Тутарстан арҫынни, 30 ҫултискер, кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Патӑрьеле килнӗ те пасарта тумтир тӑхӑнса пӑхнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл енчӗкне сак ҫине хунӑ. Унта документсем, укҫа пулнӑ. Арҫын пасартан тухса кайнӑ, енчӗкне вара манса хӑварнӑ. Аса илсен каялла таврӑннӑ, анчах сак ҫинче енчӗк пулман.
Оперативлӑ следстви ушкӑнӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатнӑ вӑхӑтра общество туалетӗнче енчӗк тупни пирки хыпар ҫитнӗ. Анчах унта докуменчӗсем ҫеҫ пулнӑ, укҫи курӑнман. 30 ҫулти арҫын ӗнентернӗ тӑрӑх, енчӗкре 21 пин тенкӗ выртнӑ.
Йӗрке хуралҫисем видеокамерӑсене пӑхнӑ та павильона арҫын хыҫҫӑн пасарти тепӗр сутуҫӑ, 53-ри хӗрарӑм, кӗнине палӑртнӑ. Хайхискер арҫынна укҫа-тенке каялла тавӑрса панӑ. Хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Пӗрремӗш каналпа кӑнтӑрласерен кӑтартакан «Модный приговор» кӑларӑмӑн ӗнер, чӳк уйӑхн 1-мӗшнче, кӑтартнӑ эфирӗнче Патӑрьелте пурӑнакан Людмила Алешева пулнӑ.
Сӑмах май каласан, ӗнертенпе кӑларӑма ҫӗнӗ студире ӳкерме тытӑннӑ. Студи уявне мода енӗпе ӗҫлекен сумлӑ ҫынсем: Игорь Чапурин, Игорь Гуляев, Александр Арутюнов, Мария Цигаль, Екатерина Добрякова, Александр Сирадекиан дизайнерсем, «ҫӑлтӑрсене» хитрелетекен Александр Тодчук парикмахер, Юрий Столяров топ-визажист — хутшӑннӑ.
Чӑваш хӗрӗ Люся хулари сцена пирки тахӑҫан ӗмӗтленнине пӗлтернӗ. Тата вӑл хулара пурӑнасшӑн пулнӑ. Анчах качча кайсан хӗрарӑм яла куҫса кайнӑ. Паян унӑн сцена вырӑнне – пысӑк хуҫалӑх, хӗрарӑма куллен кураканӗсем – сыснасемпе чӑхсем, ытти выльӑх-чӗрлӗх. Людӑн пиччӗшӗ Вениамин Васильев шухӑшланӑ тӑрӑх, ялта пурӑнатӑп тесе япӑхса каймалла мар, вӑл йӑмӑкне хитре тумлантарасшӑн.
Патӑрьел районӗнчи шкулсемпе ача пахчисенче вахтёрсем вырӑнне уйрӑм ҫынсен хуралҫисем ӗҫлеме тытӑнӗҫ.
Вырӑнти прокуратура Патӑрьелти 1-мӗш тата 2-мӗш вӑтам шкулсенче, Шӑнкӑртамри 1-мӗш вӑтам шкулта тата асӑннӑ ялти Феизов профессор ячӗллӗ вӑтам шкулта, «Солнышко» (чӑв. Пӗчӗк хӗвел) тата «Сказка» (чӑв. Юмах) ача пахчисенче тӗрӗслев ирттернӗ. Асӑннӑ учрежденисенче вахтёрсемпе хуралҫӑсем ӗҫленине палӑртнӑ. Саккуна пӑхӑнса ӗҫлес пулсан вӗсенчи йӗркелӗхе хурал организацийӗсен тытса тӑмалла.
Прокуратура суда ҫитнӗ, суд та надзор органӗпе килӗшнӗ. Кӑлтӑка ҫулталӑк хушшинче пӗтерме хушнӑ. Патӑрьел район администрацийӗ тата шкулсемпе ача пахчисен ертӳҫисем уйрӑм ҫынсен хурал организацийӗсен, Росгвардин е ведомствӑлла мар хурал органӗсен ӗҫченӗсене хурала тӑратма тивӗҫ.
Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗ «Т2 Мобайл» тулли мар яваплӑ обществӑпа килӗшӳ алӑ пуснӑ. Ҫавна май кӑҫал Улатӑр, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Хӗрлӗ Чутай, Комсомольски, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Пӑрачкав, Вӑрмар, Шупашкар, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Елчӗк тата Тӑвай районӗсенчи ялсене лайӑх пахалӑхлӑ ҫыхӑну ҫитерӗҫ.
Карас ҫыхӑнӑвӗн операторӗ Чӑваш Енӗн экономика пӗлтерӗшлӗ районӗсенче радиотелефон ҫыхӑнӑвӗн сетьне тӑвас ӗҫе малалла тӑсӗ, LTE/5G ҫыхӑнӑва тӑвас проектсене те хутшӑнӗ.
«Т2 Мобайлпа» килӗштерсе ӗҫлени — ҫыхӑнӑвӑн игфрастурктурине аталантарма май паракан черетлӗ утӑм», – тенӗ республикӑн цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Кристина Майнина.
Патӑрьел районӗнче Ыхракасси тата Шӑнкӑртам ҫамрӑкӗсем ҫапӑҫма тухнӑ. Кун пирки ШӖМ пӗлтерет.
Утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Ыхракассинчи 3 ҫамрӑк Шӑнкӑртамри икӗ ҫамрӑка хӗненӗ. Лешсем полицие пӗлтермен.
Утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ҫӗрле каччӑсем Патӗрьелте пухӑннӑ. Вӗсем Шӑнкӑртам еннелле утнӑ. Анчах полицейскисене курсан саланнӑ.
Кайран ҫав 21 ҫамрӑк пурпӗрех тӗл пулнӑ. Полицейскисем 8 ҫын тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.
Патӑрьел районӗнче 8 ҫулти арҫын ачасен ашшӗ-амӑшне административлӑ майпа явап тыттарӗҫ. Шӑпӑрлансем стелӑн ҫутатмалли вырӑнӗсене кирпӗчпе персе ҫӗмӗрнӗ.
Патӑрьеле кӗнӗ ҫӗрте вырнаҫнӑ стела ҫутисене ҫӗмӗрни пирки пӗр хӗрарӑм полицие пӗлтернӗ. Полицейскисем ҫак ӗҫе 8 ҫулти икӗ ача тунине палӑртнӑ. Пӗри Ҫӗнӗ Шупашкартан ҫуллахи каникула канма килнӗ.
Ачасем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӗсем пӗр-пӗрне кирпӗчпе пеме тытӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра стелӑна лектернӗ-мӗн. Кун пирки вӗсем аслисене каласа кӑтартман.
Ку ӗҫе ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен комисси пӑхса тухӗ. Ашшӗ-амӑшне вара явап тыттарӗҫ.
Патӑрьел районӗнчи Кепе юханшывне кам вараланӑ? Республика прокуратури ҫак ӗҫе тунӑ ҫынсене палӑртас тӗлӗшпе ӗҫлет.
Аса илтерер: ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Кепе юханшывӗнче, Патӗрьелтен кӑнтӑр енне 500 метрта, 252 карп вилнине палӑртнӑ. Кун хыҫҫӑн шыва лабораторире тӗпченӗ. Пӗтӗмлетӳ ҫакнашкал: фосфат – 37,5, аммони ионӗсем 8 хут ытларах пулнӑ. Кислород вара 4,4 хут сахалрах. Ҫакна пула юханшыври пулӑсем вилнӗ. Тӑкак 233 пин тенкӗпе танлашнӑ.
Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Пушкӑртстанри Стерлитамакра пурӑнакан Вячеслав Ерохин таврапӗлӳҫӗ Гурий Комиссаров-Вантер ют ҫӗрте выртнишӗн тахҫанах пӑшӑрханни пирки эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Вячеслав Ерохина Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Беккер пулӑшма шантарнӑччӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Патӑрьелти ҫӑва ҫине Гурий Комиссарова асра тытса палӑк вырнаҫтарнӑ. Ӑна вырнаҫтарма Гурий Комиссаровӑн тӑванӗсем тата Шупашкарпа Пушкӑртстанри чӑвашсем укҫа уйӑрса пулӑшнӑ.
Палӑка уҫма Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Беккер, Ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн президенчӗ Евгений Ерагин, Николай Ишентей поэт, Сергий пачӑшкӑ, Николай Лукианов юрист, Муркаш районӗнчи этнопарк ертӳҫи Юрий Туринке, «Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗн директорӗн ҫумӗ Олег Цыпленков, педагогсем, журналистсем тата ыттисем хутшӑннӑ.
Гурий Комиссаров-Вантер — чӑваш фольклористикине, чӑваш этнологине, историне тата краеведенине тӗпченӗ. Писатель, публицист, тӑлмач, литературовед, чӗлхеҫӗ, педагог, философ, историк. Гурий Комиссаров-Вантер 1883 ҫулхи юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче хальхи Ҫӗрпӳ районӗнчи Патӑрьел ялӗнче ҫуралнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Патӑрьелте Ми-2 вертолет вырнаҫтарнӑ. Ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ.
Сӑмах май, унашкал вертолета ултӑ ҫул каялла Шӑнкӑртам ялӗнче вырнаҫтарнӑ. Патӑрьелти вертолета РФ Паттӑрне Николай Гаврилов тӑрӑшнипе лартнӑ.
Палӑртмалла: Ми-2 вертолет – Совет Союзӗнчи техника. Ӑна М.Л.Миля 1960-мӗш ҫулсенче шухӑшласа кӑларнӑ. Производство пӗтиччен, 1992 ҫулччен, пӗтӗмпе 5400 вертолет туса кӑларнӑ.
Федерацин налук службин республикӑри управленийӗ ҫитес вӑхӑтра районсенчи штата чакарассине пӗлтернӗ.
Шӑмӑршӑра, Елчӗкре, Элӗкре, Тӑвайра, Сӗнтӗрвӑрринче, Вӑрмарта, Красноармейскинче, Хӗрлӗ Чутайра, Пӑрачкавра, Етӗрнере тата ытти хӑш-пӗр ҫӗрте территорири ӗҫ вырӑнӗсене пӗтерӗҫ. Ҫапла вара пулӑшу илме малашне Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Ҫӗмӗрлери, Улатӑрти, Канашри, Патӑрьелти, Муркашри тата ытти ҫӗрти районсем хушшинчи инспекцисене кайма тивӗ.
Налукҫӑсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, штата чакарас юхӑм Мускавранах килет. Прогреса чараймӑн, компьютерсем ҫынсене хӗссе кӑлараҫҫӗ. Налук тӳлекенсем чылай ыйтӑва хӑйсен уйрӑм пӳлӗмӗсем урлӑ татса параяҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |