Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Акан 16-мӗшӗнче паллӑ драматург Василий Ржанов ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитрӗ. Ҫак куна халалласа Муркаш районӗнчи Илйинка шкулӗнче литература каҫӗ иртрӗ.
Мероприятие Муркаш районӗн пуҫлӑхӗ Иванов Ю.А. уҫрӗ. Малалла пухӑннӑ халӑх умӗнче Илйинка ял тӑрӑхӗн ертӳҫи Ю.В. Перцев, шкул директорӗ В.Ф. Ильина тухса калаҫрӗҫ.
Вӑрманкасси ял клубӗнчи драма ушкӑнӗ Василий Ржанов ҫырнӑ «Автан ахаль авӑтмасть» комедин пӗр пайне лартса кӑтартрӗҫ. Шкул ачисем те аякра тӑмарӗҫ — ҫыравҫӑн «Имена героев его книг бессмертны» кӗнекинчи текста вуласа пачӗҫ.
Литература каҫӗ Трен, Апчар, Вӑрманкасси культура ҫурчӗсенчи пултарулӑх ушкӑнӗсен концерчӗпе вӗҫленчӗ.
Ржанов Василий Тимофеевич 1915 ҫулхи акан 16-мӗшӗнче Муркаш районне кӗрекен Вӑрманкассинче ҫуралнӑ. Чӑваш АССРӑн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ятне тивӗҫнӗ.
Литература анинчи ӗҫӗ 1949-1950 ҫулсенче ҫырнӑ «Энтип» драмипе пуҫланнӑ.
Драматургире чылай хушӑ ӗҫлесе темиҫе кӗнеке те пичетлесе кӑларнӑ: «Сӗм вӑрманта» (1958), «Мистер Кент шикленет» (1958), «Пӗр пайлӑ пьесӑсем» (1962), «Тӗнче ҫаврӑнать» (1968), «Эндип» (1952, 1964), «Своими глазами» (1970, 1985).
