Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ӗҫчен ҫынран ӗҫ хӑрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Раҫҫейре: Кустӑрмари хваттертен 5 тиев машини ҫуп-ҫап илсе тухнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 17.06.2015 21:17 | 1636 хут пӑхнӑ
Раҫҫейре

Кил-ҫурта тата хваттере кирлӗ мар ӑпӑр-тапӑра пухма юратакан ҫынсем сахал мар тӗл пулаҫҫӗ. Вӗсем тирпейлӗхе юратманни час-часах кӳршисене килӗшмест — тӗрлӗ харкашусем ҫуратать. Ҫавнашкал кил-йыш Кустӑрма (выр. Кострома) хулинче те пулнӑ. Хваттерӗ унӑн муниципалитетӑн шутланнӑран суд арҫынна тара илнӗ пурӑнмалли вырӑна ҫӳп-ҫапран тасатмалла йышӑннӑ, анчах вӑл ку хушӑва пурнӑҫлама васкаман имӗш.

Приставсем кӗтнӗ-кӗтнӗ те ку ӗҫе хӑйсем пурнӑҫлама шутланӑ. Арҫын патне хайхи суд приставӗсем, Кустӑрма хула администрацийӗн ӗҫченӗсем пырса ҫитнӗ — ҫӳп-ҫапа илсе тухма тытӑннӑ. Сахал мар сӗтӗрсе килнӗ иккен арҫын — коммуналлӑ хуҫалӑх ӗҫченӗсен 5 тиев машини калӑпӑш илсе тухма тивнӗ. Кун хыҫҫӑн асӑрхаттарса та хӑварнӑ: хваттерте тирпейсӗрлӗх малашне те хуҫаланӗ пулсан ӑна урӑх хваттерпе тивӗҫтермесӗр кӑларса яма та май пур иккен.

#пӑтӑрмахсем, #Кустӑрма, #ҫурт-йӗр, #Кустӑрма облаҫӗ, #Раҫҫейре, #судсем, #тирпейсӗрлӗх

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем