АПШ хӳтӗлевминӗ ыйтнипе ӑсчахсем сивӗтӗшре е сивӗ шкапӗнче упрамасӑр 3 ҫул хыҫҫӑн та ҫиме юрӑхлӑ пицца шутласа кӑларнӑ иккен — кун пирки Associated Press пӗлтерет.
Ку пиццӑна епле хатӗрлемеллине ӑсчахсем икӗ ҫул пуҫ ватнӑ иккен. Тӗп йывӑрлӑхӗ унӑн ӑшлӑхӗнчи нӳрӗк чустана куҫни пулнӑ — ҫапла май пицца кӑвакарма хӑвӑрт пуҫланӑ. Ытлашши нӳрекрен хӑтӑлас тесе ӑсчахсем вара нӳрек тытакан пайсене нумайрах хушнӑ — тӑвар, сахӑр, сироп. Ҫавӑн пекех томан соусӗн, чӑкӑтӑн тата чустан йӳҫеклӗхне те ылмаштарма тивнӗ имӗш — ку бактерисен аталанӑвне чакарнӑ, йӳҫессинчен сыхлама пултарнӑ. Унсӑр пуҫне ку пиццӑна ятарласа хатӗрленӗ тимӗрленӗ упаковкӑра тытаҫҫӗ.
Пиццӑна американ салтакӗсем хӑйсен апатне кӗртеҫҫӗ иккен, анчах та ӑна нумай упрама май ҫукки унччен йывӑрлӑх кӳнӗ пулать.
Пултаруллӑ тепӗр ҫынна, тӗлӗнмелле пек те, хӑш чухне тӑван кӗтесӗнчинчен ытларах ют ҫӗрте пӗлеҫҫӗ. Муркаш районӗнчи Ҫӗнӗ Кӑрмӑш ялӗнче 1957 ҫулта ҫуралнӑ писателе тата журналиста Валерий Петровские Чӑвашринчен ытла Америкӑра вулаҫҫӗ тесен те ытлашши йӑнӑшмастпӑр пулӗ. Ӑна унта «Вырӑс америка писателӗ» тени пирки унӑн тӑванӗ пӗр ик-виҫ ҫул каялла каланине ас тӑватӑп-ха. Акӑлчан чӗлхипе пӗчӗк калавсем ҫыракан автор ӗҫӗсене Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче тата Австралинче пичетлеҫҫӗ.
Халӗ Валерий Петровский «Nazar Look» литература журналӗн премийӗн лауреачӗ пулса тӑнӑ. Ҫав журнала акӑлчанла тата крым тутар чӗлхипе кӑлараҫҫӗ иккен. Асӑннӑ кӑларӑмӑн акӑлчанла версийӗнче Валерий Петровскин ӗҫӗ пуҫласа пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче кун ҫути курнӑ. Ҫав журнала пичетлекен Румынири издательствӑра кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче авторӑн «Tomcat Tale» ятпа кӗнеке пичетленнӗ. Маларах Петровский ӗҫӗсем асӑннӑ издательствӑн икӗ антологине кӗнӗ.
Хӑй вӑхӑтӗнче Валерий Петровский Чӑваш патшалӑх университетӗнче «истори» специальноҫа алла илнӗ, Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче ют чӗлхесен факультетӗнче ӑс пухнӑ.
Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче 2,1 миллион патшалӑх служащийӗнчен 800 ытла ҫынна ирӗксӗр канма янӑ. Уншӑн ӗҫ укҫи тӳлемӗҫ. Кӗтмен-туман ҫӗртен отпуска ӑсатнин сӑлтавӗ — Барак Обам президентпа Конгресри хирӗҫле вӑйсем хыснана килес ҫул валли йышӑнассипе пӗр чӗлхе тупайманни.
Халӗ Америкӑри чылай учреждени хӑйсен ӗҫне чарса лартӗ. Социаллӑ тӳлев илес, ипотека кредичӗшӗн патшалӑхран тӗрев курас тата пӗчӗк бизнеза аталантарма «кӗмӗллӗ» пулас текенсен заявкисене йышӑнма чарӑнаҫҫӗ. Наци паркӗсемпе музейӗсем хупӑнӗҫ, NASA ӗҫлеме чарӑнӗ. Пӗтӗм тӗнчери космос станцийӗсен астронавчӗсемпе вӗҫевне йӗркелесе тӑракан центр кӑна ӗҫлӗ.
Конгреспа президент пӗр чӗлхе тупайманни АПШра унччен те пулнӑ. Федераци правительстви валли укҫа уйӑрассине 1977 ҫултанпа сахалтан та 17 хут чарса лартнӑ-мӗн.
Чӑн та ҫу вӑхӑтӗнче ҫак кӑпшанкӑ ҫынсене самай шар кӳрет — нӑйлата-нӑйлата этем юнне сахал мар ӗҫет вӑл. АПШ ӑсчахӗсем вара ҫын тарӗнчи пӗр компонента тупнӑ иккен — ӑна пула хайхи вӑрӑмтунасем этеме пачах та курмаҫҫӗ.
1-метилпиперазин ятлӑскер пурин те ҫук иккен, хӑш-пӗр ҫынсен тарӗнче кӑна тӗл пулать. Анчах та унпа сӗрӗнсен — ӑсчахсем вӑрӑмтунасем явӑнакан читлӗхе кӗнӗ — ҫак нӑйлакан кӑпшанкӑ ҫынна пачах та туймасть иккен, юнсӑр япала евӗр йышӑнать.
Ӑсчахсем шантарнӑ тӑрӑх ҫӗнӗ препарата ҫитес вӑхӑтрах тума тытӑнӗҫ.
Ҫапла шут тутнӑ иккен американ сывлӑшҫӳревҫи Джонатан Трапп. Вӗҫеве вӑл ӗнер ирхине (выранти вӑхӑтпа) АПШри Карибоу хулинчен тухнӑ. Атлантика океанӗ урлӑ каҫма пурӗ 4 пин ҫухрӑм вӗҫмелле, ҫакӑн валли ӑна 3–5 кун кирлӗ пулӗ. Океанӑн тепӗр енне каҫса Джонатан Трапп Европӑн пӗр-пӗр кӗтесӗнче чарӑнма шухӑшлать. Ҫул тӑкакне — 300 пин доллара — вӑл халӑхпа пӗрле пуҫтарнӑ иккен.
Чи йывӑр самант ҫак ҫулҫӳревре — ҫанталӑк улшӑнӑвӗ. Пӗр ҫил вӑйӗпе кӑна каҫма шутланӑран унӑн ҫутҫанталӑк пулӑмӗсене мӗнле пур ҫапла йышӑнма юлать ҫеҫ вӗт.
Енчен те унӑн ҫулҫӳревӗ ӑнӑҫлӑ вӗҫленет пулсан — океан урлӑ ҫак мелпе каҫнисен шутӗнче вӑл пӗрремӗш пулӗ. Опычӗ ҫук темелле мар ӗнтӗ — унччен вӑл 2010 ҫулта Ла-Манш пролив урлӑ вӗҫсе каҫнӑ.
Лазерлӑ шоу ирттересси пирӗн пурнӑҫа кӗрсе пырать ӗнтӗ. Ун пек япала пирки илтмен чӑваш та юлман пуль. Ку хутӗнче вара сӑмах тӗнче уҫлӑхӗ пирки пырӗ.
АПШ-ри NASA агентство космоса ҫӗнӗ аппарат вӗҫтерсе ярасшӑн. Уйӑх ҫывӑхӗнче вӑл 100 талӑкран кая мар ӗҫлемелле иккен. Тӗллевӗ те паллӑ — Уйӑх ҫинчи сывлӑша тата пирӗн платенӑн спутникӗнчи ҫӗр ҫийне тӗпчесси. Ҫак ӗҫе вара лазерпа тӑвасшӑн.
LADEE (Lunar Atmosphere and Dust Environment Explorer) ят илнӗ аппарата авӑнӑн 6-мӗшӗнче хӑпартса ярасшӑн. Мӗн тӗпчесе пӗлнине те вӑл Ҫӗр ҫине лазер пайӑркипе пӗлтермелле имӗш. Ҫак ӗҫе тума виҫӗ илекен-паракан станци пулӑшмалла. Иккӗшне АПШ-ра ӑсталаса лартнӑ, виҫҫӗмӗшӗ вара Канар архипелагӗнче вырнаҫнӑ, ӑна Европа космос агентсви туса лартнӑ.
LADEE Уйӑх патне 30 кун вӗҫӗ, тата тепӗр ҫавӑн чухлӗ вӑхӑт ҫыхӑнӑва йӗркелеме кирлӗ пулӗ. Лазер пайӑркине ахаль куҫпа курма май пуррипе ҫуккине ИТАР-ТАСС пӗлтермест ҫав...
АПШ финанс министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх патшалӑх парӑмӗ 14 триллин ҫитнӗ. Кашни американ ҫине пайласан ҫапла вара пӗр ҫынна 45 пин доллар лекет.
Пӗлтӗр нарӑс уйӑхӗнче АПШ парӑмӗ мӗн таран ӳсме пултарассине 14,3 триллона ҫити ӳстернӗччӗ (1,9 триллион пысӑклатнӑччӗ). Халӗ ӗнче Конгресӑн малалла мӗн тумалли пирки шутлама тивӗ — е вӑл виҫене (потолока) тата та ӳстермелле, е тӑкаксене чакармалла.
АПШ укҫа-тенкӗ министрӗ Тимоти Гейтнер маларах пӗлтернӗ шухӑшӗпе парӑм виҫи ҫак калӑпӑша 2011 ҫулхи пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче ҫеҫ ҫитмелле пулнӑ. Министр ун чухне парӑмӑн чи пысӑк виҫине ӳстерме ыйтнӑччӗ — унсӑрӑн ун шухӑшӗпе АПШ экономики йывӑр лару-тӑруна кӗрсе ӳкме пултарать. Конгресри республиканецсем тӑкаксене виҫеллӗ тусан ҫеҫ парӑм калӑпӑшне пысӑклатма хатӗр.
Утӑ уйӑхӗн 11-мӗшпе 13-мӗшӗ хушшинче АПШри Санта Фе хулара халӑх тунӑ япаласен 5-мӗш тӗнче куравӗ иртӗ. Унта Чӑваш Ен ӑстисем те кайӗҫ, вӗсем чӑваш тӗррине кӑтартӗҫ.
Чӑвашсене курава Нью Мексика штачӗн культура министрӗ Стюарт А. Ашман чӗннӗ. Инҫетри Америкӑна пирӗн республикӑран тӑваттӑн кайӗҫ.
Куравра пирӗн ӑстасем чӑваш тӗррине тӗррипе, халӑх кӗпе-тумӗпе, халӑх пуканисенпе паллаштарӗҫ. «Чӑваш Енӗн халӑх промыслӗсен пӗрлӗхӗн» специалисчӗ Вячеслав Платонов пӗлтернӗ тӑрӑх пирӗн тӗрӗпе чикӗ леш енче питӗ вӑйлӑ кӑсӑкланаҫҫӗ.
Ҫавӑн пекех ярмӑрккара пирӗн ӑстасем паллӑ хаклавҫӑсемпе тата коллекционерсемпе паллашӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |