Виҫӗмҫулхипе танлаштарсан, пӗлтӗр Чӑваш Енре эрех-сӑрапа наркӑмӑшланса вилнисен йышӗ 1,6 хутчен ӳснӗ. Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, эрехпе наркӑмӑшланнӑ кашни иккӗмӗш ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Пӗлтӗр республикӑра 598 ҫын эрехпе наркӑмӑшланнӑ. 409 ҫын этанолпа наркӑмӑшланнӑ, метанолпа – 26 ҫын. Ытти спиртпа 3 аптӑраса ӳкнӗ, паллӑртман спиртпа 160 ҫын наркӑмӑшланнӑ. Пӗлтӗр 17 ҫул тултарман 57 ача эрехпе аптӑранӑ, вӗсенчен ҫурри ытларахӑшӗ 14 ҫул тултарманнисем.
2020 ҫулта республикӑра 293 ҫын эрехпе наркӑмӑшланса вилнӗ.
Юлашки вӑхӑтра Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫынсем темӗн шӑрши кӗни пирки калаҫаҫҫӗ. Паян Роспотребнадзор сывлӑшри хлор чӑннипех те темиҫе хут ытларах пулнине тупса палӑртнӑ.
Ведомство палӑртнӑ тӑрӑх, хлор виҫӗ адреспа нормӑран пысӑкрах пулнӑ: Винокуров урамӗнчи 35-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче, Совет урамӗнчи 1-мӗш ҫурт патӗнче тата Хӗвеллӗ урамри 33-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче. Унта сывлӑшри хлор 1,3-2 хут ытларах-мӗн.
Палӑртмалла: ӗнер Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ тест туса сывлӑш йӗркеллех пулнине палӑртнӑ. Прокуратура вара тепӗр хутчен тӗрӗслев ирттерме ҫине тӑнӑ.
Шупашкарта ҫыснем санитари нормисене мӗнле пӑхӑннинине малалла тӗрӗслеҫҫӗ. Ку ӗҫе, паллах, кӑшӑлвируса сарӑлма парас мар тесе пурнӑҫлаҫҫӗ. 21 мобильлӗ ушкӑн халӑх нумай пухӑнакан вырӑнсене ҫитеҫҫӗ, общество транспорчӗсене кӗреҫҫӗ. Палӑртмалла: мобильлӗ ушкӑна хула администрацийӗн специалисчӗсем, прокуратура тата Роспотребнадзор ӗҫченӗсем кӗреҫҫӗ.
Кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче 62 суту-илӳ объектне тӗрӗсленӗ. Ҫынсем общество транспортӗнче маскӑсӑрах ҫӳренӗ тӗслӗхсем те пулнӑ. 22 ҫын маска режимне пӑснӑ, вӗсен тӗлӗшпе акт ҫырнӑ. Сӑмах май, кунашкал йӗркене пӑснӑшӑн ҫынсем – 1-30 пин тенкӗ, должноҫри ҫынсем – 10-50 пин тенкӗ, усламҫӑсем 30-50 пин тенкӗ, организацисем 100-300 пин тенкӗ штраф тӳлеме пултараҫҫӗ.
Иртнӗ эрнере республикӑра кӑшӑлвирус тӗлӗшпе лару-тӑру йывӑр пулнӑран Роспотребнадзор Ҫӗнӗ ҫулта тата Раштавра чиркӳсенче халӑха йышӑнмалла мар тесе сӗннӗ.
Шупашкар тата Чӑваш митрополичӗ Савватий кун тӗлӗшпе хӑйӗн шухӑшне пӗлтернӗ. «Эпир, тӗн ҫыннисем, храмсене хупмастпӑр. Хупӑ алӑк леш енче кӗлӗ вуламастпӑр. Анчах хӑрушсӑрлӑх мерисене пӑхӑнӑр», - тенӗ вӑл. Савватий Раштав уявне килекенсене маска тӑхӑнма ыйтнӑ.
Роспотребнадзор вара 65 ҫултан аслӑрах ҫынсене, вӑраха кайнӑ чирсемпе нушаланакансене чиркӳсене кайма тӑхтама ыйтнӑ.
ЧР Вӗренӳ министерстви тата Хӗрлӗ Чутай районӗн прокуратури рейд ирттернӗ. Ведомство специалисчӗсем Хӗрлӗ Чутайри вӑтам шкулта тӗрӗслев ирттернӗ.
Ку шкулта тӗрӗслев унччен те пулнӑ-ха. Ун чухне апатлану рационӗ Роспотребнадзор ҫирӗплетнӗ менюпа килӗшсе тӑман. Ку кӑна мар, порцисен йывӑрӑшӗ е пӗчӗкрех пулнӑ, ҫимӗҫсем ҫинче тивӗҫлӗ маркировка лартман. Ун чухне шкул ертӳлӗхне, общество апатланӑвӗн предприятине штрафланӑ.
Шкулта татах тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн ҫитменлӗхсене йӑлтах пӗтерменни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Тӗслӗхрен, ҫӑкӑр ҫинче маркировка пулман.
Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 200 ытла шкул ачи кӑшӑлвируспа чирленӗ. Хальхи вӑхӑтра 16 ҫӗрте шкул ачисем чирленӗ тӗслӗхе шута илнӗ.
Ӗнер, раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, каланӑ тӑрӑх, республикӑра 13 класа дистанци мелӗпе вӗренме янӑ. Ҫапла майпа 301 ача хальлӗхе килте пӗлӳ илет.
Кадет корпусӗнчи пӗр класра ачасем ОРВИпе чирленине палӑртнӑ. Класра 20 проценчӗ ку амакпа аптӑранӑ-мӗн. Ҫавна май вӗсене дистанци мелӗпе вӗренме янӑ. Ҫапла пӗлтернӗ Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Вера Головач.
Юлашки темиҫе эрнере пирӗн республикӑра аслӑ шкулсенче тата ятарлӑ пӗлӳ паракан учрежденисенче вӗренекенсем килте вӗреннӗччӗ.
Халӗ техникумсемпе колледжсенче вӗренекенсен хушшинче чирлекенсем палӑрмаллах сахалланнине палӑртаҫҫӗ.
Республикӑн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумӗ Алексей Лукшин кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешекеноперштабӑн черетлӗ ларӑвӗнче сӑмах илнӗ. Вӑл виҫӗ студентпа икӗ преподаватель ҫеҫ чирленине пӗлтернӗ. Вӗсем хутшӑннӑ ҫынсен йышӗ — 50-ран ытла мар.
Ятарлӑ вӑтам пӗлӳ паракан заведенисенче ҫамрӑксене куҫӑн мар вӗрентме тытӑнасшӑн. Анчах маска тӑхӑнса ҫӳремелле. Студентсен те, педагогсен те.
Аслӑ шкулсенчи студентсен хальлӗхе дистанци мелӗпех вӗренме тивӗ.
Кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешес енӗпе ӗҫлекен оперштабӑн паянхи черетлӗ ларӑвӗнче Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗ Надежда Луговская коронавируспа чирлекенсен шучӗ ачасен хушшинче икӗ процент чакнине, 30-59 ҫулсенчи ҫынсен хушшинче ӳсме тытӑннине пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, чирлекенсен шучӗ яланхиллех Шупашкарта пысӑк пулин те ҫак хисеп юлашки вӑхӑтра кӑштах чакнӑ. Ҫӗмӗрле хулинче, Хӗрлӗ Чутай районӗнче ӳссе кайнӑ.
Ҫӗмӗрле хулин администрацийӗн граждан оборонипе чрезвычайлӑ лару-тӑру енӗпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ Алексей Кочнев ку эрнере 52 тӗслӗхе шута илнине асӑнса хӑварнӑ. Кил хуҫисем нумаях пулмасть Мускавран ӗҫлесе таврӑннӑ иккен.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче шута илнӗ 22 тӗслӗхрен 10-шӗ — ватӑ ҫынсем.
«Чирленисенчен 6-шне стационара вырттарнӑ, ыттисем килтех сипленеҫҫӗ», — тенӗ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Иван Михопаров.
Оперштаб ларӑвӗнче Етӗрне тата Тӑвай районӗсенчи тӑрӑма та тишкернӗ.
Вӑрнар районӗнчи Пӑртасри шкулта вӗренекен ачасен кӑнтӑр апатне килтен чиксе кайма тивет. Мӗншӗн тесен унти шкул столовӑйӗ хальхи вӑхӑтра ӗҫлемест. Хальхи вӑхӑтра кӑна та мар, ӑна 50 талӑклӑха хупса хунӑ.
Столовӑй епле ӗҫленине Роспотребнадзорӑн вырӑнти специалисчӗсем тӗрӗсленӗ. Вӗсем савӑт-сапа катӑккинчен пуҫласа кранри шыв юрӑхсӑрри таранах тупса палӑртнӑ. Столовӑйӗнчи хӑш-пӗр оборудовани пачах ӗҫлемен.
Кӑлтӑк ҫине кӑлтӑк тупса палӑртнине кура столовӑя вӑхӑтлӑха хупса хума йышӑннӑ. Ҫак тавӑҫпа суда тухнӑ. Унтисем тивӗҫлӗ йышӑну кӑларса панӑ.
Кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешекен оперштаб паян черетлӗ ларӑва пухӑннӑ. Унта Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗн ертӳҫи Надежда Луговская пневмонипе (ӳпке шыҫҫипе) чирлекенсен статистикине пӗлтернӗ. Унтан та ытларах: ҫак чир кӑшӑлвируса пула пуҫланнине пур чухне те пӗлтерменнине палӑртнӑ вӑл.
«Юлашки эрнере пневмонин сӑлтавне палӑртасси лайӑхланчӗ. Асӑннӑ чире шута илнинчен 48,2 процентӗнче чире пуҫаракан сӑлтава палӑртма май килнӗ. Иртнӗ эрнере ку цифра 38,8 процентчӗ. Асӑннӑ тӗслӗхсенчен кӑшӑлвирус 25 процент йышӑнать, иртнӗ эрнере 16 процент пулнӑччӗ. Ӳпке шыҫҫине пуҫарнӑ сӑлтавсен шутӗнче — микоплазма, тӗрлӗ бактерипе вируссем», — тенӗ Надежда Луговская.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |