Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Шупашкар районӗнчи Колешша ялӗнче шыва темрен ытла хаклаҫҫӗ. Вӗсем паянхи кун та шыва кӗвентепе йӑтаҫҫӗ. Ҫӑлӗ вара вӗсен пӗрре ҫеҫ. Вӑл та пулин 1 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ.
Централизациленӗ шыв пирки кунти халӑх 5 ҫул ӗмӗтленет. Республика программине кӗме май килмен вӗсен.
Ялта 113 кил, унта 300 ытла ҫын пурӑнать. Кунта ӗмӗрӗпех шыв пулман-мӗн. Унччен кашни килтех ҫӑл пулнӑ, анчах 2010 ҫулхи шӑрӑха пула вӗсем типсе ларнӑ-мӗн.
Ҫуркунне вара ҫӑл патне утма чӗр нуша: лачакаллӑ, шывлӑ… Хӑшӗ-пӗрин шыв патне кунне 20–25 хут та утма тивет. Пушар тухсан та хӑрушӑ. Пушарнӑйсен шыв илме Шоркка ялне кайма тивет. Вӑл 3 ҫухрӑм аякра.
Халӑх шыв ыйтӑвне пухусенчен пӗрре мар ҫӗкленӗ. 2010 ҫулта проект та хатӗрленӗ, вӑл патшалӑх тӗрӗслевӗ витӗр тухнӑ. Ун чухне кашни килтен 1500 тенкӗ те пухнӑ. Анчах колешшасем республика программине ҫавах лекеймен.
Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ патне те кайнӑ. Хальлӗхе хурав ҫук. Унтан Д.Медведевӑн общество приемнӑйне хут ҫитернӗ. Хурав килнӗ, проект тупӑннӑ. 2014 ҫулта ЧР Строительство министерствине заявка панӑ. Заявкӑна ырланӑ хута халӑх куҫ пек упрать. Ӗҫ 2017 ҫулта пуҫӑнмалла та 2020-мӗшӗнче вӗҫленмелле теҫҫӗ те…
