Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне судпа айӑплама пултараҫҫӗ. Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын РФ Пуҫиле кодексӗн икӗ статйипе ята кӗнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Пӗрремӗшӗнчен, ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ; иккӗмӗшӗнчен, ӗҫлӗ хута пӑсса, хӑйне кирлӗ пек тӳрлетнӗ теҫҫӗ.
Ӗҫсене РФ Пуҫиле кодексӗн 285-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе тата 292-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе пуҫарнӑ.
РФ Следстви комитечӗн вырӑнти тӗпчевҫисем тата Шалти ӗҫсен министерствин Йӗпреҫ районӗнчи пайӗнче тӑрӑшакансем палӑртнӑ тӑрӑх, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ 2012 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче тӑванӗн Ҫирӗклӗре ҫӗр пур тесе суя хут хатӗрленӗ. Ҫав документа лешӗ Росреестра йӑтса кайса пурлӑха хӑй ячӗпе регистрацилеттернӗ.
Йӗпреҫ районӗнче «Элкер вулавӗсем — 2019» ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртнӗ.
Район администрацийӗ сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, культура мероприятине Пысӑк Упакассинчи тулли мар вӑтам шкул пуҫарнипе йӗркеленӗ. Конференцине вара Йӗпреҫри 2-мӗш вӑтам шкула пухӑннӑ.
Чӑваш халӑх поэчӗ ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ вулава ачасен ӑслӑлӑх пӗлӗвне сарас, вӗсенче тӗпчев туртӑмне аталантарас шухӑшпа ирттернӗ.
Конференцие Липовкӑри тулли мар вӑтам, Эйпеҫри, Кӗлӗмкассинчи, Пучинкери, Чӑваш Тимешри, Йӗпреҫри 2-мӗш вӑтам шкулсем хастар хутшӑннӑ. Вулава пуҫарса янӑ Пысӑк Упакассинчи шкул та, паллах, нумай тӑрӑшнӑ.
Вулава 23 ачапа 20 педагог хутшӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсем республика шайӗнче иртекен конференцие кайма тивӗҫнӗ.
Сӑмах май, Ҫемен Элкер Пысӑк Упакассинче 1894 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫуралнӑ.
«Ёлкӑра чӑваш тумӗллӗ ачасене пуҫласа куртӑм. Шучӗпе ҫавӑ пӗртте тӗлӗнтермелле мар. Анчах Бэтмен, Эрешмен-ҫын тата ыттисен сӑнарӗсене курма хӑнӑхрӑмӑр та, пирӗншӗн тӗлӗнтермӗш евӗр туйӑнаҫҫӗ», – тесе ҫырнӑ «Август» фирмӑн Вӑрнарти филиалӗн пресс-ҫыруҫи Людмила Иванова Фейсбукра.
Раштав уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Вӑрнарти хутӑш препаратсен савучӗ ыр кӑмӑллӑх ёлки ирттернӗ. Унта Йӗпреҫ тата Вӑрнар районӗсенчи нумай ачаллӑ тата сахал тупӑшлӑ ҫемьесенчи ачасене пухнӑ. Ун пеккине предприяти вунӑ ҫул ытла ӗнтӗ йӗркелет. Кӑҫалхине икӗ ача чӑвашла тумланса пынӑ. Иккӗшӗ те вӗсем — Йӗпреҫ районӗнчен. Пӗри — Хурамалтан, тепри — Пучинкерен. Пучинкери ҫиччӗмӗш класс ачи Александр хӑйӗн амӑшӗ, Раиса Алексеева, тӗрленӗ кӗпене тӑхӑннӑ. Ҫак йӗркесен авторне Раисӑпа телефонпа калаҫма май килчӗ. Вӑл ҫемьери тепӗр виҫӗ ачи валли те ҫавӑн пек тум ӑсталаса панине пӗлтерчӗ.
Йӗпреҫ районӗнчи Пучинкесем ял халӑxӗн тата спонсорсен укҫипе хоккей курупки туса лартнӑ. Ӑна ӗнер, кӑрлач уйӑxӗн 5-мӗшӗнче, савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура хута янӑ.
Янтӑ спорт объектне уҫма тӳpe-шара та пынӑ. Вӗceн йышӗнче Йӗпреҫ район администрацийӗн пуҫлӑxӗ Сергей Горбунов, Пучинке ял хутлӑxӗн пуҫлӑxӗ Николай Федоров пулнӑ.
Сергей Горбунов cӑмах илнӗ май хоккей курупки ҫaк вӑййа юратакансемпе сывӑ пурнӑҫ йӗркине кӑмӑллакан ял ҫыннисемшӗн Раштав парни пулнине палӑpтнӑ.
Палӑpтса хӑвармалла, ӗнерех Пучинке ял хутлӑxӗн пуҫлӑxӗн парнисене ҫӗнсе илессишӗн турнир иртнӗ. Унта Пучинкесен «Ҫамрӑклӑx» команди ҫӗнтернӗ. Сергей Сергеев чи ӑcта вӑйӑҫӑ ятне тивӗҫнӗ, Кирилл Краснов вара чи маттур хапхаҫӑ пулса тӑнӑ.
Китай хӑнисем Чӑваш Енре пулнӑ май ял хуҫалӑх продукцине тирпейлекен предприятисен ӗҫӗпе паллашнӑ. аякран килсе ҫитнӗскерсене тарават чӑваш ҫӗрӗ ҫинче ӑш пиллӗн кӗтсе илнӗ, Йӗпреҫ районӗнче вара мороженӑйпа хӑналанӑ.
Китай делегацийӗ Йӗпреҫ тата Вӑрнар районӗсенчи сӗт-ҫу тирпейлекен предприятисенче ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче пулнӑ. Йӗпреҫ районӗнчи Пучинкери сӗт-ҫу савутӗнче, «Волга АЙС» акционерсен обществинче, Вӑрнарти ҫусӑрлатнӑ сӗт савутӗнче пулнӑ. Предприятисен ертӳҫисем Китай хӑнисене производствӑпа паллаштарнӑ, хӑйне евӗр экскурси те йӗркеленӗ. «Волга АЙС» предприятире туса кӑларакан мороженӑйпа сӑйланӑ. Китай делегацине Чӑваш Енре туса кӑларакан, ҫуллахи шӑрӑхра уйрӑмах сутӑнакан ҫак пылак ҫимӗҫ питех те килӗшнӗ.
Укҫа тесен чылайӑшӗ пуҫа ҫухатма хатӗр. Уншӑн ҫынсене ӳпкелеме те пӗлмелле мар-тӑр — паянхи саманара пурнӑҫӗ укҫа ҫинче тытӑнса тӑрать те... К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн «Укҫа чул кастарать» спектаклӗнче те ҫав шухӑшах палӑрать. Камитре амӑш укҫишӑн тӑванпа тӑван тупӑшать.
Ыран ку спектакле театр артисчӗсем Йӗпреҫ районӗнчи Пучинкере кӑтартӗҫ.
Яла спектакльпе СССР халӑх артистчӗ Вера Кузьмина, РСФСР тата ЧАССР халӑх артисчӗ Нина Яковлева, Чӑваш Енӗн халӑх артисчӗ Геннадий Медведев, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ Надежда Воюцкая тата Александр Демидов, Надежда Зубкова, Василий Иванов, Николай Котеев актерсем ҫитӗҫ. Ҫу каҫиччен артистсем ытти тӑрӑха та ҫитсе килме палӑртаҫҫӗ
Совет Союзӗн Паттӑрӗн Алексей Маресьевӑн ятне кашниех пӗлнӗ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче вӑл истребитель авиаци полкӗн командирӗ пулнӑ. Вӑрҫӑ пуҫламӑшӗнче тӑшманӑн 4 самолетне персе антарнӑ. 1942 ҫулта Маресьева ҫапса антарнӑ, аманнӑскер тӑшман ҫӗрӗ ҫине анса ларнӑ. Фронт линийӗ патне 18 талӑк шунӑ. Икӗ урине те татсан протезпа ҫӳренӗ. Кайран хӑй ыйтнипе ӑна, 1943 ҫулта, истребительсен авиаци гварди полкне янӑ. Вӑл тата 7 самолета персе антарнӑ.
Паттӑр летчика шӑпа Йӗпреҫ районне илсе ҫитернӗ. Кунта вӗҫев шкулӗ пулнӑ. Икӗ урине те татнӑ хыҫҫӑн шӑпах унта вӑл ҫӗнӗрен вӗҫме вӗреннӗ.
Ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче вӑл ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ. Ӑна халалласа Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке ялӗнче авиаци слечӗ иртнӗ. Слета хутшӑнакансем Канаш районӗнчен вӗҫсе иртсе шкул ачисемпе тӗл пулма шухӑшланӑ. Ачасене Маресьевӑн паттӑрлӑхӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Шӑпӑрлансем Раҫҫей Геройӗ Николай Гаврилов пирки те пӗлнӗ.
Алексей Маресьев Волгоград облаҫӗнче ҫуралнӑ пулин те йӗпреҫсем ӑна хӑйсен Геройӗ вырӑнне йышӑнаҫҫӗ.
Йӗпреҫ районӗнчи ҫӗрсене пушӑ вырттарасшӑн мар. Асӑннӑ муниципалитета ертсе пыракан Сергей Горбунов кӑҫал 3 пин гектара пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртме тӗллев лартнӑ. Ӗҫ хӑвӑртлӑхне тишкерсен, шухӑшлани пурнӑҫланассӑн туйӑнать.
Ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ усӑ курман ҫӗрсене Хурӑнлӑх, Шӑрттан, Ирҫе Ҫармӑс, Пучинке, Эйпеҫ ял тӑрӑхӗсенче сухаласа пӗтернӗ те ӗнтӗ. Ҫак эрнере, ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Хурамал ял тӑрӑхӗнчи «Синтез-Агро» тулли мар яваплӑ обществӑн ҫӗрӗсене Ремис Мансуров хресчен-фермер хуҫалӑхӗ сухалама тытӑннӑ. Пӗтӗмпе унӑн 430 гектар ҫӗре пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртмелле. Анчах йӑлтах ҫуркунне акса пӗтереймӗҫ. Ҫуртрисене фермер 150 гектар акма палӑртать. Ытти лаптӑка кӗрхи культурӑсем валли хатӗрлеме шухӑшлаҫҫӗ.
Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке ялӗнче пурӑнакан пӗр арҫын ҫуртран наушник тата пейнтболла вылямалли перчетке ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ.
Александр Исаков следователь каланӑ тӑрӑх, килте вӑрӑ-хурах пуррине хӗрарӑм, арҫыннӑн амӑшӗ, сиснӗ. Ку ывӑлӗ килнӗ тесе вӑл ун патне пынӑ. Ывӑлӗ мар иккен, утиял айне темӗнле ӳсӗр арҫын пытаннӑ-мӗн.
Утиял айӗнчи 18 ҫулти каччӑ пулнӑ. Вӑл унччен те судпа айӑпланнӑ. Ӑна полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ. Вӑлах тепӗр ҫынсен канистрӑри дизельне тата укҫа вӑрлама пултарнӑ. Каччӑ ун чухне, ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, ҫуртсен алӑкне хупманнипе усӑ курса кӗме пултарнӑ.
Ҫӗнӗ ҫула кӗрсенех, кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче, православи тӗнне ӗненекенсем Христос Ҫуралнине уявлаҫҫӗ. Ҫак куна халалласа кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке ялӗн культура ҫуртӗнче Раштав Уявне ирттерчӗҫ.
Хӑнасене культура ҫурчӗн фойинче чӑрӑш лӑссисемпе, теттесемпе илемлетнӗ экспозици — Таса Мария Хӗрпе сӑпкари тин ҫуралнӑ Христос кӗтсе илчӗҫ.
Уява Пучинке шкулӗн вӗренекенӗсем, вӗсен ашшӗ-амӑшӗсем, кукамӑшӗсем, асламӑшӗсем килнӗ. Пухӑннисене культура ҫурчӗн ертӳҫи Роза Ильинична Клементьева Раштав уявӗ ячӗпе чун-чӗререн ӑшшӑн саламларӗ, сцена ҫине Уява йӗркелеме пулӑшнӑ хастарсене чӗнчӗ. Чи малтан салам сӑмахне Пучинке ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Николай Георгиевич Федоров илчӗ. Вӑл Христос Ҫуралнӑ кун — ҫулталӑкри чи илемлӗ те ҫутӑ кунсенчен пӗри пулнине палӑртрӗ. Раштав уявӗ мӗн авалтан ҫынсене ҫутӑ туйӑмсем, шанчӑк, ӗненӳ парса тӑрать. Уяв ячӗпе пӗтӗм ял-йыша телей, ӑнӑҫусем, ырлӑхпа юрату сунчӗ. Ун хыҫҫӑн Пучинкере Ҫветтуй Троица тата Богоявлени турӑшӗн часавайне тӑвассипе ӗҫлекен попечительсен канашӗн председателӗ Николай Васильевич Осипов ял-йыша уяв ячӗпе саламларӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |