Шупашкарта ыран, юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, хальччен пулман фестиваль иртет. Анимацилле фильмсен «КРОК» фестивальне 29-мӗш ҫул ӗнтӗ йӗркелеҫҫӗ. Анчах пирӗн тӑрӑхра хальччен ирттермен.
Фестивлаь учредителӗсем — Раҫҫейӗн Культура министерстви, РФ Кинематографисчӗсен пӗрлешӗвӗ тата Раҫҫейӗн анимацилле киновӗн ассоциацийӗ.
Шупашкара фестивалӗн «Константин Симонов» теплохочӗ юпа уйӑхӗн 7-мӗшенче ирхи 8 сехетре ҫитсе чарӑнӗ. Республикӑн тӗп хулинче вӑл 12-ччен ларӗ.
Патшалӑхӑн «Чӑвашкино» киностудийӗн тата электрон документацин архивӗн кинозалӗнче 10 сехетре анимацилле фильмсене кӑтартӗҫ. Программӑра ачасем валли ӗҫсем пулӗҫ. Чӑваш Енӗн Культура министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тарӑх, курма пыракансен укҫа тӳлемелле мар, йӑлтах тӳлевсӗр кӑтартӗҫ.
Чӑваш Енре культура эткерлӗхне сутма йышӑннӑ. Кун пирки республикӑн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви пӗлтернӗ.
Ведомство сутлӑха 1917 ҫулта хӑпартса лартнӑ ҫурта кӑларнӑ. Икӗ хутлӑ кирпӗч ҫуртӑн путвал та пур-мӗн.
Пурлӑхӑн малтанхи хакне ЧР Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви 48,665 млн тенкӗ тесе йышӑннӑ. Конкурс кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче иртмелле.
Ҫурт калӑпӑшӗ — 1430,6 тӑваткал метр. Кунсӑр пуҫне унӑн 1697 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче ҫӗр пур. Культура эткерлӗхӗнчи ҫурт Шупашкарти Хӗрлӗ лапамри 3-мӗш ҫурт адреспа вырнаҫнӑ. Ӑна туянас текенсен заявкисене чӳк уйӑхӗн 2-мӗш таран йышӑнаҫҫӗ.
Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, вӑл ҫурта пӗлтӗр те сутма хӑтланнӑ. Ун чухне ҫавӑншӑн 55 миллион тенкӗ ыйтнӑ.
Пӗлтӗр ҫулла Муркаш районӗнче Елена Рябцева режиссер ӳкернӗ «Юман» фильмне
авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Лондонри «INSHORT 2018» кинофестивальте кӑтартнине эпир пӗлтернӗччӗ. Кун ҫути курнӑранпа тӗрлӗ кинофорума ҫитме ӗлкӗрнӗ ӗҫпе халӗ тата Турцинче паллаштарнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 22-30-мӗшӗсенче Турцинчи Адана хулинче Пӗтӗм тӗнчери 25-мӗш кинофестиваль иртнӗ. Елена Рябцева ӳкернӗ кӗске метражлӑ фильма унта «Тюркский мир» (чӑв. Тӗрӗк тӗнчи) конкурсри мар программӑна кӗртнӗ.
Турцинче пулнине Елена Рябцева асра юлмалли пулӑм тесе хаклать. Ҫыран хӗрринче вырнаҫнӑ хула илемӗпе киленнипе пӗрлех конкурс тата конкурс мар программӑна кӗртнӗ ӗҫсемпе кӑсӑкланса паллашнӑ. Алексея Федорченко кинорежиссер тата продюсер ирттернӗ ӑсталӑх сехетӗнче ҫӗннине ӑша хывнӑ. Сӑмах май каласан, А. Федорченкон «Овсянки» фильмӗ чӑваш «Юманӗн» референсӗ пулнӑ.
Фестивале Дагестанри, Кабарда-Балкарти, Пушкӑртстанри, Якут Республикинчи, Гагаузинчи, Кӑркӑстанри, Азербайджанри киноӑстисем хутшӑннӑ.
Чӑваш журналӗ пичетленнӗ тӗнче тетелӗнчи проект хупӑннине Геннадий Иванов-Орков искусствовед Фейсбукра пӗлтернӗ.
Культурӑна тата литературӑна хаклакансене «Журнальный зал» калӑпӑшлӑ интернет-проект хупӑнни пӑшӑрхантарать. Унта Раҫҫейри хулӑн литература журналӗсем пичетленнӗ. Сайтра «Новый ЛИК» журнал та вырӑн тупнӑ. Ҫавӑнта унӑн пилӗк номерне пичетленӗ. Журнала Чӑваш Енри ӑслӑ-тӑнлӑ ҫынсем тӑрӑшнипе кӑларса тӑнӑ.
Чӑваш Енри литераторсен журналне «Лик Чувашии», «ЛИК», «КИЛ» ятсемпе те пичетленӗ.
Хупӑннӑ сайтра журналти публикацисем, ҫав шутра Атнер Хусанкай статйисем, Улатӑрти Евгений Краснов историк тӗпчевӗсем, Маргарита Красотина Праски Виттипе тата Юрий Евлампьев фото ӑстипе хатӗрленӗ интервьюсем хальлӗхе пур-мӗн-ха.
Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Кӳкеҫ поселокӗнче веломобиль ӗҫлеме тытӑннӑ. Мӗн япали вӑл тетӗр-и? Виҫӗ кустӑрмаллӑ велосипед ҫине карҫинкка ҫаклатнӑ, унта кӗнекесем хунӑ. Веломобиль поселокри урамсем тӑрӑх ҫӳрет, ҫынсене кӗнекесемпе паллаштарать тата вӗсене киле пырса парать.
Ара, вулавӑша хӑй тӗллӗн ҫитме пултарайман ҫын сахал мар вӗт: сусӑрсем, ветерансем, тивӗҫлӗ канурисем. Веломобиль пулӑшнипе вара вӗсем те килтен тухмасӑрах кӗнеке вулайӗҫ.
Кӳкеҫсем ку проекта вулакан ҫынсен йышне ӳстерес тӗллевпе пуҫарнӑ. Анчах веломобиль хӗлле ӗҫлемӗ. Вӑл урамсем тӑрӑх ҫуркуннерен пуҫласа кӗр варриччен ҫӳрӗ. Ҫулла веловулавӑш ача-пӑча лапамӗсенче те пулӗ.
Шупашкарта ҫамрӑксем славян стильне тӗпе хурса пӗрлешнӗ. Туй авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче иртнӗ. Хӗрпе каччӑ тӗрӗпе илемлетнӗ халӑх тумне тӑхӑннӑ. Ҫӑмрӑксем йӑла-йӗркене пӑхӑннӑ.
Шупашкарта иртен-ҫӳрен те вӗсем ҫине ҫаврӑнса пӑхнӑ, чарӑнса тӑрсах сӑнанӑ. Ҫӑмрӑксем машина ҫине Раҫҫей тата тинӗс пехотин ялавӗсене ҫакнӑ. Водительсем вӗсене курсан пиклеттернӗ, телей суннӑ.
Туя славян стилӗпе ирттермелли пирки каччӑ та, хӗр те иккӗленмен. Урӑхла шухӑшлама та пултарайман вӗсем. Ҫырӑннӑ хыҫҫӑн ҫамрӑк мӑшӑр венчет тӑнӑ.
Каччӑ савнине 9 ҫул шыранӑ. Ҫав кун унӑн таҫта каймалла пулнӑ, анчах темшӗн юлнӑ вӑл. Шӑп ҫавӑн чухне каччӑ чиркӳре пулас мӑшӑрне курнӑ.
Белорусси ҫӗршывӗнчен хурлӑхлӑ хыпар ҫитрӗ: чылай хушӑ йывӑр чирленӗ хыҫҫӑн паллӑ кинорежиссер тата писатель, киносценарист тата художник Дмитрий Никонорович Михлеев пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ.
Д.Н. Михлеев 1942 ҫулхи кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче Тутарстанри Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗнче ҫуралнӑ. Пӗтӗм Союзри кинематографистсен институтне пӗтернӗ хыҫҫӑн «Белорусьфильм» студире ӗҫленӗ. «Косые майские дожди» (1975), «В земле наши корни (1975), «Интернат ты наш» (1986), «Капля в музее» (1988), «Конец сезона туманов» (2000), «Аптрамансен йӑхӗнчен» (2000) документлӑ фильмсен, «По секрету всему свету», (1977), «Воля вселенной» (1999), «Шахтеры» (1999), илемлӗ фильмсен режиссерӗ, «Дум-Пабиби-Дум» (2017) илемлӗ фильмӑн сценари авторӗ пулнӑ. Шупашкарта унӑн «Поле перейденное» (1985), «Ось земли» (2014) кӗнекисем тухнӑ.
Д.Н. Михлеев Шупашкара час-часах килсе ҫӳренӗ, Пӗтӗм тӗнчери кинофестивале хутшӑннӑ, чӑваш писателӗсемпе тата журналисчӗсемпе туслӑ ҫыхӑну тытнӑ.
Юпа уйӑхӗн 1-мӗш кунӗнчи уява паллӑ туса Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗнче «ВӖЛТӖРТЕТСЕ ВӖҪЕТ САР ҪУЛҪӐ» поэзипе кӗвӗ уявӗ иртнӗ. Культура учрежденийӗн пуҫлӑхӗ Антонина Андреева Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, унта поэзие юратакансем пухӑннӑ.
«Кӗмӗлленнӗ» ӑрури ҫынсем чунӗсемпе яланах ҫамрӑк: сӑвӑ-юрӑ калама та, итлеме те питӗ ӑста. Лидия Сарине, Зоя Сывлӑмпи тата Нина Пӑрчӑкан ҫӗнӗ сӑвӑсем вуласа савӑнтарчӗҫ. Тивӗҫлӗ канӑва кӑҫал ҫеҫ кайнӑ Лидия Кузьмина вӗрентекен пурне те хӑй ҫырнӑ сӑввисене вуласа тӗлӗнтерчӗ.
Савӑҫсене тав туса «Нарспи» ансамбль юрӑҫи Николай Фролов илемлӗ чӑваш юррисене шӑрантарса саламларӗ. Чӑваш поэчӗсен пурин сӑввисене те пӑхмасӑр пӗлекен Лидия Ильдеркова вӗсене илемлӗ вуласа кӗрхи куна ҫурхи хӗвел пек илемлетсе ӑшӑтрӗ. Сарӑ ҫулҫӑсем вӗлтӗртетсе вӗҫнӗнех сӑвӑ-юрӑ икӗ сехет хушши пӗр чарӑнми юхрӗ те юхрӗ», — пӗлтернӗ музей пуҫлӑхӗ Антонина Андреева.
Ӗнер, авӑнӑн 30-мӗшӗнче, Еврази ҫыравҫисен пӗрлӗхӗ (Турци) ирттерекен Кашкар Махмучӗ ячӗллӗ пӗтӗм тӗнчери калав ӑмӑртӑвӗн чӑваш тапхӑрӗн жюрийӗ ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ. Ҫыравҫӑсен ирӗклӗ пӗрлӗхӗ (ҪИП) йӗркеленӗ жюри пайташӗсем Илле ҫыравҫӑ, И. Кириллова, В. Никифорова, Н. Осипов литература тӗпчевҫисем, Н. Ларионов журналист конкурса килнӗ 14 калава 5 баллӑ системӑпа хакланӑ (кам хӑш калава мӗнле хакланине ӳкерчӗкре илсе кӑтартнӑ таблицӑран пӗлме пултаратӑр).
Чи нумай — 23,3 балл — пухса, пӗрремӗш вырӑна Борис Чнндыков ҫырнӑ «Тислӗк купи» калав тивӗҫнӗ. Иккӗмӗш вырӑнта — Юрий Санӑн «Нацмэн» калавӗ (23,2 балл), виҫҫӗмӗш вырӑнта — Владислав Николаевӑн «Телейлӗ» виҫӗ тӗлпулу» калавӗ (22,5 балл).
Унсӑр пуҫне, чӑваш тапхӑрӗн жюрийӗ хавхалантару премине пама йышӑннӑ — ӑна 21,1 балл пухнӑ «Ҫеҫняк» калав тивӗҫнӗ, авторӗ — Виталий Эртиван.
Жюри ертӳҫи Илле палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал ӑмӑртӑва килнӗ калавсен вӑтам шайӗ самай пысӑк.
«Верь в свой народ — тихо его люби» (чӑв. Ӗнен хӑв халӑхна — шӑппӑн ӑна юрат) ятпа «Литературная Россия» хаҫатра Марина Карягинӑпа интервью пичетленнӗ.
Унта Марина Фёдоровна Карягина – чӑваш поэтесси, прозаикӗ, драматургӗ, журналисчӗ тесе паллаштарнӑ. Вӑл 1969 ҫулта Чӑваш Енре ҫуралнине, 1992 ҫулта Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑранпах Чӑваш патшалӑх телерадиокомпанийӗнче корреспондентра ӗҫленине тата «Ирхи тӗпел» автор программине тӳрӗ эфирта ертсе пынине пӗлтернӗ. Марина Карягина Чӑваш Енӗн литературӑпа ӳнер енӗпе патшалӑх премине тивӗҫнине те, ЧР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ пулнине те каланӑ. Вӑл — 20 ытла кӗнеке авторӗ. Унӑн сӑввисене швед, акӑлчан, турккӑ, вырӑс чӗлхисене куҫарнӑ. Паллӑ журналистӑн тата ҫыравҫӑн ӗҫӗсем «Антология современной литературы народов России. Поэзия» кӗнекене кӗнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Хирпӳ Григорий Яковлевич, паллӑ чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |