Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ӗҫчен ҫынран ӗҫ хӑрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Йӑвански

Пӑтӑрмахсем
https://penzavzglyad.ru сӑнӳкерчӗкӗ
https://penzavzglyad.ru сӑнӳкерчӗкӗ

РФ Следстви комитечӗн следстви органӗсем Етӗрне районӗнчи Йӑванкасси ялӗнчи пӗр ҫӗрте тӗпленсе ӗҫлемен арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. 50 ҫулти арҫына РФ Пуҫиле кодексӗн 318-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе (влаҫ ҫыннине хирӗҫ вӑйпа усӑ курни) преступлени тунӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Следстви шухӑшланӑ тӑрӑх, 2019 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Сӑр юханшывӗ ҫинче Раҫҫей пулӑ хуралӗн ӗҫченӗ виҫӗ арҫын пулӑ сӗрнине асӑрханӑ. Вӑл пулӑҫсем патне хӑйӗн киммипе ишсе пынӑ. Виҫӗ пулӑҫран пӗри инспектор кимми ҫине сиксе каҫнӑ та ӑна шыва тӗксе ӳкерме хӑтланнӑ. Вӑй ҫитейменнине кура вӑл йывӑҫ кӗсмен илсе инспектора пилӗкрен ҫапнӑ.

Пулса иртнине специалистсем халӗ малалла тӗпчеҫҫӗ. Пуҫиле ӗҫ пуҫарнине прокурор ырланӑ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне карьерӑра ӳсмелли майсем туса парӗ, анчах ниме пӑхмасӑр йӑлт пӗлме тӑрашни, хӑвӑрӑн позицие ҫине тӑрса ӗнентерни ҫӗнӗ шухӑшсене пурнӑҫа кӗртме чӑрмантарӗ. Тӑрук вӑй пӗтни тупӑша тума чӑрмантарӗ.

Чӳк, 21

1922
104
Карпеев Михаил Поликарпович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи