Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Выртакан чул мӑкланать, ҫӳрекен чул якалать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Чӑваш студенчӗсем — Мари университечӗн конференцийӗнче

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 27.04.2010 07:39 | 1580 хут пӑхнӑ
Мари университечӗ
Мари университечӗ

Иртнӗ эрнере чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн тӑватӑ студентки Мари патшалӑх университечӗн финно-угроведени институтӗнче наукӑпа прктика конференцийӗнче пулчӗҫ. Вӗсем — С.Чернова, А.Димитриева (4 курс), О.Иванова, Т.Ефремова (3 курс). (Ҫулҫӳреве йӗркелеме пулӑшнӑ 4 курс студентне Е.Филиппова — пысӑк тав сӑмахӗ).

Чӑваш хӗрӗсем литература пӗлӗвӗ тата фольклор секцийӗсенче тухса калаҫрӗҫ. Кӑсӑклансах итлерӗҫ вӗсен доклачӗсене мари преподавателӗсемпе студенчӗсем. Ҫине-ҫинех ыйту пачӗҫ, тӗпчерӗҫ. А.Димитриева паллӑ чӑваш ҫыравҫин хайлавӗсенчи хӗрарӑм шӑпине йӗркеленӗ, докладра вӑл Ч.Айтматов кӑркӑс ҫыравҫин хайлавӗсене Ю.Скворцовӑннипе танлаштарнӑ. Хӗрӳллӗ хуравланипе, ҫухалса кайманнипе палӑрчӗҫ пирӗн студенткӑсем.

Кӳршӗ республикӑри ҫамрӑксен доклачӗсене те хаваслансах итлерӗҫ вӗсем. Йошкар-Оласем малтан ҫармӑсла калаҫрӗҫ. Вӑл хушӑра мари чӗлхипе вулакан докладсене тӑнласа пӗр пек янӑракан сӑмахсене уйӑрса илме, мӗн те пулин ӑнкарма тӑрӑшрӗҫ чӑвашсем. Кайран, сӑмах мӗн ҫинчен пынине кӗскен вырӑсла ӑнлантарса парсан, хӑйсем те ыйтусем пачӗҫ. Ҫапла вара, пӗр-пӗрин опычӗпе ылмашрӗҫ вӗсем.

Тӗл пулу вӗҫленнӗ май чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн студенчӗсене дипломсемпе чысларӗҫ. Чӑваш профессорӗсемпе преподавателӗсене салам каларӗҫ мари тӗпчевҫисем. Туслӑ ҫыхӑну татӑлмасса, малалла тата ҫирӗпленессе шаннине пӗлтерчӗҫ вӗсем.

Конференци хыҫҫӑн ЧПУ хӗрӗсем Йошкар-Ола хулипе паллашрӗҫ. Мари республикин тӗп хулин паллӑ вырӑнӗсене ҫитсе курчӗҫ, асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗнчӗҫ, сувенирсем туянчӗҫ. Ҫумӑр айне лексе йӗпенни те, ҫиллӗ ҫанталӑк та пӑсаймарӗ савӑк кӑмӑлӗсене. Мероприятипе экскурси пурне те килӗшрӗ.

#конференцисем, #кӳршӗре, #Мари Эл, #Чӑваш патшалӑх университечӗ, #Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем