Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Кӑтак

Персона
Литература музейӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Литература музейӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Иван Малкай поэт ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитрӗ.

Вӑл 1911 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче хальхи вӑхӑтра Ҫӗрпӳ муниципалитет тӑрӑхне кӗрекен Кӑтак ялӗнче ҫуралнӑ.

Поэт Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине те хутшӑннӑ, анчах шӑпа ӑна унтан тӑван тӑрӑхне таса сывӑ илсе ҫитернӗ. Чылай ҫул республикӑри хаҫат-хурналта журналист пулса ӗҫленӗ.

Поэзие ӑнланакансем хакланӑ тӑрӑх, Иван Малкай сӑввисем юрӑ евӗр янӑраҫҫӗ. Сӑмахран: «Хӗллехи савӑнӑҫ», «Тӑри», «Пирӗн туслӑх».

Калем ӑсти ют чӗлхепе ҫырнӑ авторсен хайлавӗсене те чӑвашла куҫарнӑ. Тӗслӗхрен, калмӑксен «Джангар» эпосне.

Иван Малкайӑн «Атӑл ҫилӗ», «Сывлӑм», «Шуҫӑм ҫути» кӗнекисенче тӑван тӑрӑхӑн ытарайми илемне сӑнласа панӑ. Вӑл кӑларӑмсемпе вулавӑшсенче паллашма пулать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-56879786_3953
 

Персона
Мальвина Петрова архивӗнчи сӑнӳкерчӗксемпе тата видео скриншочӗпе усӑ курса хатӗрленӗ коллаж
Мальвина Петрова архивӗнчи сӑнӳкерчӗксемпе тата видео скриншочӗпе усӑ курса хатӗрленӗ коллаж

«Хушма ятне курах мала

Утма хистет пире Малкай...» – ҫапла пуҫланӑ ырӑ хыпара Мальвина Петрова Фейсбукра.

Вӑл ҫапларах пӗлтернӗ: «кӳршӗри Кӑтакра паян Иван Малкай ячӗпе асӑну хӑми уҫрӑмӑр. Ҫак ял хастарӗсен – Иосиф Васильевичпа Вера Николаевна Тимофеевсен – пуҫарӑвӗпе сӑрава кӑларнӑ палӑк паянхи иртен-ҫӳрене те, пулас ӑрӑва та – вӑрҫӑ витӗр тухнӑ ҫыравҫӑмӑр пекех – тӳрӗ ҫулпа утса пархтатарлӑ ӗҫсем тума хистессе шанатӑп».

Иван Малгай – чӑваш поэчӗ, журналисчӗ, СССР Писательсен союзӗн членӗ. Вӑл Ҫӗрпӳ районӗнчи Первомайск Кӑтак ялӗнче ҫуралнӑ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир ку эрнере тӑва та тепӗр май ҫавӑрма пултаратӑр. Анчах таврари ҫынсене ку питех килӗшмест: ӗҫтешӗрсене ан васкатӑр. Эрне варринче тахҫанах тума палӑртнӑ ӗҫе тума май килӗ. Канмалли кунсене ирӗклӗ ирттерме планлӑр.

Чӳк, 28

1927
99
Бурнаевский Валентин Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1938
88
Александр Аксар, чӑваш ҫыравҫи, литература тӗпчевҫи, журналист ҫуралнӑ.
1954
72
Порфирьев Николай Анатольевич, чӑваш журналисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1957
69
Людмила Сачкова, чăваш çыравçи çуралнă.
1966
60
Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри вилнӗ.
1986
40
Лашман Степан Митрофанович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1990
36
Романова Фаина Александровна, театр тӗпчевҫи, ӳнер пӗлӗвӗн кандидачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын