Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Мухтанчӑкӑн пуш енчӗк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Красноармейски ял тӑрӑхӗнче пурӑнакан граждансен пухӑвӗ иртрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 07.04.2010 20:32 | 2317 хут пӑхнӑ

Малтанах конференцие пухӑннисем ял тӑрӑхӗнчи ал ӑстисемпе районти ача-пӑча тӗслӗх вулавӑшӗнчи кружоксене ҫӳрекенсен ӗҫӗсен тата районти тӗл библиотека ӗҫченӗсем юбилейсен ячӗпе йӗркеленӗ кӗнекесен выставкисемпе, ҫавӑн пекех вырӑнти юрӑҫсен, ку шутра ял тӑрӑхӗн администрацийӗнче вӑй хуракансен тата ветерансен хорӗн (ертӳҫи — ЧР культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ А. Алексеев) пултарулӑхӗпе паллашрӗҫ. Унтан ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В. Шестаков пӗлтӗрхи ӗҫ-хӗл пирки туса панӑ отчета тимлӗн тӑнларӗҫ. Ҫулталӑк тӑршшӗпе алӑ усса ларманран Владимир Константиновичӑн та каламалли темӗн чухлех тупӑнчӗ. Вӑл хӑйсен ӗҫне пур енлӗн сӑнласа пама ҫине тӑнине ун сӑмахӗнчи аяларах илсе кӑтартакан хӑш-пӗр цифрӑсемпе фактсем урлӑ вулакан патне ҫитерес тетӗп.

Ял тӑрӑхӗнчи пӗчӗк 79 предприятире 1060 ҫын ӗҫлет. Пӗлтӗр ҫеҫ райцентрта «Людмила», «Мастер» лавккасем уҫӑлнӑ. «Ҫамрӑк ҫемьесен чи лайӑх хушма хуҫалӑхӗ» конкурс ҫӗнтерӳҫисене палӑртнӑ. Ҫӗньял Упири Марк Аттай урамӗнче ҫӗнӗ ҫӑл тунӑ. Красноармейскинчи Ленин урамӗнчи газонсем ҫинче чечексем ҫитӗнтернӗ (2010 ҫула районта Чечексен ҫулталӑкӗ тесе пӗлтернӗ май, пархатарлӑ ку ӗҫе кӑҫал татах та анлӑраххӑн сарасшӑн). Килти хуҫалӑхра туса илнӗ продукцие сутма меллӗрех пултӑр тесе, ял тӑрӑхӗн администрацийӗ вырнаҫнӑ ҫуртран инҫех мар суту-илӳ павильонӗ уҫнӑ. Тирпей-илем ик уйӑхлӑхне хутшӑнса, полигона ялсенчен ҫуп-ҫап чылай турттарса тухнӑ (ҫакна валли бюджетран 80 пин ытла тенкӗ уйӑрнӑ). Эрне кунсерен санитари кунӗсем йӗркеленӗ, 1 пин ытла тӗп йывӑҫ лартса хӑварнӑ. Трак гимназийӗпе Красноармейскинчи 2-мӗш шкул, райпопа газ участокӗн коллективӗсем уйрӑмах хастарлӑхпа палӑрнӑ. Ветерансене — Ҫӗнтерӳ кунӗнче, ватӑсене юпан 1-мӗшӗнче чысланӑ. Ҫӑвӑн 9-мӗшӗнче Васнар ялӗн ҫамрӑкӗсем пуҫарнипе ҫулленех футболла выляса урамсем хушшинче мала тухассишӗн ӑмӑрту иртет, ҫӗнтерӳҫӗне куҫса ҫӳрекен кубокпа чыслаҫҫӗ. «Йывӑр» ҫемьесем вунпӗр, вӗсемпе профилактика канашӗ те ӗҫлет. Спирт тытакан шӗвексем вӑрттӑн сутакан 29 ҫынна тупса палӑртнӑ, вӗсем пирки те ҫирӗп мерӑсем йышӑнма ҫине тӑраҫҫӗ. Юханшывсем урлӑ хывнӑ 5 каҫӑран пӗлтӗр Йуҫкассипе Крентейкасси ялӗсем тӗлӗнчисене юсанӑ. 2009 ҫулта 47 ҫемье ҫӗнӗ ҫурта кӗнӗ (пурӑнмалли пӗтӗмӗшле лаптӑк 6152 тӑваткал метр), Красноармейскинчи Моркинская урамра тата 21 ҫемьене ку тӑллевпе ҫӗр участокӗуйӑрса панӑ. Иртнӗ ҫул 29 ҫемье хушма хуҫалӑха аталантарма 4054 пин тенкӗлӗх кредит илнӗ, 2006 —2009 ҫулсенче вара пӗтӗмпе 49397400 тенкӗлӗх (353 ҫемье). Райцентрта 315 гаража шута илнӗ. Хваттер черетӗнче 279 ҫемье тӑрать, ҫав шутра ҫамрӑк ҫемьесем — 59. Ҫамрӑк 8 ҫемьене хваттер ыйтӑвне татса пама 2507626 тенкӗлӗх субсидипе тивӗҫтернӗ. Пӗр тӑлӑха хваттер панӑ. Райцентрти Чапаев урамӗнче пӗлтӗрхи Физкультурник кунӗнче ҫӗнӗ спортплощадка уҫнӑ. Иртнӗ ҫулах халӑх пултарулӑхӗн районти ҫурчӗн маччине ҫӗнетнӗ, кӑҫал ку ҫурта тӗпрен юсама пӑхаҫҫӗ. Янкасрине те йӗркене кӗртмелле. 2009 ҫулта 3 ветеранпа пӗр салтак арӑмӗн пурнӑҫ условийӗсене лайӑхлатнӑ. Пӗлтӗр ял тӑрӑхӗнче 70 ача ҫуралнӑ пулсан, 71-ӗн вилнӗ (ытларахӑшӗ — вӑй питти арҫынсем). Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ҫулталӑк хушшинче 32 ҫынна харпӑр хӑй ыйтӑвӗпе йышӑннӑ, тӗрлӗ справка патне 5358 ҫын пынӑ. «Пирӗн тӗп тӗрек — вырӑнти актив: депутатсем, ял старостисем, обществӑлла ытти йӗркелусен представителӗсем. Тав вӗсене ял тӑрӑхӗн администрацийӗпе тачӑ ҫыхӑнура пулнӑшӑн», терӗ, отчетне вӗҫленӗ май, Владимир Константинович.

Кун йӗркине кӗртнӗ иккӗмӗш ыйтупа район пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен, пӗрремӗш ҫумӗ Н. Антонов район администрацийӗн пӗлтӗрхи ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен информаци панӑ хыҫҫӑн Николай Илларионовичпа Владимир Константинович патне ыйтусем нумай пулчӗҫ. Акӑ вӗсем: райцентрти 3-мӗш апат-ҫимӗҫ лавкки ҫывӑхӗнче каҫпа йӗрке тӑвасси, Красноармейскинчи обществӑлла мунчана ӗҫлеттересси, ветерансен хорӗпе культура ӗҫченӗсем валли ҫӗнӗ автобус туянасси, районти историпе таврапӗлӳ музейне урӑх ҫурта куҫарасси, маршрутлӑ автобуса Васнарта темиҫе ҫӗрте чарӑнмалла тӑвасси, пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх ҫӑмӑллӑхӗсен тарифӗсене йӗркелештересси, тасатмалли сооруженин ӗҫне тӗрӗслесех тӑрасси, асфальтлӑ ҫула Кивӗ Йӗкӗт ялне ҫитересси, ҫутҫанталӑк газне райцентрти ҫӗнӗ урамсене кӗртнӗшӗн ҫынсенчен укҫа-тенкӗ пӗрешкел пухасси, райбольница хыҫӗнчи урама тротуар хурасси, Г. Степанов урамӗнчи юпасем ҫинчи ҫунман электролампочкӑсене улӑштарасси, Г. Степанов палӑкӗ хыҫӗнчи ҫырмана ҫуп-ҫап пӑрахма чарӑнасси, кунти ҫӑлкуҫа тасатасси.

Конференцире районти шалти ӗҫсен пайӗн милицин участокри уполномоченнӑйӗ Н. Герасимова та тухса каларӗ. Вӑл 2009 ҫулта ял тӑрӑхӗн территорийӗнче 70 преступление шута илнине (е ҫакӑ унчченхи ҫулхинчен 30 процент нумайраххине), 71 процентне уҫса панине пӗлтерчӗ. Кунпа пӗрлех административлӑ 946 протокол ҫырнӑ, ку шутра обществӑлла вырӑнта ӳсӗр пулнӑшӑн ҫеҫ — 605. Апла пулсан шухӑшласа пӑхмалли пурах: ял тӑрӑхӗн администрацийӗн те, милици сотрудникӗсен те, хамӑрӑн та— ӑҫталла каятпӑр капла?

Конференцире ҫавӑн пекех район депутачӗсен Пухӑвӗн депутачӗ В. Перепелкин, ял тӑрӑхӗн депутачӗсен Пухӑвӗн председателӗн ҫумӗ А. Филиппов, Красноармейскинчи А. Афанасьев, В. Антонова, Н. Петров, С. Железин ветеранозм, ял тӑрӑхӗн депутачӗсен Пухӑвӗн депутачӗ 3. Долгова, Малти Карӑкпа Янкас ялӗсен старостисем В. Ивановпа Л. Иванов, ветерансен районти канашӗн председателӗ В. Гордеева, культура тытӑмӗнче нумай ҫул ӗҫлекен В. Серафимов тата райпо канашӗн председателӗ А Дмитриева сӑмах илчӗҫ. Вӗсен те сӗнӳсем сахал мар пулчӗҫ. Акӑ, Валентина Степановна малашне Красноармейски ялӗнче те граждансен пухӑвне ирттерме сӗнет, «кунти ветерансен канашне 20-25 ҫын ҫеҫ пухӑнса суйламалла мар», тет. Вӑл пенсионерсен канашӗн ӗҫӗ курӑнманнипе те кӑмӑлсӑр, вӗсем валли район центрӗнче мероприятисем ытларах йӗркелемеллине палӑртать (мӗншӗн-ха Пӗрлӗхлӗ информаци кунӗсенче ватӑсене пӗр ҫӗре пухса тӗлпулу йӗркелес мар?). Паянхи конференцире халӑх пултарулӑхӗн районти ҫурчӗн ертӳҫинчен хӗл каҫа миҫе мероприяти йӗркелени пирки отчет итлесен те пӑсӑк пулас ҫукчӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче ҫапла пулнӑ та. Пирӗн ял тӑрӑхӗнчи хӗрарӑмсен канашӗ те хут ҫинче ҫеҫ шутланса тӑрать. Пирӗн урам старости кам-ши? Пӗлместӗп. Депутатсенчен отчетсем те итлесехчӗ», — терӗ Валентина Степановна. Юлашкинчен вӑл Чечексен ҫулталӑкӗнче чечексем ытларах ҫитӗнтерсе район юбилейне парне хатӗрлеме, ку енӗпе конкурс ирттерме чӗнсе каларӗ. Мӗнешкел ырӑ шухӑш ку. Ҫаплах пултӑрччӗ те. В Антонова сӗнӗвӗсене малалла тӑсса, С. Железин та пысӑк уявсенче халӑха, ҫав шутра ветерансене те, пӗрле пуҫтарса калаҫмаллине палӑртрӗ, халӑх пултарулӑхӗн районти ҫуртӗнче ҫакӑн пек пысӑк йышпа пурнӑҫ ыйтӑвӗсене сӳтсе явнин пӗлтерӗшӗ пысӑккине каларӗ, район хаҫатӗнче «Ыйту —хурав» рубрикӑна тӗллевлӗ тытса пыма сӗнчӗ.

Конференцире пулнисем ял тӑрӑхӗн администрацийӗн отчетлӑ тапхӑрти ӗҫне «вӑтам» тесе хакларӗҫ, сӳтсе явнӑ ыйтусемпе ӗҫлӗ йышӑнусем турӗҫ.

Юлашкинчен Н. Антонов тылра ырми-канми вӑй хунисен пысӑк ушкӑнне «Тӑван ҫӗр-шывӑн 1941—1945 ҫулсенчи Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 65 ҫул» юбилей медалӗсем, В. Шестаков ял тӑрӑхӗн активисчӗсене грамотӑсем пачӗҫ.

#Малти Карӑк, #Янкас, #Красноармейски, #Красноармейски районӗ, #Кивӗ Йӗкӗт, #Васнар, #ҫул-йӗр

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем