
Чӑваш Республикинчи вӗрентекен ҫӗршыври конкурса хутшӑнса чи маттур 20 педагог йышне кӗме пултарнӑ.
Сӑмах – Куславккари 3-мӗш шкулта биологипе хими предмечӗсене вӗрентекен Алевтина Алексеева пирки. Вӑл «Ҫулталӑк вӗрентекенӗ – 2025» конкурса хутшӑнать. Ҫамрӑк педагог
Санкт-Петербургра иртнӗ тапхӑрта хӑйӗн пултарулӑхне кӑтартса финала лекнӗ.
Вӗрентекен республика чысне малалла хӳтӗлӗ. Финал Мускав облаҫӗнче иртӗ.

Куславккара пурӑнакан Егоровсем пӗрлешнӗренпе 55 ҫул ҫитнӗ. Александр Михайлович Куславккарах ҫуралса ӳснӗ, Татьяна Васильевна – Владимир облаҫӗнче. Шӑпа ӑна Чӑваш Ене илсе ҫитернӗ, вӑл Куславккари 2-мӗш шкулта ачасене вӗрентнӗ. Ҫемье пуҫӗ вара автофургонсен комбинатӗнче тӑрӑшнӑ.
Ҫамрӑксем 1970 ҫулта пӗрлешнӗ. Ывӑл ҫуратнӑ хыҫҫӑн Татьяна Васильевна профессие улӑштарнӑ, мӑшӑрӗ патӗнче комбинатра техника тӗрӗслевӗн пайӗнче ӗҫленӗ.
Халӗ иккӗшӗ те – тивӗҫлӗ канура, ҫапах ахаль лармаҫҫӗ, пахчара тӑрмашаҫҫӗ.

Ӗнер кӑнтӑрла Куславккари ҫӑлав станцийӗн ҫӑлавҫисем Куславкка хулин пляжӗ ҫывӑхӗнче Атӑлта кимӗ ҫаврӑнса ӳкнине асӑрханӑ. Унта вара пулӑҫ пулнӑ.
Кимӗ ҫыранран 100 метр шаларах ҫаврӑнса ӳкнӗ. Смена пуҫлӑхӗ Леонид Алексеев тата Андрей Абрамычев ун патне катерпа ишсе пынӑ. Вӗсем шыва чӑмнӑ пулӑҫа катер ҫине лартса ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Ҫӑлавҫӑсем кимме те ҫыран хӗррине илсе килнӗ.

«Шупашкар — Куславкка» маршрутка Алькеш поселокӗнче, тӗп хула еннелле кайнӑ чухне, трос карта ҫине пырса тӑрӑннӑ
Ку паян 16 сехет иртсен пулнӑ. Водитель руле итлеттереймесӗр икӗ ҫула уйӑракан трос карта ҫине пыса кӗнӗ. Карта микроавтобуса хирӗҫ ҫул ҫине тухса каясран чарнӑ.
Юрать-ха, авари вӑхӑтӗнче маршруткӑри ҫын пулман. Анчах саппас кустӑрма тухса ӳксе хирӗҫ килекен «десяткӑна» тӑрӑннӑ. Телее, никам та шар курман.

Куславкка хулинче пурӑнакан 58 ҫулти хӗрарӑма пӗрле пурӑнакан арҫынна вӗлерме тӑнӑ тесе тытса чарнӑ. Хале ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 105-меш статйин 1-мӗш пайӗпе тата 30-меш статйин 3-мӗш пайӗпе ӗҫ пуҫарнӑ.
Пӑтӑрмах утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ирхине пулса иртнӗ. Хӗрарӑмпа арҫын хушшинче тавлашу сиксе тухнӑ. Ӳсӗо херарӑм алла ҫӗҫӗ ярса илнӗ, унпа кӑкӑр тӗлӗнчен чикнӗ. Арҫын хӑйне хӳтӗлесе хирӗҫ тӑнине кура тата тухтӑрсем вӑхӑтра пулӑшнӑран чӗрӗ юлнӑ. Хале вал пульницӑра сипленет. Кун пирки РФ Следстви комитечен Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби хыпарланӑ.

Сӗнтӗрвӑррипе Куславкка хулисенче причал тӑвакана кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнчех палӑртнӑ. Шупашкарти «СтройКрафт» компанипе Республикӑн пӗрлехи заказчик служби контракта шӑпах ҫавӑн чухне алӑ пуснӑ. Халӗ вара подрядчик контракта пӑрахӑҫланӑ. Вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, заказчик хӑйӗн ҫине илнӗ яваплӑха пурнӑҫламан.
Сӗнтӗрвӑрринчи причала тума 378,7 млн тенкӗ кирлӗ, ӗҫе 2026 ҫулхи авӑн уйӑхӗн вӗҫӗччен туса пӗтермелле. Куславккарин хакӗ – 420 млн тенкӗ, ӑна 2026 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗччен туса пӗтермелле.

Шупашкарти ватӑсем паян Куславккари Николай Лобачевскийӗн музей-ҫуртӗнче пулса курнӑ. Хулара пурӑнакан хастар пенсионерсем Шупашкарти комплекслӑ центрта пурнӑҫлакан «Социаллӑ туризм» проект май панипе тӗрле ҫӗре тухса ҫӳреҫҫӗ. Нумаях пулмасть вӗсем Йошкар-Олара пулнӑччӗ, маларах Хусана ҫитсе килнӗччӗ.
Николай Лобачевский паллӑ математик пурӑннӑ ҫуртпа та вӗсем кӑсӑкланса паллашна. «Пире ҫакӑн пек ҫулҫӳревсем питех те кирлӗ. Ун тухса ҫуресен эпир хавхаланатпӑр, кӑмӑл та уҫӑлать», - палӑртса хӑварнӑ 78 ҫулти Геннадий Краснов.

«Ҫулталӑкри вӗрентекене» палӑртнӑ. Ку ята Куславккари Алевтина Алексеева тивӗҫнӗ.
Кӑҫал конкурса 1000 ытла ҫын хутшӑннӑ, 218 специалист куҫӑн майпа иртнӗ тӗрӗслев витӗр тухнӑ.
«Ҫулталӑкри воспитатель» — Дарья Жгарь (Шупашкар), «Чи лайӑх класс ертӳҫи» — Юлия Дельян (Ҫӗнӗ Шупашкар), «Ҫулталӑкри педагог-психолог» - Татьяна Анилина (Куславкка районӗнчи Тӗрлемес шкулӗ), «Ҫулталӑкри социаллӑ педагог» - Яна Молодцева (Шупашкар), «Чи лайӑх учитель-дефектолог» - Татьяна Гаранина (Ҫӗнӗ Шупашкар), «Чи лайӑх тӑван чӗлхе учителӗ» - Ираида Матьянова (Шупашкар), «Сывлӑх енчен хавшак ачасемпе ӗҫлекен чи лайӑх педагог» - Ирина Петрова (Йӗпреҫри интернат шкул), «Ҫулталӑкри чи лайӑх тьютор» - Наталия Прагуськина (Шупашкар), «Ҫулталӑкри чи лайӑх методист» - Ксения Коллэ (Шупашкар), «Педагогика дебючӗ» - Игорь Ятмаскин (Шупашкар).

«Пултарулӑхпа – куҫа-куҫӑн» – ҫапла ятлӑ Куславккари ача-пӑча искусство шкулӗн вӗрентекенӗн Эдуард Волчковӑн куравӗ. Вӑл вулавӑшра уҫӑлнӑ.
Курав ака уйӑхӗн вӗҫӗччен ӗҫлӗ. Унта кирек кам та пырса курма пултарать. Автор картинӑсене акрилпа, ҫупа, акварельпе ӳкернӗ.
Палӑртмалла: ӳсекен ӑрӑва воспитани пама пулӑшнӑшӑн Эдуард Волочкова ЧР Культура министерствини Тав хучӗпе чысланӑ.

Куславккари «Атӑл» спорт шкулӗнче ӗҫлекен Надежда Никонова «Чӑваш Республикин физкультурӑпа спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята тивӗҫнӗ.
Спорт шкулӗн тренер-преподавательне ҫав ятпа республика Элтеперӗ Олег Николаев хӑй саламланӑ. Хӗрарӑма республикӑн Спорт министерствин коллегийӗн анлӑ ларӑвне йыхравланӑ. Унта Элтепер удостоверени панӑ, кӑкӑр ҫине ҫакмалли паллӑна ҫакса янӑ.
Куславккари тренер спорт енӗпе 20 ҫул ытла ӗҫлет, ҫамрӑк ҫӑмӑл атлетсене хатӗрлет. Унӑн воспитанникӗсем республикӑри, ҫӗршыври тата тӗнче шайӗнчи ӑмӑртусене хутшӑнаҫҫӗ.
