Преступлени тӑвакан ҫын правӑна сыхлакан органсене хӑй пирки хӑй евитлени сайра-тӑр. Канаш районӗнче вара 39 ҫулти арҫын ҫавӑн пек хӑтланнӑ та.
Пӑтӑрмахӗ кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче каҫхине пулса иртнӗ. Ӗҫсе ӳсӗрӗлнӗ арҫын Канашри культурӑпа кану паркӗнче пӗр хӗрпе паллашас тенӗ. 16-рискерпе. Ҫулӗпе ашшӗ евӗр лекекен арҫынпа пике калаҫас темен курӑнать, ҫитменнине, хӗрпе паллашас шутлӑскер ӳсӗр пулни пирки маларах палӑртрӑм ӗнтӗ.
Иккӗшӗн ним пирки те сӑмах сыпӑнтармалли ҫуккине кура хӗр арҫынпа ӑш пиллӗ пулман, хӑйӗнчен хӑпма ыйтнӑ. Итлемесен электрошокерпа усӑ курасси пирки асӑрхаттарнӑ. Арҫынна ку та шиклентерменнине кура хӗр унтан тарса хӑтӑлас тенӗ. Анчах лешӗ хӑваласа ҫитсе хӗре юр ҫине ӳкернӗ, унӑн электрошокерне туртса илме хӑтланнӑ. Ҫав самантра пике электрошокера ӑнсӑртран ӗҫлеттерсе янӑ, хӑй тарнӑ. Тӑна кӗрсен арҫын патруль машини иртсе кайнине асӑрханӑ та ӑна чарса хӑйне шар кӑтартни пирки ӗнентерме пӑхнӑ. Йӗрке хуралҫисем ӗҫе тӗпченӗ вӑхӑтра тӗрӗслӗх ҫиеле тухнӑ. Арҫынна суд 2 ҫул та 6 уйӑхлӑха тӗрмене хупмасӑр айӑплама тата 10 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.