
Шупашкарта пуш уйӑхӗн 15-18-мӗшӗсенче хор музыкин черетлӗ уявӗ иртет. Ача-пӑчапа ҫамрӑксен пӗтӗм Раҫҫейри V (Пӗтӗм тӗнчери I) «Жавронок» (чӑв. Тӑри) хор конкурсӗ Ф.М. Лукин ячӗпе хисепленет. Ӑна хальхипе пиллӗкмӗш хут йӗркелеҫҫӗ. Икӗ ҫулта пӗрре пулакансксер вӑхӑтӗнче арҫын ачасен хорӗсем кӑҫал пуҫласа ӑмӑртӗҫ.
Конкурса паян 16 сехет те 30 минутра Шупашкарти «Салют» культура керменӗнче уҫнӑ.
Пултарулӑх ӑмӑртӑвне кӑҫал 50 ытла ушкӑн хутшӑнмалла. Вӗсен ӳсӗмӗ те тӗрлӗрен: 4 ҫултан пуҫласа 30 ҫулччен. Мускаври, Хусанти, Чӗмпӗрти, Ӗпхӳри, Ижевскри, Йошкар-Олари, Тольяттинчи, Кироври хорсем ҫитме шантарнӑ. Концерт программине Нигерипе Казахстанри артистсем пуянлатмалла.
Хор ушкӑнӗсене хак паракан тӳресен ертӳҫи — РФ искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫҫей халӑх артисчӗ Морис Яклашкин.

Футбол енӗпе тӗнче чемпионачӗ малалла пырать. Паян пирӗн ҫӗршыв спортсменӗсем Испанипе вылӗҫ. Йышра чӑваш юнӗллӗ футболистсем пур. Ҫак хыпара Александр Белов журналист Фейсбукра иртнӗ уйӑхрах пӗлтернӗччӗ.
Калем ӑсти ҫырнӑ тӑрӑх, Сергей Игнашевич тата Артем Дзюба амӑшӗсем – чӑвашсем. Дзюба маларах Ҫӗрпӗве канма килсе ҫӳренӗ, унта футболистӑн тӑванӗсем пур иккен. Игнашевич Хӗрлӗ Чутай районӗнчи спорт шкулне бутсы ярса панӑ-мӗн. Александр Головинӑн аслашшӗ Елчӗк районӗнче ҫуралнӑ, Кемӗр облаҫне ӗҫлеме тухса кайса тӗпленнӗ.
Чӑваш Енпе ячӗсем ҫыхӑннӑ, ҫӗршыв шайӗнче вылянӑ футболистсем унччен те пулнӑ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ футбол командин вратарӗ пулнӑ Александр Филимонов Йошкар-Олара ҫуралнӑ пулин те (кун пирки ҫак йӗркесен авторӗ Википедире хыпарланине тупрӗ) хӑй вӑхӑтӗнче Шупашкарти «Сталь» ушкӑнра вылянӑ. Ҫӗмӗрлери Сергей Башкиров «Спартак» ушкӑнра вылянӑ, кайран Украина командисен тренерӗ пулнӑ. Александр Корченов футболист Шупашкарти «Энергире», Хусанти «Рубинта», кайран Узбекистанри «Пахтакорта» вылянӑ. 1979 ҫулта «Пахтакорта» ушкӑнпа авиакатастрофӑра вилнӗ.

Шупашкарти шкул апатланмӑшӗсенче ирхине тата кӑнтӑрла ҫинӗшӗн ҫитес вӑхӑтрах хаксене хӑпартма пултарасси пирки сас-хура тухнӑ. Кун пирки тӳре-шара уҫҫӑн каламан, анчах асӑрхаттарнӑ.
«Мой город Чебоксары» (чӑв. «Ман хула Шупашкар») портал пӗлтернӗ тӑрӑх, шкул апатланмӑшӗсенче хак 2016 ҫултанпа ӳсмен. Паянхи кун 1-4-мӗш классенче вӗренекенсем ирхи тата кӑнтӑрлахи апатшӑн — 65 тенкӗ, 5-11-мӗш классем 69 тенкӗ тӳлеҫҫӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ палӑртнӑ тӑрӑх, хаксене ҫак таранччен хӑпартмасӑр тытса тӑма май килнӗ, мӗншӗн тесен кирлӗ тавара йӳнӗ хакпа курттӑммӑн туяннӑ. Анчах капла пулсан малашне шкул апатланӑвӗн комбиначӗсен тӑкакӗсем тупӑшӗнчен ытларах пулӗҫ.
Палӑртса хӑвармалла, Шупашкарти хаксем, федерацин Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи ытти хуларипе танлаштарсан, чи пӗчӗккисем. Йошкар-Олари шкулсенче ачасем апатланнӑшӑн — 104 тенкӗ, Хусанта — 80 тенкӗ, Самарта — 150 тенкӗ, Саранскра — 97,5 тенкӗ, Чулхулара 146 тенкӗ тӑкаклаҫҫӗ.

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ кӑҫалхи кӗркунне, чӳк уйӑхӗн 28-30-мӗшӗсенче Чӗмпӗр облаҫӗнчи Димитровград хулинчи А.Н. Островский ячӗллӗ драма театрӗнче гастрольпе пулӗ.
Инҫе ҫула тухма «Большие гастроли для детей и молодежи» (чӑв. Ачасемпе ҫамрӑксем валли пысӑк гастрольсем) театр проектне лекме пултарнипе май килӗ. «Большие гастроли» (чӑв. Пысӑк гастрольсем) проекта РФ Культура министерстви 2014 ҫултанпа йӗркелет. Пӗлтӗр ведомство «Ачасемпе ҫамрӑксем валли пысӑк гастрольсем» енпе те укҫа уйӑрма пуҫланӑ. Пирӗн республикӑри ҫамрӑксен театрӗ пӗлтӗрех унта лекнӗччӗ. Ун чухне вӑл Мари Элти Йошкар-Олара, Волжскра, Чикмере (Козьмодемьянскра), Звениговӑра пулнӑччӗ, асӑннӑ республикӑри шкул-интернатсенчен пӗринче ыр кӑмӑллӑх спектаклӗ кӑтартнӑччӗ.
Димитровградра артистсем «Веселые уроки ОБЖ», «Жила-была Сыроежка», «Шупашкарти савни 20 ҫул иртсен», «Юрату пурах иккен» спектакльсем лартӗҫ.

Шупашкара икӗ хутлӑ пуйӑссем ҫӳреме пуҫлӗҫ. Анчах халех мар. 2019–2020 ҫулсенче.
Федерацин пассажир компанийӗ вӗсене хамӑр патра туса кӑларакансенчен туянасшӑн.
Икӗ хутлӑ пуйӑссене эпир маларах асӑннӑ организацире 15 маршрутпа ҫӳреттересшӗн. Кунта Петрозаводск, Мурманск, Йошкар-Ола, Хусан, Чӗмпӗр, Тольятти, Ӗпхӳ, Ӗренпур, Пенза тата Шупашкар хулисене асӑннӑ.
2021-мӗш ҫултан пуҫласа 2022-мӗш ҫул таран тата тепӗр тӑхӑр маршрутпа ҫӳретме тытӑнасшӑн. Пассажирсем нумай пулсан кӑҫал ун йышши пуйӑссене Ижевска ярасшӑн.
Сӑмах май, «Шупашкар–Хусан» маршрутпа пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑссене ҫӳретме пуҫлас, унӑн вокзалӗ Шупашкар районӗнчи Ҫырмапуҫ ҫывӑхӗнче пулас пирки сӑмах-юмах ҫӳренине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ.

Раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чулхула облаҫӗнчи Кстово районӗнче Шупашкартан Мускава кайма тухнӑ рейс автобусӗ МАЗпа ҫапӑннине, инкекре МАЗ водителӗ вилнине, автобусри 7 пассажира пульницӑна ӑсатнине Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер пӗлтернӗччӗ.
Аса илтерер, малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, МАЗ хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса автобуспа ҫапӑннӑ.
Паян ирпе Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫул-йӗр ҫинчи инкекре 27 ҫын шар курнӑ. Пӗр ҫын авари пулнӑ вырӑнтах, тепри пульницӑра вилсе кайнӑ. Чӑваш Енри ҫынсенчен халӗ виҫҫӗшӗ Чулхула тӑрӑхӗнче сипленеҫҫӗ, иккӗшӗ — Чӑваш Енри пульницӑсенче.
Шупашкарти Васкавлӑ пулӑшу паракан пульницӑри тухтӑрсем патне ҫиччӗ пынӑ, вӗсенчен улттӑшӗ халӗ килте сипленет. Улттӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульницине тата иккӗн Шупашкарти 1-мӗш клиника пульницине пынӑ. Тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн вӗсене тухтӑрсем амбулатори мелӗпе сипленме киле янӑ. Шупашкар районӗнчи тӗп пульницӑна пынӑ пӗр ҫынна вырттарнӑ, тепри йывӑр аманманнине кура килте сипленет.

Ӗнер, раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Чулхула облаҫӗнчи Кстово районӗнче Шупашкартан Мускава кайма тухнӑ рейс автобусӗ МАЗпа ҫапӑннӑ. Инкекре МАЗ водителӗ вилнӗ. Автобусри 7 пассажира пульницӑна ӑсатнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, МАЗ водителӗ транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та автобуспа ҫапӑннӑ. Чӑваш Енрен кайнӑ автобус «Мерседес» маркӑллӑ. Унӑн номерӗ – АН50021. Вӑл «Йошкар-Ола – Мускав – Йошкар-Ола» маршрутпа ҫӳренӗ.
Аса илтерер: раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Чулхула облаҫӗнчи Воротынец районӗнче Шупашкартан Мускава кайма тухнӑ автобус аварие лекнӗ. Ун чухне 9 пассажира тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ.

Ф.П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищинче Ольга Шарыкина пианистка тата концертмейстерӑн юбилей концерчӗ иртнӗ.
Халӑхсем хушшинчи тата пӗтӗм Раҫҫейри конкурссен лауреачӗ концерт пуҫламӑшӗнчен пуҫласа вӗҫне ҫитичченех рояль умӗнче пулнӑ.
Чӑваш Енӗн профессиллӗ музыкине Ольга Николаевна парӑнни 42 ҫул ӗнтӗ. Ҫав шутран
виҫӗ теҫетке ытла ҫулне пианистка Федоров Павлов ячӗллӗ музыка училищинче тӑрӑшать. Вокалистссемпе инструменталистсен коцертмейстерӗ пулса вӑл вӗренекенсен темиҫе ӑрӑвне вӗрентсе кӑларнӑ. Ун патӗнче пӗлӳ пухнисем Мускаври, Питӗрти, Чулхулари, Сартури, Хусанти тата Шупашкарти аслӑ шкулсенче пӗлӳ пухаҫҫӗ.
Ольга Шарыкина пики каласан, хай вӑл Йошкар-Олари музыка училищинче тата Хусанти пединститутра музыкӑпа педагогика факультетӗнче, Чулхулари М.И. Глинка ячӗллӗ консерваторинче фортепьяно факультетӗнче вӗреннӗ. Тулӑри музыкӑпа педагогика училищинче фортепьяно ӑсталӑхне вӗрентнӗ. Шупашкарта вӑл филармонин музыка лекторийӗ концертмейстерӗ, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ балет класӗнче аккомпаниатор пулнӑ.

Ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Шупашкарта «Ирӗклӗх мисӗ» илем конкурсӗ иртнӗ. Унта сусӑр хӗрсем хутшӑннӑ.
Конкурсра мала тухассишӗн ултӑ пике кӗрешнӗ. Кӑҫал унта ытти регионтан та килнӗ. Конкурсҫӑсем юрласа, ташласа, сӑвӑ вуласа кӑтартнӑ. Юлашкинчен вӗсем хитре кӗпепе сцена ҫине тухнӑ. Вӗсене хавхалантармашкӑн «Ирӗклӗх мисӗ» конкурса пӗлтӗр ҫӗнтернӗ Екатерина Ворошилова та килнӗ.
Кӑҫал пуҫ кӑшӑлне Йошкар-Олари Ольга Пасеева тивӗҫнӗ. Вӑл кӳмепе ҫӳрет. Куракансем Шупашкарти Сания Хуснутдиновӑна килӗштернӗ. Татьяна Сабакаева, Ольга Репко, Анна Блинова та тӗрлӗ номинацире ҫӗнтернӗ.

Йошкар-Олара нацисен хушшинчи хутшӑнусен канашӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта РФ Президенчӗ Владимир Путин хутшӑннӑ. Владимир Владимирович хӑйӗн сӑмахӗнче наци чӗлхине вӗренесси кашнин ирӗкӗ пулнине, ӑна вӑйпах ӑса хывтармалла маррине пӗлтернӗ.
«Кашни территорире этника хушшинче кашнин хӑйӗн хутшӑнӑвӗ, паллах, вӗсене шута илмелле. Тӗслӗхрен, шкулсенче вырӑс чӗлхине тата Раҫҫейри халӑхсен чӗлхине вӗрентнӗ чухне. Хисеплӗ туссем, аса илтеретӗп: пирӗншӗн вырӑс чӗлхи — патшалӑх чӗлхи, нацисемпе хутшӑнмалли чӗлхе. Ӑна нимӗнпе те улӑштарма ҫук. Ӑна кашнинех пӗлмелле, — тенӗ Владимир Путин. — Раҫҫейри халӑхсен чӗлхисем — Раҫҫейри халӑхсен культурин пӗлтерӗшлӗ пайӗ. Вӗсене вӗренесси — Конституци прави, ирӗклӗ право. Ҫынна тӑван мар чӗлхене вӗрентме юрамасть. Вырӑс чӗлхине вӗрентессин шайне тата вӑхӑтне чакарма та ирӗк ҫук».
