Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ҫын валли шӑтӑк ан алт, хӑвах кӗрсе ӳкӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Антипинка

Республикӑра
odnaminyta.com сайтри сӑн
odnaminyta.com сайтри сӑн

Арҫын ҫынна вӗлерессипе хӑратнӑшӑн ҫирӗп режимлӑ колонире 10 уйӑх ирттерӗ.

Суд палӑртнӑ тӑрӑх, ку пӗлтӗр раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Пӑрачкав районӗнчи Антипинка ялӗнче пулнӑ. Сехет 12 хут шакиччен 10 минут маларах хайхи арҫын тарӑхнӑ, кӑшкӑрашнӑ. Вӑл ҫӗҫӗ ярса тытса хӗрарӑма вӗлерессипе хӑратнӑ. Лешӗ хӑраса кайнӑ.

Судра арҫын айӑпне йышӑннӑ, преступлени тунӑшӑн ӳкӗннӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/79528
 

Ял пурнӑҫӗ Валерий Галямин кӗнекесем парнелет
Валерий Галямин кӗнекесем парнелет

Республикӑри район-хуласенче Литература ҫулталӑкне пуҫлаҫҫӗ. Пӑрачкав районӗнчи Антипинка ялӗнче ҫулталӑка ырӑ пулӑмран тытӑннӑ. Унти вулавӑш ҫынсенчен кӗнекесем йышӑнать.

Чи малтан ҫак ӗҫе ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ Валерий Галямин хутшӑннӑ. Вӑл ашшӗ-амӑшӗ патне килсен хӑйӗнпе пӗрле темиҫе тӗркем кӗнеке илсе килнӗ. Вӗсем — вырӑс тата ют ҫӗршыв ҫыравҫисен классикисем: М.Ломоносов, Н.Некрасов, А.Толстой, Л.Н.Толстой.

Валерий Галямин пӗтӗмпе вулавӑша 60 яхӑн кӗнеке парнеленӗ. Вӗсенчен ытларахӑшӗ ял вулавӑшӗнче унччен пулман.

Вулавӑш заведующийӗ Татьяна Шпарева куншӑн питӗ хӗпӗртенӗ, парне кӳрекене тав тунӑ. Вӑл ҫак акци малалла тӑсӑласса шанать.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне карьерӑра ӳсмелли майсем туса парӗ, анчах ниме пӑхмасӑр йӑлт пӗлме тӑрашни, хӑвӑрӑн позицие ҫине тӑрса ӗнентерни ҫӗнӗ шухӑшсене пурнӑҫа кӗртме чӑрмантарӗ. Тӑрук вӑй пӗтни тупӑша тума чӑрмантарӗ.

Чӳк, 22

1935
91
Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
1957
69
Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть