Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Элтепер пуканне Рылеев та йышӑнасшӑн

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Таисия Ташней 04.06.2015 19:37 | 1651 хут пӑхнӑ
Политика Алексей Рылеев
Алексей Рылеев

Хальлӗхе ултӑ ҫын Чӑваш Енӗн Элтеперӗн пуканне йышӑнма ӗмӗтленет иккен. Ӗнер, ҫӗртмен 3-мӗшӗнче, суйлава хутшӑнас шухӑш пуррине «Тӑван ҫӗршыв» парти пайташӗ, «Сталинград» социаллӑ патриот клубӑн ҫум ертӳҫи Алексей Рылеев пӗлтернӗ. «Тӑван ҫӗршыв» парти хӑйӗн порталӗнче Рылеев ку шухӑша республикӑра пурӑнакансен пуҫару ушкӑнӗ ыйтнӑ хыҫҫӑн тытнине пӗлтернӗ.

Алексей Рылеев ӑна Чӑваш Енпе тӑван-хурӑнташлӑ, ӗҫлӗ, туслӑ хутшӑнусем ҫыхӑнтарнине пӗлтернӗ. Унӑн арӑмӗ кунтан иккен. Хӗрӗ те каникула Чӑвашра ирттерет имӗш. Рылеев Чӑваш Енри тӗп ҫивӗч ыйту шутне кунти ҫынсем ют регионсене ӗҫлеме тухса кайнине кӗртет-мӗн. Ҫав вӑхӑтрах вӑл пирӗн республика хӑйӗн промышленноҫӗпе, электроникипе тата тракторӗсемпе мӑнаҫлине палӑртнӑ.

Чӑваш Ен Элтепер пуканӗшӗн ултӑ ҫын кӗрешӗве тухма хатӗррине палӑртрӑмӑр та, ҫав шутра либерал-демократсен партийӗн пайташне, Свердловск облаҫӗнче ҫуралнӑ, 33 ҫулти Константин Субботина, Валентин Шурчанов коммуниста, «Сӗтев» хаҫат тӗп редакторне Эдуард Мочалова тата хальхи Элтепере Михаил Игнатьева асӑнмалла. Кунсӑр пуҫне «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ Анатолий Аксаков кӗрешӗве тухма хатӗррине пӗлтереҫҫӗ. Анчах парти ун тӗлӗшпе хальлӗхе татӑклӑ йышӑну туман иккен-ха.

#кандидатсем, #партисем, #политика, #суйлав

 

Комментари:

Agabazar // 2179.69.1309
2015.06.04 19:54
Agabazar
Чӑваш ҫине тата тепӗр ырлӑх татӑлса анчӗ иккен

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем