Пӗр вӑхӑт шӑрах ҫанталӑк тӑнӑран чылай районта тыр-пул, пахча ҫимӗҫ типме пуҫланӑччӗ. Ял хуҫалӑхӗсем ҫумӑра тем пек кӗтрӗҫ. Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, чылай районта нумай кӗтнӗ ҫумӑр тинех ҫурӗ. Анчах пурне те савӑнтарчӗ-ши вӑл?
Ӗнер Вӑрнар районӗнче те ҫумӑр самай ҫунӑ. Ку, паллах, уй-хиршӗн паха пулнӑ. Типсе ҫитнӗ тӑпра нӳрӗке тумлам юлмичченех ҫӑтнӑ. Анчах ҫумӑрпа пӗрле пӑр та ҫунӑ.
Паллах, пӑр пахча ҫимӗҫе усӑ кӳмен. Михаил Тарасов фермер кун пек пуласса шутламан та. Пӑр темиҫе минутра вӗсен купӑстине, ҫӗрулмине, кӑшманне пысӑк сиен кӳнӗ. Вӗсен ҫулҫисем вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫӗмӗрӗлнӗ.
Михаил Тарасов фермерӑн 6 гектар пахча ҫимӗҫ. Уйрӑмах вӑл купӑста ҫитӗнтерсе тупӑш тӑвать. Тухӑҫӗ ӳстӗр тесе ӑна удобренипе шӑварать, ҫум курӑкран сыхлать.
Пӑр фермер пахчине самай сиен кӳнӗ. Паллах, вӑл пӗчӗк тухӑҫ туса илме тӳр килнӗшӗн пӑшӑрханать. Ҫапах пӑр йӑлтах аркатманшӑн савӑнать.
Пӑр «Санар» агрофирмӑн уйӗнчи ҫӗрулмине те ҫӗмӗрсе пӗтернӗ.
Сӑнсем (6)