
Агентий Хирбиков ятлӑ ҫын «Контактра» халӑх тетелӗнчи хӑйӗн странцинче Григорий Хирпӳн асӑну хӑмине сӑрласа хуни пирки пӑшӑрханса пӗлтернӗ. Тӗрӗсрех каласан, йӑлтах мар иккен-ха, ятне ҫырнине сӑрласа хунӑ.
Кунта сӑмах Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Аксаринкасси ялӗнчи пирки пырать. Вӑл ҫуралнӑ вырӑнта хӑй вӑхӑтӗнче асӑну хӑми уҫнӑ.
Григорий Хирпӳ — паллӑ чӑваш композиторӗ, Чӑваш Республикин патшалӑх премийӗн лауреачӗ, РСФСР халӑх артисчӗ.
Агентий Хирбиков пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр икӗ ҫул каялла ҫав хӑма ҫинче композитор ятне ҫырса хунине сӑрласа хунӑ. Ҫавӑн пирки ватӑ ҫын прокуратурӑна та евитлесе пӑхнӑ иккен, унтан вара ыйтӑва администрацие ярса панӑ. Администраци йӑлтах йӗркеллӗ тесе хуравланӑ.
