Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Николай Дедушкин критик ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 14.04.2015 10:42 | 2050 хут пӑхнӑ
Персона

Чӑваш Енре Николай Дедушкин критик, литературовед ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ.

Николай Дедушкин 1915 ҫулхи пушӑн 28-мӗшӗнче Тутарстанра хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. 1933 ҫулта вӑл Хусанти педагогика техникумне пӗтернӗ, Теччӗ районӗнчи Кӑнна Кушки ялӗнче ачасене чӑваш чӗлхине тата литературине вӗрентме пуҫланӑ. 1936–1940 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче вӗреннӗ. Диплом илнӗ хыҫҫӑн ӑна вӗрентекенре тата кӗнеке редакторӗнче ӗҫлеме хӑварнӑ.

1940 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Дедушкина Хӗрлӗ Ҫар ретне илнӗ. Вал взвод командирӗ, аслӑ инструктор пулнӑ. 1945 ҫулта яппунсемпе ҫапӑҫнӑ. Вӑрҫӑ вӗҫленсен те вӑл киле таврӑнман, ҫарта 1961 ҫулччен пулнӑ, рядовойӗнчен полковник таран ҫитнӗ.

Дедушкин литература критикӗ пек студент вӑхӑтӗнчех пичетленме тытӑннӑ. 1967-1978 ҫулсенче вӑл Чӑваш Енри ҫыравҫӑсен пӗрлӗхне ертсе пынӑ. 23 ҫул ытла И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра доцентра ӗҫленӗ. Вӑл — филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, 7 монографи авторӗ, кртика статйисен авторӗ.

Ҫавна май ЧПУра «Пӑшалпа та, калемпа та!» сӑнӳкерчӗксен куравӗ уҫӑлнӑ. Унта Дедушкинӑн пурнӑҫне ҫутатакан сӑнӳкерчӗксене вырнаҫтарнӑ.

#Теччӗ районӗ, #Кӑнна Кушки, #юбилейсем, #Тутарстан, #Хусан, #ЧППУ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/346.html
 

Комментари:

Пĕр хĕрарăм // 1721.11.6639
2015.04.15 17:21
Н.С.Дедушкин ҫуралнӑ ялӗнче вӑл ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ ятпа Асӑну хӑми уҫнӑ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем