Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ 62-мӗш сезона хупнӑ.
Культура учрежденийӗнче Дмитрий Шостаковичӑн хайлавӗ тӑрӑх лартнӑ «Москва, Черемушки!» юрӑ-кӗвӗллӗ камите кӑтартнӑ. Ӑна лартассипе Мускаври Дмитрий Отяковский режиссёр-постановщик тата Питӗрти Оганес Айрапетян ӳнерҫӗ тӑрӑшнӑ.
Куракансем спектакле кӑмӑлласа йышӑннӑ, артистсене тӑвӑллӑн алӑ ҫупса тав тунӑ.
Чӑваш Енӗн финанс министрӗ пулса ӗҫленӗ Светлана Енилина Питӗр хулинче тӑрӑшнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Светлана Енилина Чӑваш Ен Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьевпа пӗр командӑра ӗҫленӗччӗ. Республика Элеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлама Олег Николаева шансан ӑна ӗҫрен хӑтарнӑччӗ.
Аса илтерер: Светлана Енилина Питӗрте Финанс комитечӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама 2021 ҫулхи раштав уйӑхӗн вӗҫӗнче тытӑннӑччӗ. Халӗ ӑна Финанс комитечӗн председателӗн должноҫне шанса панӑ. Хушӑва Питӗр хулин кӗпӗрнаттӑрӗ Александр Беглов алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Банкран илекен ҫӑмӑллӑхлӑ ипотекӑпа ҫынсем ҫурт хӑйсен вӑйӗпе туса лартайӗҫ. Раҫҫей Правительстви иртнӗ уйӑхӑн 31-мӗшӗнче ҫӑмӑллӑхлӑ ипотека программи ӗҫлеттерсе яма йышӑннӑ. Малашне ун пек кивҫенпе ҫынсем ҫурта хӑйсен вӑйӗпе хӑпартма пултарӗҫ. Унччен подрядчик тытма тивнӗ.
Ҫӑмӑллӑхлӑ ипотекӑн процент ставки 9 процентран ытла пулмӗ. Салука ҫӗр лаптӑкне е туса лартнӑ ҫурта пама пулать. Ипотека кредичӗ иличчен малтанхи взнос 20 процент пулмалла. Ҫурта 12 уйӑхра туса пӗтермелле.
Чӑваш Енре пурӑнакансем 6 млн тенкӗ таран илейӗҫ; Мускав, Питӗр хулисенче, Мускав тата Ленинград облаҫӗсенче пурӑнакансем — 12 млн тенкӗ.
Питӗр хулинче «Сӑвар тӑрӑхӗн юмахӗсем» курав уҫӑлнӑ.
Император завочӗн галерейинче Атиллпа Хӗвелпи Балтаев ҫамрӑк ӳнерҫӗсен ӗҫӗпе паллашма май пур.
Вӗсем хӑйсен ӗҫӗсем урлӑ чӑваш халӑхӗн юмахӗсене, кун-ҫулне кӑтартаҫҫӗ.
Хӗвелпи Балтай – ӳнерҫӗ-ювелир, асамлӑ ҫӗрӗсене, хӑлха
ҫаккисене тӑратнӑ. Унӑн коллекцийӗн ячӗсем – «Нухрат», «Юмах», «Ейӳ» тата ытти те.
Атилла Балтай – тимӗр ӑсти, Питӗрти А.Л. Штиглиц ячӗллӗ ӳнерпе промышленнӑҫ академийӗнче вӗрентет.
Курава Атилла чӑваш NFT Юписене тӑратнӑ.
Ҫурхи ӗҫсене пӗтерсен чӑвашсем мӗн авалтан Акатуя пуҫтарӑннӑ. Ҫав ырӑ йӑла паян та манӑҫман. Юлашки ҫулсенче ӑна ҫӗршыв шайӗнче ирттереҫҫӗ.
Кӑҫал пирӗн республикӑн тӗп хулинче, Шупашкарта, Акатуй ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче иртӗ. Ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакан йӑхташӑмӑрсем те ҫак уява пуҫтарӑнӗҫ.
Мускавра вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче иртӗ. Йӗркелӳ комитечӗн ларӑвӗнче республика парламенчӗн спикерӗ Леонид Черкесов пӗлтернӗ тӑрӑх, Мускаври национальноҫсен ҫуртӗнче наци тумӗсен, ал ӑстисен ӗҫӗсен тата республикӑри предприятисен продукцийӗн куравӗсене йӗркелӗҫ. Сцена ҫине Мускаври, Чӑваш Енри тата ытти тӑрӑхри хӑй тӗллӗн вӗреннӗ артистсем тухӗҫ. Вӑйпиттисем кӗрешӳ мелӗпе хӑйсен вӑйне виҫӗҫ.
Ҫав кунах, ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Питӗрте Акатуй иртӗ. Иркутскра ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Акатуя пуҫтарӑнӗҫ, Пенза облаҫӗнче — утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче.
«Ҫавал» эстрадӑпа фольклор ансамблӗ Питӗрти фестивале хутшӑннӑ.
Асӑннӑ хулара юлашки ҫулсенче вӗҫӗмех «Добровидение» халӑх юррисен фестивалне йӗркелеҫҫӗ.
«Буревестник» социаллӑ культура центрӗн сцени ҫине тухнӑ чӑвашщ ансамбльне куракансем кӑмӑлласа йышӑннӑ. Халӑх юррисене хальхи майлӑ илемлетсе юрлани те Питӗрти куракансене килӗшнӗ.
Чӑвашсен концерчӗ пӗр сехет ҫурӑ таран тӑсӑлнӑ. Халӑх вӗсен кашни номерне ӑшшӑн йышӑннӑ, тӑвӑллӑн алӑ ҫупса хавхалантарнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Николаевӑн ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнчи 56-мӗш номерлӗ хушӑвӗпе виҫӗ ҫынна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» ят панӑ.
Хисеплӗ списокра — Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн балет артисчӗ — сценӑн ертсе пыракан ӑсти Анастасия Абрамова, Вырӑс драма театрӗн аслӑ категориллӗ драма артисчӗсем Александр Володин тата Юлия Дедина.
Анастасия Абрамова 2006 ҫулта Шупашкарти Ф. Павлов ячӗллӗ музыка училищинчи хореографи уйрӑмӗнчен вӗренсе тухнӑ. 2006-2007 ҫулсенче Питӗрти Вырӑс балечӗн труппинче ӗҫленӗ. Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче 2007 ҫултанпа тӑрӑшать.
Александр Володин — Шупашкар ҫынни. Вӑл Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнчен драма театрӗпе кино актёрӗ пулма 2006 ҫулта вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Вырӑс драма театрӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ.
Юлия Дедина Мордва Республикинче ҫуралнӑ. 2006 ҫулта Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнчен драма театрӗпе кино актёрӗ пулма вӗренсе тухнӑ. Ҫав ҫулхи утӑ уйӑхӗнченпе Вырӑс драма театрӗнче ӗҫлет.
Шупашкартан авиапассажирсене Крыма турттарма палӑртнӑ «Nordwind» авиакомпани самолётсене Симферополе вӗҫтермӗ. Ҫакӑ Росавиаци асӑннӑ хулана самолётсене ҫӳретме вӑхӑтлӑха чарнипе ҫыхӑнма пултарнӑ.
Авиакомпани Чӑваш Ен ҫыннисене Крым вырӑнне Краснодар тӑрӑхне, Сочи хулине, турттарма тытӑнӗ. Авиакомпани сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, билетсене ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗ валли туянма май пур.
Шупашкартан Сочине ҫитме пӗр ҫынна 4 пин тенке кайса ларӗ. Самолётсем кӑнтӑрти ҫав хулана пирӗ тӑрӑхран ытларикунсерен, кӗҫнерникунсерен тата шӑматкунсерен турттарӗҫ.
Сӑмах май каласан, «Nordwind» авиакомпанин тӗп аэропорчӗсем Шереметьевӑра, Пулковӑра, Сочинче тата Калининградра вырнаҫнӑ.
Чӑваш Енре ҫуралнӑ ӳнерҫӗне «Forbes» финанспа экономика журналӗ малашлӑ тесе хакланӑ.
23 ҫулти Полина Осипова «Ӳнер» ярӑмра малашлӑхлӑ 10 ӑста шутне лекнӗ.
«Forbes» «З0 до 30» лонг-лист хатӗрленӗ. Унта 30 ҫула ҫитмен пултаруллӑ ҫамрӑксене суйласа илнӗ. Вӗсем — професси енӗпе палӑрнисем тата ят-сум ҫӗнсе илме ӗлкӗрнисем.
Шупашкарта ҫуралнӑ Полина Осипова хальхи вӑхӑтра Питӗр хулинче ӗҫлесе пурӑнать.
Пушкӑртстанри ӑсчахӑн Лира Афанасьеван «Чувашская свадьба» кӗнеке-альбомӗ чӑвашла, вырӑсла тата акӑлчанла пичетленсе тухнӑ.
Унта чӑваш туйӗнче тӑхӑнмалли ҫипуҫсен сӑнӳкерчӗкӗсене Питӗрти, Ӗпхӳри, Стерлитамакри, Пелепейри, Шупашкарти, Пелепей районӗнчи Слакупҫӗнчи тата ытти хӑш-пӗр музейри экспонатсенчен илнӗ.
Лира Афанасьева Пушкӑртстанри Ишимбай районӗнчи Васильевка ялӗнче 1974 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл — фольклорист, филологи наукисен кандидачӗ. Шупашкарти И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУрн вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Пушкӑртстанри патшалӑх университечӗн Стерлитамакри флиалӗнче ӗҫлет. Атӑлпа Урал тӑрӑхӗнчи халӑхсен, ҫав шутра чӑвашсен, фольклорне тӗпчет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |