Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Кахал ҫине виҫ кун малтан ҫумӑр ӳкнӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Штанашри Паттӑрлӑх урокӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 22.04.2015 21:01 | 1701 хут пӑхнӑ
Персона

Паян Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанашри шкулта «Паттӑрлӑх урокӗ» иртрӗ. Ӑна Чӑваш Республикин композиторӗсен ассоциаци членӗ, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗ, тӗрлӗ фестивальсен лауреачӗ, паллӑ юрӑҫ Александр Мингалев ертсе пычӗ.

Александр Мингалев спецназ ветеранӗ, хӑй вӑхӑтӗнче Грозный хулинче хӗсметре пулнӑ, шӑпах ҫавӑнпа вӑл хальхи вӑхӑтра мире хирӗҫ кӗрешекен акцисене хастар хутшӑнать. Хӑйӗн чылай юррине вӑл Ҫурҫӗр Кавказра ҫырнӑ. Малтанах юрӑҫ аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнӑ май пухӑннисене ветерансене тивӗҫлӗ шайра чыслама, вӗсене пулӑшма чӗнсе каларӗ. Пулас салтакӑн мӗнлерех пулмалли, сиенлӗ йӑлапа туслашмалла марри ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Вӑрҫӑ ҫухатусӑр пулмасть, юрӑҫ хӑйӗн ача чухнехи тусӗ Олег Беспалов душмансене хирӗҫ ҫапӑҫса пуҫне хуни ҫинчен пӑлханса каласа пачӗ. «Нас Грозный ждет», «Вернуться бы домой», «Это наша работа», «Псковский десант» юрӑ сӑмахӗсем пуля-мина хушшинче ҫуралнӑран чуна пырса тивеҫҫӗ. Галина Ордем ҫыравҫӑн ывӑлӗ те Чечняра пулнӑ. «Российский солдат» юрӑ сӑмахӗсене вӑл Раҫҫей салтакӗсене халалласа ҫырнӑ. Юрӑсене итленӗ май куракансем спецназри служба пирки хӑтлав пӑхрӗҫ.

Юлашкинчен юрӑҫ-патриот пурне те лайӑх вӗренсе пыма, спортпа туслашма чӗнсе каларӗ.

Сӑнсем (9, Галина Зотовӑн)

#Штанаш, #Ҫӗнтерӳ кунӗ, #вӑрҫӑсем, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #вӗренӳ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем