Чӑваш халӑх сайчӗпе Чӑваш чӗлхин инҫет вӗрентӳ центрӗ шкул ачисем хушшинче ирттернӗ «Асамлӑ хӗҫ» комикссен ӑмӑртӑвне пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ. Ҫак конкурса пуҫарса эпир ачасемпе ҫамрӑксен ӳнер пултарулӑхне аталантарас, ҫӗршыв историне тӗпчесе тишкерес, ушкӑнпа ӗҫлеме хӑнӑхтарас тата ҫутҫанталӑкпа тӑван тавралӑх пулӑмӗсене ӳкерчӗк мелӗпе уҫса пама вӗрентес тӗллев лартсаччӗ.
Ӑмӑрту темине тӗрӗс те ӑнлануллӑ палӑртма пултарайманран хутшӑнакансене эпир икӗ ушкӑна пайларӑмӑр: пӗринче хӗҫпе ҫыхӑнтарса ӳкернисем пулчӗҫ, тепринче — ыттисем. Хаклав ӗҫне пилӗк ҫын хутшӑнчӗ: Владимир Андреев (Чӑваш чӗлхин инҫет вӗрентӳ центрӗн ертӳҫи); Владимир Карсаков («Салам» студин ертӳҫи); Надежда Иванова (Чӑваш республикин вӗренӳ институчӗн доценчӗ); Владислав Николаев («Тантӑш» хаҫатӑн тӗп редакторӗ); Николай Плотников (Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп администраторӗ). Хак панӑ чухне 5 баллӑ системӑпа усӑ курса. Вырӑнсене палӑртма пур хаклавҫӑсен те пӗтӗмлетӗвӗсене илсе вӑтам балл тупса, кайран вара историпе кӑшта пулин ҫыхӑннӑ ӗҫсене 1 балл хушса парса. Хаклав хучӗсемпе (кам епле хакланӑ) кунта пуллашма пулать.
Ҫитес кунсенче, пушӑн 4-мӗшпе 5-мӗшӗсенче, Аслӑ Сӑвӑҫӑмӑрӑн 105 ҫулне халалласа Митта уявне ирттерме пулӑртнӑ. Йӗркелекенсем: Митта Ваҫлейӗн Хунти, Чӑваш наци конгресӗ, Патӑрьел район администрацийӗ, Патӑрьел районӗнчи «Авангард (Паянхи сас)» хаҫат редакцийӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарти тата Аслӑ Арапуҫри Митта ячӗллӗ шкулсем.
Уяв программинче Шупашкарти Карл Маркс урамӗнчи 26 ҫурт умӗнче вырнаҫнӑ асӑну хӑми умне чечекпе пуҫ тайни, Митта Ваҫлейӗн палӑкӗ умӗнче чечекпе пуҫни тайни, шкул ачисемпе тӗлпулу ирттерни пулӗ. Шупашкарта чечексем пушӑн 4-мӗшӗнче 10 сехетре хурӗҫ, Ҫӗнӗ Шупашкарти палӑк умне — 11 сехетре. Уяв программине ҫавӑн пекех Патӑрьелти район администрацийӗнчи тӗлпулӑва (пушӑн 5-мӗшӗ, 10 сехет), «Ҫӑкӑр» музейпе паллашнине (пушӑн 5-мӗшӗ, 10 сехет ҫурӑ), Аслӑ Арапуҫ ҫӑви ҫинче Митта Ваҫлейӗн вил тӑпри ҫине чечексем хунине (пушӑн 5-мӗшӗ, 13 сехет), Аслӑ Арапуҫӗнчи шкулти тӗлпулӑва (пушӑн 5-мӗшӗ, 14 сехет) кӗртнӗ.
НАР | 19 |
Нарӑсӑн 15-мӗшӗнче Патӑрьелти 1-мӗш шкулта районти «Айхи вулавӗсем» конкурса хатӗрленсе сӑвӑсен илемлӗ вулав ӑмӑртӑвӗ иртрӗ. Конкурс 3 номинаципе пулчӗ:
• «Г. Айхи сӑввисем чӑвашла».
• « Г. Айхи сӑввисем вырӑсла».
• Ачасен калӑпланӑ сӑввисем.
Конкурса пурӗ 19 ача хапӑл туса хутшӑнчӗ. 1-мӗш номинацире Солдатова Елизавета (3а кл., Гаврилова А.Н.), Артамонова Екатерина (4а кл., Каллина О.А.), Наумова Милана (6в кл., Путякова Н.А.), Юсупова Адиля (6в кл., Путякова Н.А.), Лампасова Анастасия (8а кл., Бабаева Е.М.) тата Каргина Наташа (9 кл., Федорова В.М.) ҫӗнтерчӗҫ.
Г. Айхи сӑввисене вырӑсла каласа ҫӗнтерӳҫӗ ятне Салихова Дания (6в кл., Путякова Н.А) йышӑнчӗ.
Хӑй ҫырнӑ сӑввипе илемлӗ каласа Гаврилов Данил (7а кл., Путякова Н.А.) савӑнтарчӗ. Унӑн хӑйне евӗр сӑвви итлекенсене тыткӑнларӗ.
«Асамлӑ хӗҫ» комиксен ӑмӑртӑвне тӑснӑ хыҫҫӑн пӗрремӗш ӗҫ килчӗ. Вӑл Патӑрьелти 1-мӗш шкулта вӗренекен Наташа Шапкинӑран ҫитрӗ.
Хӑйӗн ӗҫӗнче Наташа пилӗк юлташ ҫулҫӳреве тухса асамлӑ хӗҫ шыраса тупни ҫинчен каласа парать. Аптраман туссем усала та тӗл пулаҫҫӗ, унӑн пуҫне касса пӑрахаҫҫӗ. Хӑйӗн комикссӗнче Наташа туслӑх, пӗр-пӗрне пулӑшассине, ҫуралнӑ ҫӗршыв тӑванрах пулнине кӑтартма пултарнӑ.
Шкул ачисем! Пирӗн ӑмӑртӑва эсир те хутшӑнма пултаратӑр! Вӑхӑчӗ пур — сирӗн ӗҫсене эпир акан 30-мӗшӗччен кӗтетпӗр! Конкурса 18 ҫула ҫитмен ҫамрӑксемпе ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Пӗр ӗҫе темиҫен пӗрлешӗнсе тума та юрать: пӗри, сӑмахран, сюжет хатӗрлет, тепри — хитре ӳкерет, виҫҫӗмӗшӗ калаҫу сӑмахӗсене йӗркелет.
Сюжет хӗҫпе тата историпе ҫыхӑнмалла. Комикс сюжетне уҫса пама 2 листаран (кашни А4 пысӑкӑш) кая мар усӑ курмалла. Хут листин пӗр енӗ таса юлмалла. Ӗҫе хатӗрленӗ май хуть те мӗнле техникӑпа усӑ курма юрать — кӑранташ, калем, фломастер, гуашь, пастель, кӑмрӑк кӑранташӗ т.
Ытларикун, кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче, Патӑрьелти культурӑпа кану центрӗнче республикӑри ача-пӑча хореографи ушкӑнӗн ертӳҫисен ӗҫлӗ семинарӗ иртрӗ.
Канашлӑва пурӗ 18 ертӳҫӗ хутшӑнчӗ, вӗсем Патӑрьел, Шӑмаршӑ, Елчӗк районӗсенчен пулчӗҫ. Чӑваш Енӗн халӑх артистки Лидия Попова ирттернӗ тӗслӗхлӗ заняти пурин кӑмӑлне те кайрӗ. Ҫавӑн пекех анатри чӑвашсен вӑйӑ картисемпе чӑваш ташшине епле вӗренмеллине тишкерчӗҫ.
Ку семинарта ҫавӑн пекех Патӑрьелти культурӑпа кану ҫурчӗ ҫӳмӗнчи «Евгения» халӑх ташшин ансамблӗнче ташӑ номерӗсене епле кӑтартнине сӳтсе яврӗҫ. Ҫак ушкӑнра пултарулӑх ӗҫне епле йӗркелени те хӑнасене кӑсӑклантарчӗ.
Патӑрьелти 1-мӗш шкулта чӑваш чӗлхине вырӑс чӗлхеллӗ шкул программипе вӗрентеҫҫӗ. Ӗнер вара, раштавӑн 5-мӗшӗнче, вӗрентекенсем ҫак шкула «Вырӑс чӗлхеллӗ шкулта чӑваш чӗлхипе литературине ытти предметсемпе ҫыхӑнтарса вӗрентесси» семинара пухӑнчӗҫ. Пурӗ районти 34 учитель хутшӑнчӗ.
1-мӗш шкулта чӑваш чӗлхипе литературине пурӗ 10 учитель вӗрентет. Тӗрлӗ меслетпе анлӑ усӑ курса Александрова О.Н., Гаврилова А.Н. (2 классем), Солдатова С.А. (7 класс), Бабаева Е.М., Путякова Н.А. (5 класссем), Сорокина Л.А., Федорова В.Ф. (8 классем), Каллина О.А. (3 класс) вӗрентекенсем 2-8 классенче кӑтартуллӑ уроксем ирттерчӗҫ. Уҫӑ уроксенче пулнӑ ытти учительсем кашни вӗрентекене паянхи кун хатӗрӗсемпе усӑ курнӑшӑн мухтарӗҫ, тӗрлӗ сӗнӳсемпе канашсем парса хӑварчӗҫ. Чӑвашсемпе пӗрлех ытти халӑх ачисем те чӑвашла лайӑх калаҫни хӑнана килнӗ вӗрентекенсен кӑмӑлне кайрӗ.
Семинара килнисем шкул пуҫлӑхне лайӑх кӗтсе илнӗшӗн тав турӗҫ, кунашкал уҫӑ уроксем ирттернине ырларӗҫ.
2012 ҫулхи ҫӗртмен 10-11-мӗшӗсенче Патӑрьелти «Хӗвеллӗ» уҫланкӑра йӑлана кӗнӗ «Акатуй-Сабантуй» уяв иртрӗ.
Кӑҫалхи уява Раҫҫей историйӗн ҫулталӑкне тата района туса хунӑранпа 85 ҫул ҫитнине халалланӑ. Ҫак уява Аслӑ Чемен ял тӑрӑхӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗ, спортра палӑрнӑ вӗренекенсем те хутшӑнчӗҫ. «Ассорти» ташӑ ушкӑнӗ куракансене чӑваш ташшисемпе савӑнтарчӗ. Аслӑ Чемен ял тӑрӑхӗнчи культура ҫурчӗ ҫумӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗ ҫӗр ӗҫӗн йӑли-йӗркине кӑтартса пачӗ (ака-суха тунине, тырӑ акнине, вырса тӑпачӑпа ҫапнине, алапа тырӑ алланине, ал арманӗпе авӑртнине). Ҫӗр ӗҫӗн йӑли–йӗркине кӑтартса паракан хӗрарӑмсен тумӗсене, ӗлӗкхи ӗҫ хатӗрӗсене курса тӗлӗнекенсем те пайтах пулчӗҫ. Пир кӗпе, сурпан сырса хушпу тӑхӑннӑ, ҫӑпата сырнӑ чӑваш хӗрарӑмӗсем уҫланкӑри хӑнасене Аслӑ Чемен «хуҫалӑхне» йыхравларӗҫ.
Сӑнсем (140)
Илемлӗ те пуян пирӗн тӑрӑхри ҫутҫанталӑк. Вӑрмансем 52 пин гектара яхӑн е район территорийӗн 57,5 процентне йышӑнаҫҫӗ. Кашни ҫын пуҫне вӑтамран 2,75 гектар вӑрман тивнине шута илсен, эпир республикӑра чӑн малти вырӑнта темелле. Пысӑк юханшывсем ҫук пулин те, Хырла, Пасна, Чӑршӑллӑ тата ытти пӗчӗк ҫырмасем, шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫсем тӑван тавралӑха ытарайми илем кӳреҫҫӗ.
Район территорийӗнче историшӗн паллӑ вырӑнсем те пур. Ҫавӑнпа та Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнче туризма аталантарма пур майсем те ҫителӗклӗ, ҫакӑ пыра-киле район экономикине ҫӗклеме пулӑшмалла. Чикӗ леш енчи чылай ҫӗршыв туризм кӳрекен тупӑшпах вӑйлӑ аталаннӑ.
«Чӑваш вӑрманӗ» наци паркне илер-ха. Кунта 16 турист маршручӗ (пӗтӗмӗшле тӑршшӗ — 329 километр, иккӗмӗш черечӗ — 215 километр) уҫма палӑртнӑ. Ҫав шутра 263 километрӗ — ҫуран е йӗлтӗрпе ҫӳремелли, 204 километрӗ — лашапа, 22 километр — велосипедпа, 26 километрӗ — автомашинӑпа, 24 километрӗ шывпа (байдаркӑпа) ҫӳремеллисем. Ку тӗлӗшпе пысӑк ӗҫ пурнӑҫлама тивет, чӑн малтан туристсем валли ҫывӑрмалли-канмалли вырӑнсем пулмалла.
Нарӑсӑн 23-мӗшӗнче Васанти культура центрне ҫын нумай пухӑнчӗ. Пухӑнмалли сӑлтавӗ те пысӑк. Кунта паян савӑнӑҫлӑ ларӑва Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене, афган тата чечен вӑрҫин ветеранӗсене, вӗсен ҫемьисене, ял халӑхне тата хаклӑ хӑнасене чӗннӗ.
Тав тата салам сӑмахӗсемпе уява ялти халӑх таврапӗлӳ музейӗн ертӳҫи, культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Герман Николаевич Ларшников пуҫларӗ.
Вӑл малтан истори ыйтӑвӗ ҫине пӑрӑнса ҫӗршывӑн хастар ывӑлӗсен паттӑрлӑхӗ пирки каласа пачӗ. Малалла, ҫак савӑнӑҫлӑ ларӑва ертсе пыракансем, Вика Мердеевӑпа Галина Полякова пысӑк туйӑмпа тата чуна хумхантаракан сӑмахсемпе хамӑр ентешсен паттӑр ӗҫӗсем пирки каласа пачӗҫ. Вӗсем калаҫнӑ вӑхӑтра ентешсен сӑнӳкерчӗкӗсем, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи ӳкерчӗксем, сӑвӑсемпе юрӑсем янӑрарӗҫ.
88-ҫулхи ТҪАВ ветеранӗ, Сталинградри хаяр ҫапӑҫӑва хутшӑннӑ Федор Петрович Каргин пирӗн салтаксен паттӑрлӑхӗ пирки каласа пачӗ. Ҫамрӑк ӑрӑва ҫав хаяр вӑрҫӑра пуҫӗсене хунӑ пин-пин салтак пирки, вӗсем камшӑн тата мӗншӗн кӗрешни пирки манмалла марри ҫинчен чӗнсе каларӗ.
Афган вӑрҫин ветеранӗсем Владимир Кузнецов, Владимир Морозов тата Геннадий Ельцов афган ҫӗрӗ ҫинче «душмансене» хирӗҫ ҫапӑҫнисене аса илчӗҫ.
Шупашкарти «Тус» спортклубра 10-12 ҫулхи Чӑваш Ен ачисем «Ылтӑн шайбӑ» ӑмӑртӑвӗн финалне ирттерчӗҫ. Кӑҫал ял ачисем хуларисенчен уйрӑм выллярӗҫ. Республикӑн пур кӗтесӗсенчен ҫитнӗ хастар ачасем пӑр ҫинче темиҫе эрне кӗрешрӗҫ.
Вӑйлӑраххисен ушкӑнӗ часах палӑрчӗ — вӗсем Патӑрьел, Елчӗк, Муркаш, Шӑмӑрша тата Ҫӗмӗрле ҫамрӑк хоккейҫисем пулчӗҫ. Ҫӗмӗрле ачисем вара виҫҫӗмӗш вырӑна ҫӗнсе илме пултарчӗҫ. Пулас чемпионсене чунтан-чӗререн саламлатпӑр!
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.06.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ.
| Яковлев Михаил Яковлевич, генерал-лейтенант ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |