Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Ҫурлан 22-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Ҫӑкалӑхьялӗ уява пухӑннӑ. Халӑх ял уявне анлӑн паллӑ тунӑ. Сӑлтавӗ те пулнӑ: Ҫӑкалӑхьялӗ 340 ҫул тултарнӑ.
Уява пӗрремӗш хут 1997 ҫулта Николай Михайлов пуҫарӑвӗпе паллӑ тунӑ. Вӑл — ял старости. Унтан ҫынсем 2003 ҫулта уява пухӑннӑ. Кайран ял 335 ҫул тултарнипе паллӑ тунӑ. 2013 ҫулта та ҫакалӑхьялӗсем пӗрле ташласа савӑннӑ. Халӗ те ял юбилейне халӑх туслӑн пухӑннӑ.
Уяв Николай Чудотворец часавайӗ тата ҫӑлкуҫ патӗнчен пуҫланнӑ. Унта Илия атте шыва сӑвапланӑ. Унтан халӑх клуб умне пухӑннӑ та «Алран кайми аки-сухи» юрланӑ.
Хисеплӗ хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ. Вӗсем чечек куравӗпе паллашнӑ, чӑваш апатне тутаннӑ, килте вӗретнӗ сӑра ӗҫнӗ.
Ҫӑкалӑхьялӗсен ял уявӗнче чи маттуррисене чысласси йӑлана кӗнӗ. Чи хастаррисем — Ольга Иванова, Галина Егорова, Валентина Алексеева, Серафима Архипова, Александр Ильин, Нина Иванова, Екатерина Никитина — хисепе тивӗҫнӗ. Ҫемьере нумай ҫул килӗштерсе пурӑнакансене те чысланӑ.
Халӑха «Ҫӑкалӑх» вокал ансамблӗ, чӑваш эстрада юрӑҫисем юрӑсемпе саламланӑ. Уявра спорт ӑмӑртӑвӗсене ирттернӗ. Унтан пурте сӗтел хушшине ларса шӳрпепе сӑйланнӑ.
Сӑнсем (20)
