Вӑрмарта ӗнер тӑватӑ хваттерлӗ ҫурт ҫунса кайнӑ. Пушар каҫхи 10 сехетре пулнӑ. Халӗ вӑл мӗнрен тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Ҫурт Совет урамӗнче пулнӑ. Поселокри ҫынсем шутланӑ тӑрӑх, пушар электропралукран тухма пултарнӑ. Тепӗр верси – чӗртсе яни.
Улатӑр районӗнчи Алтышево ялӗнче вара харпӑр ҫурт ҫунса кӗлленнӗ. Патӑрьел районӗнчи Каншел ялӗнче карта ҫуннӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна чӗртсе яма пултарнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче «Улатӑр – Шӑмӑршӑ – Алтышево» ҫулӑн 30-мӗш ҫухрӑмӗнче «Лада Гранта» малта пыракан трактор прицепӗ ҫине пырса тӑрӑннӑ. Прицеп ҫинче вара пӗренесем пулнӑ.
ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, авари 19 сехет те 35 минутра пулнӑ. «Лада Гранта» рулӗ умӗнче 64 ҫулти арҫын ларнӑ. Вӑл урӑ пулнӑ. Ҫавӑн пекех унпа салонра 74 ҫулти пассажирка пулнӑ.
Прицеп ҫине пырса тӑрӑнсан пӗрене салона шӑтарса кӗнӗ. Аварире 74-ри хӗрарӑм аманнӑ. Шел те, вӑл пульницӑра суранӗсене пула вилнӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Лада Гранта» водителӗ дистанцие пӑхӑнман.
Улатӑр районӗнчи виҫӗ кинемей кӑмпана кайсан ҫухалнӑ. Алтышево поселокӗнче пурӑнакан 77-87 ҫулсенчи виҫӗ тус юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче кӑмпана ҫывӑхри вӑрмана ҫул тытнӑ. Анчах унта вӗсем ҫӗтсе кайнӑ. Ҫакӑн пирки кинемейсенчен пӗрин мӑнукӗ вырӑнти полицейскисене пӗлтернӗ.
Пакунлисем, кинемейсен тӑванӗсем, пӗр ял ҫыннисем ватӑсене шырама вӑрмана васканӑ. Полицейскисем кӑмпаҫӑсене виҫӗ сехет шыранӑ. Малтан – машинӑпа, кайран –ҫуран. Уплюнкка карҫинккисене вӑрманта пӑрахса хӑварнӑ кинемейсене тупнӑ-тупнах. Ватӑсем хӑйсене йӗркеллех туйнӑ.
Улатӑр районӗнчи Алтышево ялӗнче пурӑнакансем кӑмӑлсӑр, мӗншӗн тесен ҫӑвӗпех, юр ҫуса лартиччен, ялта ӗнесем ҫӳреҫҫӗ. Вӗсене пӑхакан ҫук. Выльӑх-чӗрлӗх хӑй тӗллӗн ҫӳрет. Вырӑнти администраци те кун тӗлӗшпе нимӗн те туман. Кун пирки «Экосреда Чувашия» сайтра хыпарланӑ.
Ӗнесене кӗтӗве яманран вӗсем ял тӑрӑх кунӗпе утаҫҫӗ. Ҫавна май таҫта та вӗсен каяшӗ выртать. «Ял кунне те храм ҫывӑхӗнчи тислӗклӗ лапамра уявларӑмӑр», - ҫапла ҫырнӑ сайтра.
Ӗнесенчен суса илнӗ сӗте вара савута ӑсатаҫҫӗ. Вырӑнти халӑх иккӗленет: ҫапла майпа ҫапкаланса ҫӳрекен выльӑхӑн сӗчӗ пахалӑхлах-ши? Пӗлтӗр ав лейкоз чирне тупса палӑртнӑ.
Ҫитменнине, ӗнесем ҫынсен картисене ҫӗмӗреҫҫӗ, пахча ҫимӗҫе ҫиеҫҫӗ, газ пӑрӑхне те сиенлетнӗ. Кунашкалли пӗлтӗр пулнӑ. Выльӑхӑн хуҫи кам? Ҫакна палӑртаймаҫҫӗ ҫынсем. Хӑш чухне ӗнесем ҫӗрле те урамрах выртаҫҫӗ-мӗн.
Улатӑр хулинче пурӑнакан 16-ри тата 17-ри, ҫавӑн пекех Улатӑр районӗнчи Алтышевӑри 22 ҫулти ниҫта ӗҫлемен каччӑ иртнӗ ҫулхи юпа уйӑхӗн 4-мӗш каҫхине 19-ти ҫамрӑка вӑрмана лартса кайнӑ. Унта ҫитсен вӗсем унӑн алли-урине ҫыхса хурса хӗненӗ. Шар курнинчен вӗсем 300 пин тенкӗ тапӑннӑ, пӗр эрнере тупса пама ыйтнӑ, вӗлерессипе хӑратнӑ. 16-ри каччӑ ҫамрӑкӑн телефонне ҫаратнӑ.
Суд 17-ри тата 22-ри пуҫтахсене хупса хумасӑр 2 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтармалла тунӑ. 16-рине 18 тултариччен ятарлӑ хупӑ вӗренӳ заведенине ӑсатнӑ.
Кӗҫӗнни унччен те харсӑрланнӑ. Вӑл уголовлӑ-исполнительнӑй инспекцире учетра тӑнӑ. Унсӑр пуҫне ӑна тата 17-ри тусне шалти ӗҫсен пайӗн ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен подразделенийӗ шута илнӗ. Асӑннӑ надзор органӗсене тата хайхисем вӗренекен заведенисене профилактика енӗпе ҫителӗклӗ ӗҫлеменнине асӑрхаттарса, тивӗҫлӗ мера йышӑнма сӗнсе тӗпчевҫӗ хутсем ярса панӑ.
Чӑвашупрдор ҫул юсакан подрядчик шырать. Лайӑх хыпар: Улатӑр районӗнче икӗ ҫулта 10 ҫухрӑм ҫула ҫӗнетме палӑртнӑ: «Шӑмӑршӑ – Суйкӑн – Алтышево – Энӗш» участока.
Ҫак ҫул чӑннипех те хӑрушӑ лару-тӑрура пулнине вырӑнти ҫынсем те ҫирӗплетеҫҫӗ. Шӑмӑршӑпа Суйкӑн хушшинче вара вӑрманти ахаль ҫул кӑна, ун тӑрӑх ҫӳреме йывӑр.
Ҫак участок ҫинчи кивӗ асфальта хӑйпӑтӗҫ, ҫӗннине сарӗҫ. Ҫул унчченхинчен сарлакарах пулӗ. Ку ӗҫе кӑҫал ҫу-ҫурла уйӑхӗсенче тӑвӗҫ, унтан техника тӑхтавӗ пулӗ. 2020 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче каллех ку ӗҫе пуҫӑнӗҫ.
Хальлӗхе палӑртнӑ хак – 113 969 004 тенкӗ. Аукцион пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче иртӗ.
Раштав каҫӗнче Улатӑр районӗнчи чукун ҫул каҫҫи патӗнче арҫын виллине тупнӑ. Халӗ ҫав арҫынна таптаса хӑварма пултарнӑ водителе шыраса тупнӑ, тытса чарнӑ. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» хыпарлать.
Чиркӳ праҫникӗн кунӗнче Алтышево поселокӗнчи чукун ҫул каҫҫи тӗлӗнче 42 ҫулти ентешӗн виллине асӑрханӑ, ҫывӑхрах ҫӑмӑл автомобиль пайӗсем выртнӑ. Полици ӗҫченӗсем арҫынна машина таптаса хӑварма пултарнине палӑртнӑ, ҫавӑнпах таврари ялсене ҫитсе ҫаврӑннӑ. Нимӗнле информацисӗрех йӗрке хуралҫисем авари кам айӑпӗпе пулма пултарнине ӑнкарнӑ. Атрать ялӗнче ҫул-йӗр пӑтӑрмахӗ пулнӑ вырӑнта юлнӑ пайсемсӗр Renault Logan машинӑна курнӑ. Унӑн 27 ҫулти хуҫи Раштавра ҫула тухнине, анчах никама та ҫапса хӑварманнине каланӑ. Каярахпа аса илнӗ-мӗн: чукун ҫул урлӑ каҫма тӑрсан темӗскере пырса тӑрӑннӑ. Ун чухне вӑл машинӑран тухса та пӑхнӑ имӗш, анчах нимӗн те курман.
Палӑртмалла, ку тӗслӗхпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, тӗпчев пырать.
Чӑваш Енре тӗнче тетелне тухма ҫук ялсен переченьне ҫирӗплетнӗ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталне вырнаҫтарнӑ.
Унта ҫырнине ӗненсен, тӗнче тетелне тухма май ҫук ялсем Чӑваш Енре — 15. Пурте вӗсем Улатӑр районӗнче вырнаҫнӑ.
Тӗнче тетелне кӗме май ҫук ялсен списокне республикӑн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Улатӑр районӗнчи 15 ялта «Интернет» информаципе телекоммуникаци сечӗ ҫук ҫеҫ мар, вӗсенче вай-фай урлӑ та тӗнче тетелне кӗреймӗн.
Тӗнче тетелне кӗме май ҫук ялсем Алтышево, Атратск, Иваньково-Ленински, Киров, Междуреченски, Ҫӗнӗ Эйпеҫ, Первомайски тата Кивӗ Эйпеҫ ял тӑрӑхӗсенче вырнаҫнӑ.
Сӑмах май ҫакна та палӑртмалла: Чӑваш Енри халӑх йышлӑ ялсене Ростелеком вай-фай точкисем вырнаҫтарчӗ.
ҪУР | 23 |
Нумаях пулмасть Улатӑр район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Нина Шпилевая Алтышево ялӗн ҫыннисемпе тӗл пулса калаҫнӑ. Ялта шкула хупнӑ-мӗн. Сӑлтавне тӳре-шара ӑнлантарнӑ: ял вилсе пырать, унӑн пуласлӑхӗ ҫук-мӗн. Халӑх хирӗҫлесе пӑхнӑ, анчах ку хӗрарӑма килӗшмен, хыттӑнрах калаҫнӑ.
- Пӗлтӗр 482 ҫын вилнӗ, 170 ача ҫуралнӑ. Ачасем ҫуккишӗн эпӗ айӑплӑ-им? Куншӑн эпӗ айӑплӑ-и? Пуласлӑх ҫук! Ӗҫ вырӑнӗсем ҫук! – тенӗ Нина Шпилевая. Унӑн сӑмахӗнчен ҫакна ӑнланмалла: ҫынсем нумайрах вилнине, ача сахалрах ҫуралнине пула шкул ыйтӑвӗ ҫивӗч.
Халӑх хирӗҫлени, шкула хуптарасшӑн марри уншӑн кӑсӑклӑ мар иккен. Шпилевая пӗр хӗрарӑмпа пачах калаҫма хирӗҫленӗ, ӑна пухуран та кӑларса яма хӑтланнӑ. Тӳре-шара Алтышево ҫыннисемпе пуху мӗнле ирттернине ҫак каҫӑпа кайсан курма пултаратӑр: http://www.online812.ru/2018/08/23/001/.
Кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче «Улатӑр – Канаш» маршрутпа ҫӳрекен пуйӑс машинисчӗ полицие шӑнкӑравланӑ. Вӑл чукун ҫул тӑрӑх, Улатӑр районӗнчи Алтышево тата Атрать ялӗсен хушшинче, шортик тата майка ҫеҫ тӑхӑннӑ арҫын утнине пӗлтернӗ.
Полицейскисем вырӑна тӳрех ҫитнӗ. Анчах унта никама та тупайман. Пакунлисемпе ҫӑлавҫӑсем вӑрманта та, юханшыв хӗрринче те шыранӑ. Юнашар ялсенче пурӑнакансем те айккинче юлман – аялти тум вӗҫҫӗн утакан ҫынна шыранӑ.
Темиҫе сехетрен ҫав арҫын камево пулнине палӑртнӑ. Вӑл Атрать поселокӗнче пурӑнакан 23 ҫулти каччӑ пулнӑ. Хайхискер тусӗ патӗнче хӑнара пулнӑ, эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн киле кайма тухнӑ. Вӑл вӑрман хӗррипе темиҫе ҫухрӑм утнӑ, унтан ҫула май машинӑна ларса киле ҫитнӗ. Ирхине вара Мускав облаҫне ларса кайнӑ. Вӑл вахта мелӗпе ӗҫлет-мӗн. Халӗ унӑн сывлӑхӗ хӑрушлӑхра мар.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |