе хупӗҫ. Вӑл 20 сехетре пуҫланмалла. Олимп вӑййине уҫни илемлӗ те кӑсӑклӑ пулнине шута илсен хупни те япӑхах мар пек пулмалла.

Нарӑсӑн 21-мӗшӗнче Паралипиадӑра Чӑваш Енри 10 тӳре (судья) ӗҫлесси паллӑ пулнӑ. Вӗсем йӗлтӗр чупӑвӗсенче, биатлонра ӗҫлӗҫ.
Паян Сочие республикӑри паллӑ арбитр, Олимп резервӗсен ачасемпе ҫамрӑксен Ҫӗнӗ Шупашкарти 2-мӗш спорт шкулӗн тренерӗ Андрей Михайлов тухса кайнӑ.
— Вӑл Паралипиадӑра йӗлтӗр-биатлон стадионӗн пуҫлӑхӗ пулӗ. Владислав Антонов, Юрий Плотников, Константин Мясоедов чип парас енӗпе аслӑ судьясем пулӗҫ. Владимир Сидягин финишра чип пуҫтаракан судья тивӗҫӗсене пурнӑҫлӗ. Валерий Васильев финишра хронометраж енӗпе ӗҫлекен тӳре пулӗ, — пӗлтереҫҫӗ ЧР Спорт министерствинчен. — Паллӑ спорт журналисчӗ Вячеслав Ильин тата ҫӑмӑл атлетика енӗпе ӗҫлекен Василий Никитин тренер йӗлтӗр стадионне хатӗрлекен аслӑ тӳресем пулӗҫ.
Паралимпиада пуш уйӑхӗн 7–16-мӗшӗсенче иртӗ. Унта 45 ҫӗршыври 1 650 спортсмен тупӑшӗ. Вӗсем Паралимп вӑййин 5 тӗсӗнче медальсен 72 комплекчӗшӗн ӑмӑртӗҫ.
