Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Килейкасси

Республикӑра

Ҫӗрпӳ районӗнчи Килейкасси ҫыннисем Халӑх фрончӗн хастарӗсенчен пулӑшу ыйтнӑ: кӳршӗ поселокри нефть уҫлакан станцӑран килекен бензовозсем ял ҫулӗпе ҫӳреҫҫӗ-мӗн. Кунашкал машинӑсене ҫӳремелли ятарлӑ ҫул пур. Ҫынсен шухӑшӗпе, хӑвӑрт ҫунакан шӗвек турттаракан машинӑсем хӑрушлӑх кӑларса тӑратаҫҫӗ. Ҫитменнине, ял урамӗ япӑхланса кайнӑ.

Халӑх фрончӗн хастарӗсенчен пулӑшу ыйтсан пӑр тапраннӑ. Районти Патшалӑх автоинспекцийӗн предписанийӗпе килӗшӳллӗн, Килейкассине кӗнӗ ҫӗрте йывӑр тиевлӗ машинӑсене ҫӳреме чаракан паллӑ лартнӑ. Ҫул-йӗрпе патруль службин ӗҫченӗсем те рейдсем ирттереҫҫӗ.

Анчах ял халӑхӗ каланӑ тӑрӑх, лару-тӑру питех улшӑнман, бензовозсем ҫаплах ял урамӗпе ҫӳреҫҫӗ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир ку эрнере тӑва та тепӗр май ҫавӑрма пултаратӑр. Анчах таврари ҫынсене ку питех килӗшмест: ӗҫтешӗрсене ан васкатӑр. Эрне варринче тахҫанах тума палӑртнӑ ӗҫе тума май килӗ. Канмалли кунсене ирӗклӗ ирттерме планлӑр.

Чӳк, 26

1911
115
Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть