Ӗмӗрлӗх илем юрӑҫи. Ҫакӑн пек ятпа Патӑрьелти тӗп вулавӑшра кӗнеке куравӗ хатӗрленӗ. Ӑна чӑвашсен профессилле сӑнар ӳнерӗн никӗслевҫине, живопиҫ ӑстине, графика, педагога, чӑваш тӗррин тӗпчевҫине тата общество деятельне Моисей Спиридонова халалланӑ.
Моисей Спиридонов ҫуралнӑранпа ӗнер 125 ҫул ҫитрӗ. Ҫак куна патӑрьелсем асра тытаҫҫӗ. Ентеш мар пулин те. Моисей Спиридонов Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнче 1890 ҫулта ҫуралнӑ. 1981 ҫулхи пушӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче ҫӗре кӗнӗ.
М. Спиридонов ячӗ Чӑваш Енӗн литературӑпа искусствинчи хисеплӗ ятсен хушшинче сумлӑ вырӑн йышӑнать. Живопиҫ ӑсти тата график аваллӑхпа хальхи пурнӑҫа миҫе хайлавра сӑнаман-ши?! Патӑрьелти куравра унӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗпе паллаштаракан кӗнекесем кӑна мар, унӑн ӗҫӗсем те вырӑн тупнӑ.
Раҫҫейӗн Пенси фончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, «2014 ҫулхи чи лайӑх страхователь» пӗтӗм Раҫҫейри конкурса пӗтӗмлетнӗ. Унта Чӑваш Енри 17,5 пин организаципе ҫынсене тара тытса ӗҫлеттерекен усламҫӑ куҫӑнсӑр майпа хутшӑннӑ.
Чи лайӑххисене палӑртнӑ чух пенси тата медицина страхованийӗ валли укҫа епле куҫарса пынине, отчета хальхи технологисемпе тӑратнине, вӑл е ку организаципе усламҫӑ пирки ҫынсем ҫӑхавланипе ҫӑхавламаннине, ӗҫ укҫи регионта пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫепе килӗшсе тӑнипе тӑманнине тата ытти хӑш-пӗр саманта шута илнӗ.
«500 ҫынтан ытла ҫынлӑ страхователь» ушкӑнра Шупашкарти «Керамика» общество, Шупашкарти строительство материалӗсен савучӗ, Шупашкарти 2-мӗш номерлӗ ҫӑкӑр савучӗ тата кану вӑхӑтӗнче тӑхӑнмалли ҫи-пуҫ кӑларакан «ХСН» общество ҫӗнтернӗ.
«100 ҫынтан пуҫласа 500 ҫын таран ӗҫлекен страхователь» ушкӑнра Елчӗк районӗнчи «Комбайн» ял хуҫалӑх кооперативӗ, Ҫӗрпӳри 139-мӗш номерлӗ ҫул-йӗрпе эксплуатаци предприятийӗ, Тӑвай районӗнчи «Акконд-агро» фирма, Ҫӗнӗ Шупашкарти «Хӗвел» общество мала тухнӑ.
«100 ҫынтан сахалтарах ҫынлӑ страхователь» ушкӑнра лайӑххисен шутне Йӗпреҫ районӗнчи «Ҫӗнтерӳшӗн» хаҫат редакцийӗ, Канашри «Северяночка» предприяти, Ҫӗмӗрлери «Юсав мастерскойӗ тата автофургон енӗпе ӗҫлекен конструктор бюровӗ» АУО, Патӑрьелти «Батыревское» АХО палӑрнӑ.
Чӑваш Енӗн прокуратури республикӑри аслӑ тата вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан вӗренӳ учрежденийӗсенче ӑс пухакансене общежитипе тивӗҫтернине тӗрӗсленӗ май самай кӑлтӑк асӑрханӑ. Ун пирки ведомство Вӗренӳ, Сывлӑх сыхлав, Культура министерствисене асӑрхаттарусем ҫитернӗ, ҫитменлӗхе пӗтерме хушнӑ.
Общежитисенче прокурорсем 300-е яхӑн кӑлтӑк тупса палӑртнӑ. Патӑрьелти агропромышленноҫ техникумӗн, Сӗнтӗрвӑрринчи технологи техникумӗн, Етӗрнери агротехника техникумӗн, Ҫӗмӗрлери политехника техникумӗн общежитисенче вырӑн уйӑрнӑ чух кашни ҫынна пурӑнма кирлӗ виҫене пӑхӑнман иккен. Хӑш-пӗр общежитире студентсене пур чухне те кӗртсе кӑларман.
Шупашкарти электромеханика колледжӗн общежитийӗсенче тӑлӑх ачасене кӑларса янисем пулкаланӑ. Теприсенче студентсем регистрацисӗр пурӑннӑ.
«Раҫҫейри ялти чи лайӑх шкул — 2015» федераци конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Савӑнмалли хыпар килнӗ Чӑваш Ене. Патӑрьелти 1-мӗш шкул унта ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнӗ.
Раҫҫейри вӗренӳ аталанӑвне тӳпе хывнӑшӑн панӑ диплома, медале шкул директорӗ Наталия Борисовна Андреева илсе килнӗ. Шкулӑн официаллӑ сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗренӳ учрежденине 1934 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче уҫнӑ. 2005 ҫултанпа ачасем ҫӗнӗ ҫуртра вӗренеҫҫӗ.
Патӑрьелти 1-мӗш шкулта 33 класс, унта 19 ялти тата Патӑрьелти 922 ача ӑс пухать. Унта квалификациллӗ кадрсем ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсен йышӗнче психолог та, социаллӑ педагог та пур. Вӗрентекенсен 95 проценчӗ аслӑ пӗлӳллӗ.
Ҫак эрнере иртнӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче кӑҫал мӗне харпӑрлӑха куҫарассине тепӗр хут пӑхса тухнӑ. Унчченхи апла йышӑнӑва пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче йышӑннӑччӗ.
Халӗ кӑҫалхи Приватизаци программине тепӗр объект кӗртес тенӗ. Вӑл — Ҫӗнӗ Шупашкарта вырнаҫнӑ гидротехника сооруженийӗ. Ҫав вӑхӑтрах программӑран кӑларса пӑрахма шут тытнӑ объектсем те пур. Сӑмахран, «Батыревский» плодопитомник» акционерсен уҫӑ обществин акцине маларах 100 проценчӗпех сутма шухӑшланӑ пулсан, халӗ ӑна тӗкӗнмеҫҫӗ. Ҫакна республикӑн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерстви Раҫҫее ют ҫӗршыв таварне кӳрсе илессине чакарнипе тата ют ҫӗршыври тавар вырӑнне хамӑр патра кӑларассине сарас енпе ҫине тӑнипе сӑлтавлать.
Иртнӗ эрнекун вӗренӳ институтӗнче черетлӗ хут «Туслӑх хӗлхемӗ» фестивалӗн республика тапхӑрӗ иртрӗ. «Наци фестивальне хутшӑнакансен йышӗ ҫулсерен ӳссех пырать, район тапхӑрӗнче ҫӗнтернӗ 50 ача икӗ номинацире хӑйсен пултарулӑхне кӑтартрӗҫ», — тесе пӗлтерет вӗренӳ институчӗн сайчӗ.
Чи малтанах «Ҫӑлтӑрчӑк» конкурса хутшӑнакансен пилӗк станци витӗр тухма тиврӗ. Унта вӗсем чӑваш культурине тата чӗлхине мӗн шайра пӗлнине кӑтартрӗҫ. Фестиваль вӗҫӗнче ачасен пултарулӑх тупӑшӑвӗ, юрӑ юрлани, ташӑ ташлани, харпӑр хӑй сӑввисене вулани пулчӗ.
Жюри палӑртнӑ тӑрӑх «Туслӑх хӗлхемӗнче» ҫак ачасем мала тухрӗҫ:
Чӑваш шкулӗн программипе ӗҫлекен шкулсем:
• 1-мӗш вырӑн — Элӗк районӗн Янтапа вӑтам шкулӗн вӗренекенӗ Никандрова Елена Вадимовна
• 2-мӗш вырӑн — Канаш районӗн Чакаҫ вӑтам шкулӗн вӗренекенӗ Павлова Юлия Александровна тата Вӑрнар районӗн Туҫиҫырма шкулӗн вӗренекенӗ Филиппова Снежана Витальевна
• 3-мӗш вырӑн — Вӑрмар районӗн Кавал шкулӗн вӗренекенӗ Авакова Анастасия Алексеевна тата Тӑвай районӗн Тӑрмӑш вӑтам шкулӗн вӗренекенӗ Андреева Н.А.
Вырӑс программипе ӗҫлекен шкулсем
• 1-мӗш вырӑн — И.
Ыран, ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, ЧР Наци вулавӑшӗнче халӑх ҫыравҫи Илпек Микулайӗ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа «Чӑваш сӑмахӗн ӳнерҫи» литература каҫӗ иртет.
Илпек Микулайӗ — чӑваш литературин классикӗ, прозаик, публицист, куҫаруҫӑ. Вӑл Шӑмӑршӑ районӗнчи Виҫпӳрт Шӑмӑршӑ ялӗнче ҫуралнӑ, Патӑрьелти педагогика техникумӗнче, Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче вӗреннӗ. Илпек Микулайӗ тӗрлӗ ҫулсенче шкулта, радиофикаци тата радиовещани тытӑмӗнче ӗҫленӗ, Чӑваш кӗнеке издательствинче, ЧР ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн правленийӗнче вӑй хунӑ.
Вӑл 20 ытла кӗнеке кӑларнӑ. Чӑваш литературине аталантарас ӗҫе тӳпе хывнӑшӑн Илпек Микулайне Чӑваш Республикин халӑх ҫыравҫин ятне панӑ. Вӑл 1981 ҫулхи ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.
Литература каҫне Илпек Микулайӗн пултарулӑхне юратакансем — ҫыравҫӑсем, поэтсем, литературоведсем, журналистсем, шкул ачисем, студентсем, вӗрентекенсем — хутшӑнӗҫ. Мероприяти «Чӑваш кӗнеки» центрта (201-мӗш пӳлӗм) 14 сехетре пуҫланать.
Раҫҫейӗн Федераци миграци службин Чӑваш Енри управленийӗн территорисенчи пайӗсем хӑйсен адресне ылмаштараҫҫӗ. Ҫакӑ вӗсем унччен тӗпленнӗ вырӑнтан урӑх ҫӗре куҫнипе ҫыхӑннӑ.
Аса илтеретпӗр, паспорт паракансем унччен шалти ӗҫсен пайӗсемпе пӗр ҫуртра ларатчӗҫ. Халӗ вӗсем тахҫантанпах расна тытӑмсем пулса тӑчӗҫ. Миграци тытӑмӗ паян паспорт панипе кӑна ӗҫлемест.
Пӗлтӗр Вӑрнар поселокӗнчи, Патӑрьелти, Хӗрлӗ Чутайри, Ҫӗмӗрлепе Куславкка хулисенчи пайсем урӑх вырӑна куҫса кайнӑ. Кӑҫал Комсомольскинчи, Шӑмӑршӑри, Вӑрмарти подразделенисем урӑх ҫуртсенче тӗпленнӗ.
Ҫӗнӗ ҫӗре Сӗнтӗрвӑрринчи, Кӳкеҫри, Йӗпреҫри, Пӑрачкаври уйрӑмсем те куҫса каймалла. Ку ӗҫе вӑраха хӑварасшӑн мар, ыйтӑва ытлашши тӑсса ямасӑр татасшӑн.
Патӑрьелти тӗп вулавӑшра халӑха кӗнекепе ытларах туслаштарма тӑрӑшаҫҫӗ. Унта вулакансене ҫӗнӗ кӗнекесемпе те илӗртеҫҫӗ. Патӑрьелти тӗп вулавӑшра та «Чӑваш Ен литератури: 2013 ҫулхи чи вуланакан кӗнеке» конкурс иртет.
Вулавӑшра литературӑна тишкереҫҫӗ, калаҫусем ирттереҫҫӗ, вулав конференцийӗсем йӗркелеҫҫӗ. Ҫапла майпа ӗҫченсем халӑха ҫӗнӗ кӗнекесемпе паллаштараҫҫӗ.
Кӗнеке куравне чылай кӗнекене кӗртнӗ. Ҫынсем уйрӑмах А.Павловскаян «Вӗрене шывӗ те пылак», В.Эльпин «Пулас кинсем», В.Тараватӑн «Чарусӑр чӗре», «Чӑваш литературин антологийӗпе», М.Юхман «Ҫут хӗвел тӳпене хапарсан…», В.Самойлов-Раштавӑн «Шухӑша вӗҫтереймӗн ҫилпе», Г.Хлебниковӑн «Ҫут ҫанталӑк кӗвви», И.Ерофеевӑн «Тайгари вӑрӑ-хурах», В.Турханӑн «Живым надо жить» кӗнекисемпе кӑсӑкланнӑ.
Хальлӗхе А.Павловскаян «Вӗрене шывӗ те пылак», В.Самойлов-Раштавӑн «Шухӑша вӗҫтереймӗн ҫилпе», Г.Хлебниковӑн «Ҫутҫанталӑк кӗвви», В.Эльпин «Пулас кинсем» кӗнекисене уйрӑмах нумаййӑн вуланӑ. Халӗ вулавӑшра шорт-листсемпе усӑ курса ҫынсен хушшинче ыйтӑм ирттереҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн Патшалӑхӑн ӗҫлӗх службине 40 ҫулти Сергей Викторов ертсе пыма тытӑннӑ. Тивӗҫлӗ хушӑва республика Элтеперӗ пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Ку тытӑмра Викторов 2011 ҫултанпа тӑрӑшма пуҫланӑ. 2013 ҫулхи кӗркунне ӑна Ӗҫлӗх службин ертӳҫин ҫумӗ пулма лартнӑ.
Ӗҫ биографине Викторов 1997 ҫулта Патӑрьел районӗнчи налук инспекцийӗнче пуҫланӑ. Тепӗр икӗ ҫултан вӑл Чӑваш патшалӑх университечӗн Патӑрьелти филиалӗне преподавателе, инженер-программиста куҫнӑ. Чӑваш Енӗн финанс министерствин Патӑрьел районӗнчи финанс расчечӗн автоматика тытӑмӗн программистӗнче те ӗҫленӗ. 2005 ҫулта ӑна Патӑрьел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне лартнӑ. Кайран темиҫе ҫул район администрацийӗнче ӗҫленӗ.
Икӗ хутчен аслӑ пӗлӳ илнӗ. Пӗрремӗшӗнче физикӑпа информатика специальноҫне алла илнӗ, кайран — укҫа-тенкӗпе кредит енӗпе. 2013 ҫулта Липецкри патшалӑх педуниверситетӗнче «Информацие хӳтӗлессин технологийӗ» специальноҫа вӗреннӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.06.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ.
| Яковлев Михаил Яковлевич, генерал-лейтенант ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |