Пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Канаш хулинче 14 ҫулти хӗрача ҫул ҫинче, шкул умӗнче, банк картти тупнӑ. Хайхискер темиҫе сехетре хулари 9 лавккана ҫитнӗ, 3 пин ытла тенкӗлӗх тавар туяннӑ.
Банк карттин хуҫи полицие пынӑ. Карточкӑна тупнӑ ҫын йӗрӗ ҫине часах ӳкнӗ. 14-ри хӗрача айӑпне йышӑннӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ хӗрачан судра явап тытма тивӗ. Кӗҫӗх Канаш районӗн сучӗ пуҫиле ӗҫе пӑхса тухӗ.
Канаш хулинчи Разин урамӗнчи лавккана пӗр ҫамрӑк ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, тӑр кӑнтӑрла ҫаратма тӑнӑ. Вӑл лавккара ӗҫлекен 23 ҫулти хӗре тапӑннӑ, магазинти укҫана ҫаратма ӗмӗтленнӗ. Хӗр хытӑ кӑшкӑрма тытӑннӑ. Хӗр шӑв-шав ҫӗклесен каччӑ 188 тенкӗ тӑракан сигарет ярса илнӗ те лавккаран тухса тарнӑ. Хӑй вӑл медицина маскипе пулнӑ.
Пӑтӑрмах пирки йӗрке хуралҫисене пӗлтерсен каччӑна часах тытса чарнӑ.
Каччӑ лавккана ҫаратма ятарласа хатӗрленнӗ иккен: сухалне хырнӑ; тум туяннӑ, ӑна лавккаран тухсан тӗмсем хушшине персе хӑварнӑ.
Ҫамрӑкскер унччен те судпа айӑпланнӑскер иккен. Хай вӑл Тӗмен облаҫӗнчен.
Германирен пӗр ҫемье Чӑваш Ене куҫса килнӗ. Хӑйсем журналистсене ӗнентернӗ тӑрӑх, кунта вӗсен ачисем хӑйсене аванрах та туяҫҫӗ, тӗрлӗ енлӗн аталанаҫҫӗ.
Андреас тата Инна Цурт паллашса пӗр ҫемьепе пурӑнма тытӑннӑранпа 14 ҫул ӗнтӗ. Инна — чӑваш хӗрӗ. Вӑл Канаш районӗнчи Сухайкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Ҫемье пуҫӗ, Андреас, — Берлинта. Пулас мӑшӑр Германин тӗп хулинче паллашнӑ.
Цуртсен ҫемйинче пурте вырӑсла тата нимӗҫле пӗлеҫҫӗ («Пӗр класрисем» ушкӑнри «Чувашский край» пабликра вырнаҫтарнӑ хыпарта чӑваш чӗлхи пирки асӑнман. Интернационаллӑ ҫемьери ачасем амӑшӗн тӑван чӗлхине ӑша илнипе илменнине калаймӑпӑр).
Ҫемьери аслӑ ывӑл Александер Канашри 3-мӗш шкулта вӗренет, академи вокалӗпе кӑсӑкланать, хорта юрлать, вӑл Ҫамрӑк чукунҫулҫӑсен клубне ҫӳрет. 4-мӗш класс вӗренсе пӗтернӗ Христиан А.В. Кочетов ячӗллӗ Чӑваш кадет корпусне вӗренме кӗресшӗн. Ҫемьери чи кӗҫӗнни — Мартин та аслисене кура талпӑнуллӑ.
Ашшӗ-амӑшӗ каланӑ тӑрӑх, ачасем Раҫҫейре чӑннипех те аталанма пуҫланӑ. Аслисене вӗсем кил-тӗрӗшӗнчи ӗҫсенче пулӑшаҫҫӗ. Кӑҫал ачасем пуҫласа ҫӗрулми лартса курнӑ.
Инженер пӗлӗвӗллӗ Андреас пӳрт тума тытӑннӑ.
Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисчӗ, рок-музыкант, юрӑҫ, бас-гитарист, юрӑсен авторӗ Александр Маршал ҫӗнӗ трека чӑваш поэчӗн сӑввипе ҫырнӑ. Видеона артист хӑй ӳкерсе илнӗ.
Канаш поэчӗ Сергей Ефимов — Раҫҫей писательсен союзӗн членӗ. Халӗ вӑл Мускавра пурӑнать. Сергей Ефимов — полици полковникӗ, Раҫҫей ШӖМӗн оперативлӑ реагированийӗпе авиацийӗн вӑйӗсен «Рысь» ятарлӑ отрячӗн ветеранӗ. Спецназ ӗҫченӗсем Канаш ҫыннин пултарулӑхне аван пӗлеҫҫӗ.
Ентешӗмӗр малтан та сӑвӑсем ҫырнӑ, ҫар ҫыннисен паттӑрлӑхӗпе хӑюлӑхне халалласа халӗ те нумай шӑрҫалать. Унӑн сӑввисене нумаях пулмасть «Честь имею, Россия!» сӑвӑ пуххисен кӗнекине те кӗртнӗ.
Александр Маршал Сергей Ефимовӑн темиҫе сӑввипе унччен юрӑсем хайланӑ. Хальхине Медицина ӗҫченӗн кунне (ӑна вырсарникун, ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, палӑртрӗҫ) тата ҫар медикӗсене халалланӑ.
Республикӑра ҫӗртме уйӑхӗн 1-10-мӗшӗсенче "Хӳтӗлев" оперативлӑ профилактика мероприятийӗ иртнӗ. Ӑна полицейскисем йӗркеленӗ. Ҫав тапхӑрта пакунлисем 18 ҫул тултарман 3 ача рельсем ҫине тӗрлӗ япаласем хунине тупса палӑртнӑ.
Ҫак ачасем Канашри 1-мӗш тата 9-мӗш шкулсенче вӗренеҫҫӗ. Куншӑн хӑйсем ачасем мар, вӗсен ашшӗсемпе амӑшӗсем административлӑ майпа явап тытӗҫ.
Йӗрке хуралҫисем асӑрхаттараҫҫӗ: рельссем ҫине тӗрлӗ япаласем хума юрамасть. Ку хӑрушлӑх патне илсе ҫитерет. Ҫак ӗҫшӗн явап тыттараҫҫӗ.
Канаш хулинче пурӑнакан 18 ҫулти ҫамрӑка суд тӑвӗҫ. Вӑл преступление тунӑ чухне 17-ре ҫеҫ пулнӑ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи утӑ-чӳк уйӑхӗсенче вӑл 18 ҫула ҫитмен хӗр тусӗнчен сӑнӳкерчӗк илнӗ. Лешӗ тусӗн сӑнӳкерчӗкне, ҫарамас вырӑнсем пулнӑскере, йӑнӑшпа ярса панӑ.
Каччӑ ҫав сӑнӳкерчӗке халӑх тетелӗнче сарассипе хӑратса хӗртен 5 пин тенкӗ ыйтнӑ. Лешӗ паман. Ку вара сӑнӳкерчӗке пӗлӗшӗсен чатӗнче ярса панӑ.
Следовательсем пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтерсе суда ярса панӑ.
Росгвардин Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем каҫхине Канаш хулинче хӑйсен ӗҫне пурнӑҫланӑ чухне хӗре йӑнӑш утӑм тӑвасран хӑтарнӑ.
Полици прапорщикӗ Виталий Степанова тата полицин кӗҫӗн сержанчӗ Максим Иванов ҫав кун Канашри Чукунҫул урамӗнче патруле тухнӑ. Хайхискерсем кӗпер ҫинче макӑракан хӗре асӑрханӑ. Вӑл перилӑсен хӗрринчех тӑнӑ
Пакунлисем хӗре кӗпер хӗрринчен туртса илнӗ. Патрульнӑйсем ҫийӗнчех васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Тухтӑрсем киличчен вӗсем хӗре лӑплантарнӑ. Кайран хӗре тухтӑрсем пулӑшу панӑ.
Ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче республикӑра икӗ пушар пулнӑ, вӗсенче пӗр ҫын суранланнӑ.
Каҫхи 7 сехетре Ҫӗмӗрле хулинчи Чехов урамӗнчи ҫурт ҫунма пуҫланӑ. Пушар сарая, мунчана тӗп тунӑ, ҫурт фронтонне сиенлетнӗ. Инкекре 1971 ҫулта ҫуралнӑ арҫын аманнӑ, унӑн ӳчӗн 80 проценчӗ пиҫсе кайнӑ.
Паян ҫур ҫӗр иртсен Канашра Толстов урамӗнчи йывӑҫ ҫурт ҫуннӑ. Хальлӗхе пушар мӗнрен тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Ку таранччен республикӑра 568 пушар пулнӑ. Вӗсенче 31 ҫын вилнӗ, 41 ҫын аманнӑ. 56 ҫынна ҫӑлнӑ.
Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, 15 сехет те 50 минутра Канаш хулин хӗвелтухӑҫ пайӗнчи микрорайонти 6-мӗш ҫуртра пушар тухнӑ. Унта тӗпелти диван ҫунма тытӑннӑ.
Пушар сӳнтерме Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем ҫитнӗ. Пушара сӳнтернӗ. Анчах, шел те, 77 ҫулти арҫын чӗрӗ юлайман – вӑл вилнӗ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 566 пушар пулнӑ, вӗсенче 31 ҫын вилнӗ, 40-ӗн аманнӑ. 56 ҫынна ҫӑлма май килнӗ.
Паян Канашра ирхине юр ҫунӑ. Кун пирки "На связи" форум пӗлтернӗ.
Паян хӑш-пӗр районта та юр ҫунӑ. Ытларах республика варринче вырнаҫнӑ районсем кунта лекнӗ. Шупашкарта ирхине ҫумӑр ҫунӑ.
"Чӑваш Енри ҫанталӑк" проектӑн телеграм-каналӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, ҫак кунсенче сивӗ тӑрӗ-ха. Ҫулла пулать-и кӑҫал? Синоптиксем ҫывӑх вӑхӑт валли прогноз хатӗрлессине пӗлтернӗ. Унра Чӑваш халӑх сайчӗн тусӗсене те паллаштарӑпӑр.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |