Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ӑслӑ ҫын нихҫан та ҫынна ухмах темест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Республикӑра пӗр кунра виҫӗ ҫын путса вилнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Софья Савнеш 16.06.2015 16:44 | 1278 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Пӗр кунра Чӑваш Енре виҫӗ ҫын путса вилнӗ. Кун пирки РФ МЧСӗн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтерет. Ку ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пулнӑ.

Инкексем Канаш, Улатӑр, Шупашкар районӗсенче пулнӑ. Улатӑрта 23 ҫулти каччӑ вырӑнти савут ҫывӑхӗнчи пушар кӳллинче шыва кӗме шутланӑ та путса вилнӗ. Унӑн виллине каҫхи 9 сехет тӗлне тупнӑ.

Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял Покровски ялӗнче вара 33 ҫулти хӗрарӑм эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн чӑмпӑлтатма шухӑшланӑ. Ишлейре пурӑннӑскер путса вилнӗ. Унӑн виллине ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче шырама пуҫланӑ.

Канаш районӗнчи Кипеч ялӗнче вара 47-ри арҫыннӑн виллине тупнӑ. Вӑл та чӑмпӑлтатнӑ чухне шыв айне кайнӑ.

РФ МЧСӗн Чӑваш Енри управленийӗ шывра асӑрхануллӑрах пулма, шыва кӗнӗ чухне эрех ӗҫме юраманни пирки асӑрхаттарать.

#Улатӑр, #Кипеч, #пӑтӑрмахсем, #Канаш районӗ, #Улатӑр районӗ, #Шупашкар районӗ, #Ишлей, #ӳсӗрсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/77875
 

Комментари:

Agabazar // 1820.7.4954
2015.06.16 21:55
Agabazar
Виҫҫӗш те эрехе пула
Agabazar // 1820.7.4954
2015.06.16 21:55
Agabazar
Виҫҫӗш те эрехе пула

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем