Канашра чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ирхи 9 сехетре Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 30 ҫул ҫитнине халалланӑ урамри 85-мӗш ҫуртра пушар пулнӑ. Унта икӗ пӳлӗмлӗ хваттер ҫуннӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерствин пресс-служби пӗлтерет.
Пушарнӑйсем ҫунакан хваттертен 8 ҫынна илсе тухнӑ. 58 ҫулти кил хуҫи сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ, ӑна медпулӑшу кирлӗ пулнӑ. Ҫак ҫуртра пурӑнакан ҫынсем ыттисем чиперех. Пушарнӑ йсем урама илсе тухнӑ ҫынсен йышӗнче 2 ача пулнӑ.
Шупашкар хулинчи Тӗп хула пульницинче аслисем валли респиратор центрӗ уҫасшӑн. Ку ӗҫе кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пуҫӑнма палӑртнӑ, ӗҫе раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче вӗҫлемелле.
Респиратор центрӗ уҫассине «Паллиативлӑ медицина пулӑшӑвӗ парассин тытӑмне аталантарасси» программӑра пӑхса хӑварнӑ. Документа кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче улшӑну кӗртнӗ.
Программӑра палӑртнӑ тӑрӑх, 2024 ҫул вӗҫне аслисене паллиативлӑ медицина пулӑшӑвӗ кӳрекен 10 пӳлӗм ӗҫлеттерме тытӑнӗҫ. Ҫав тӗллевпе Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульницинче, Шупашкарти Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульницинче, Канашри тата Ҫӗмӗрлери территорисем хушшинчи медцина центрӗсенче, Патӑрьел тата Елчӗк районӗсенчи тӗп пульницӑсенче ҫавӑн пек тата тепӗр 6 кабинет уҫӑлмалла.
Ӗнер 10 сехет ҫурӑра Канашра Тӑвай ҫулӗнчи 1-мӗш ҫуртра пушар алхаснӑ. Вӑл – общежити.
Ҫулӑм виҫҫӗмӗш хутри кухньӑра тухнӑ. Пушарта сӗтел-пукан ҫунса кайнӑ, маччапа стенасем хӑрӑмланса ларнӑ. Общежитире пурӑнакан тӑватӑ ҫынна ҫӑлавҫӑсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. Пӗри сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар пирус асӑрханмасӑр туртнӑран тухнӑ.
ЮПА | 07 |
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем Канашри арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ. 59 ҫулти арҫын арӑмне вӗлернӗ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче арҫын ӳсӗр пулнӑ. Килӗнче вӑл 55 ҫулти арӑмӗпе хирӗлме тытӑннӑ. Ӳсӗрскер хӗрарӑма пуҫӗнчен, мӑйӗнчен тата кӑкӑр тӗлӗнчен пуртӑпа виҫӗ хутчен ҫапнӑ. Йывӑр суранланнӑ хӗрарӑм кӑштахран вилсе кайнӑ.
Пакунлисем кӗҫех арҫынна тытса чарнӑ, пуртта та пӑтӑрмах вырӑннче тупнӑ.
Пуҫиле ӗҫе прокурор ҫирӗплетсен тӗпчев материалӗсене Канаш районӗнчи суда ярса парӗҫ.
Авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче полици майорӗ Андрей Сергеев, полици капитанӗ Сергей Пахомов тата аслӑ прапорщик Александр Порфирьев Канаш хулинчен яла ӗҫпе кайма тухнӑ. Вӗсем патне маларах шӑнкӑрав ҫитнӗ: Хучел ялӗнче ҫынна хӗненӗ-мӗн.
Ҫул ҫинче вӗсем пӗр хуҫалӑхра, сарайӗнче, ҫулӑм алхаснине асӑрханӑ. Юнашарах ҫурт, мунча пулнӑ. Полицейскисем ҫывӑракан ҫемьене тата кӳршисене вӑратнӑ. Пушарнӑйсем киличчен хӑйсемех ҫулӑмпа кӗрешнӗ.
Кайран ҫулӑм ӑҫтан тухнине палӑртнӑ. Сарая Тӑвай районӗнчи 25 ҫулти арҫын чӗртсе янӑ иккен. Вӑл ҫемьери ҫынпа пӗр чӗлхе тупайман. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫемьене 250 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.
Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Канаш хулинче Украинӑри Днепр хулинче ҫуралнӑ Совет Союзӗн Геройне, пирӗн ҫӗршывра сывлӑшпа десант ҫарне йӗркелесе янӑ Василий Маргелова асра тытса палӑк уҫнӑ.
Палӑка уҫма хутшӑннӑ тӗрлӗ шайри тӳре-шара йышӗнче РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Николай Малов, Канаш районӗн пуҫлӑхӗ Сергей Шерне, Канаш хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Виталий Михайлов, Чӑваш Енӗ ҫарӗҫ комиссариачӗн пай пуҫлӑхӗ Павел Васюков, Канашри, Канаш тата Тӑвай районӗсенчи ҫарӗҫ комиссарӗ Юрий Барышов тата ыттисем пулнӑ.
Палӑка тӑвас сӗнӳпе Ҫар туслӑхӗн Канашри уйрӑмӗ тухнӑ. Николай Малов депутатпа «Экра» предприятин директорӗн право ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен ҫумӗ Артем Владимиров ырласа йышӑннӑ.
Бюста бронзӑран ӑсталанӑ. Ӑна Канашри Афганҫӑсен скверӗнче вырнаҫтарнӑ.
Етӗрнери агротехникум ҫумӗнче ачасен цифра вӗренӗвӗн «ИТ-куб» ӗҫлеме тытӑннӑ. Кун пирки ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтерет.
«ИТ-кубра «Программирование на Java», «Программирование на Python», «Программирование роботов», «Мобильная разработка», «Кибергигиена и работа с большими данными», «Системное администрирование» енсемпе вӗрентӗҫ. Ачасене 24 специалист, 12 наставник ӑс парӗ. Вӗсем квалификацие ӳстернӗ ӗнтӗ.
Сӑмах май, Чӑваш Енре халӗ 3 ИТ-куб. 2019 ҫулта Канашра уҫӑлнӑ, пӗлтӗр – Вӑрнарта.
Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗ «Т2 Мобайл» тулли мар яваплӑ обществӑпа килӗшӳ алӑ пуснӑ. Ҫавна май кӑҫал Улатӑр, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Хӗрлӗ Чутай, Комсомольски, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Пӑрачкав, Вӑрмар, Шупашкар, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Елчӗк тата Тӑвай районӗсенчи ялсене лайӑх пахалӑхлӑ ҫыхӑну ҫитерӗҫ.
Карас ҫыхӑнӑвӗн операторӗ Чӑваш Енӗн экономика пӗлтерӗшлӗ районӗсенче радиотелефон ҫыхӑнӑвӗн сетьне тӑвас ӗҫе малалла тӑсӗ, LTE/5G ҫыхӑнӑва тӑвас проектсене те хутшӑнӗ.
«Т2 Мобайлпа» килӗштерсе ӗҫлени — ҫыхӑнӑвӑн игфрастурктурине аталантарма май паракан черетлӗ утӑм», – тенӗ республикӑн цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Кристина Майнина.
Паян Кӳкеҫри ҫар ӗҫ комиссариачӗн ҫурчӗ ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ. Ӑна Александр Кочурова, асӑннӑ районта ҫар ӗҫ комиссарӗ пулса чылай ҫул тӑрӑшнӑ ҫынна, сума суса хатӗрленӗ.
Асӑну хӑми вырнаҫтарни ҫинчен Шупашкар районӗнчи тӗп пульницӑн тӗп тухтӑрӗ Владимир Викторов Инстаграмра хыпарланӑ.
Александр Кочуров Кӳкеҫре чылай ҫул тӑрӑшрӗ. Малтан Шупашкар районӗнчи ҫар ӗҫ комиссариачӗ пулса, кайран пӗр вӑхӑт урӑх ҫӗрте тӑрӑшнӑ хыҫҫӑн каллех унта таврӑнчӗ. Вӑл вӑхӑта Шупашкар районӗнчи ҫар ӗҫ комиссариатне Сӗнтӗрвӑрри районӗпе пӗрлештернӗччӗ. Вӑл кӑҫалхи ҫул уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ.
Александр Кочуров 1956 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Канашра ҫуралнӑ. Хусанти аслӑ танк училищинче вӗреннӗ. Германире ҫар службинче, унтан Афганистанра пулнӑ. 1982 ҫултанпа вӑл Чӑваш Енри ҫар ӗҫ комиссариачӗсенче тӑрӑшнӑ.
Тӑвай районӗнче пурӑнакан арҫынна телефон вӑрланӑшӑн тытса чарнӑ. Халӗ вӑл унашкал ытти преступление тунипе туманнине тӗрӗслеҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм 20 пин ытла тенкӗ тӑракан телефонӗ ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ. Канашри автовокзалта унӑн телефонӗ йӗп те ҫип ҫухалнӑ.
Видеокамерӑсене пӑхнӑ та ҫакӑ палӑрнӑ: билет туяннӑ чухне хӗрарӑмпа юнашар арҫын тӑнӑ, вӑл унӑн кӗсйинчен телефон туртса кӑларни курӑннӑ. Халӗ ҫак 42 ҫулти арҫын унашкал ытти преступление тунипе туманнине палӑртас тӗллевпе ӗҫлеҫҫӗ. Сӑлтавӗ те пур: унӑн ҫумӗнче темиҫе сим-карта тупнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |