Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Вӑрман пек пуянни ҫук, хир пек асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Леонид Родионов ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 10.03.2015 20:39 | 1552 хут пӑхнӑ
Персона Леонид Родионов
Леонид Родионов

Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Чӑваш АССР халӑх артисчӗ, РСФСР искусство тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, К. Станиславский ячӗллӗ РСФСР Патшалӑх премийӗн лауреачӗ Леонид Родионов ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ. Кун пирки паян Чӑваш Енӗн Культура министерстви пӗлтерет.

Леонид Никонорович Куйбышев облаҫӗнчи (хальхи Самар облаҫӗ) Сергиев районӗнчи Кив Якаль ялӗнче ҫуралнӑ. 1936 ҫулта вӑл Чӑваш патшалӑх театр училищине вӗренсе пӗтернӗ, тепӗр тӑватӑ ҫултан — А.В. Луначарский ячӗллӗ Театр искусствин патшалӑх инситутне.

«Театрта ӗҫленӗ вӑхӑтра хӑйне пысӑк квалификациллӗ режисер, пултаруллӑ йӗркелӳҫӗ, педагог пек кӑтартнӑ», — тесе ҫырать Культура министерстви Родионов пирки.

Профессилле чӑваш режиссерӗсенчен пӗри пулнӑскер классика хайлавӗсене чӑваш театрӗнче вӑл, чӑн та, самай лартнӑ. Сӑмахран, В. Шекспирӑн «Отеллине», Н. Гоголӗн «Ревизорне», А. Островскин «Айӑпсӑр айӑплисене», «Вӑрманне», М. Горькин «Мещансемне», «Старикне», Л. Толстойӑн «Тӗттӗмлӗх тытӑмӗнчене» тата ыттине куракан патне ҫитернӗ.

Хӑй те Родионов пьесӑсем ҫырнӑ. 10 пьесӑран чи малтанхине, «Колхоз хӗрӗсем» ятлине, Алексей Афанасьевпа шӑрҫаланӑ.

К. Станиславский ячӗллӗ РСФСР Патшалӑх премине Леонид Родионов Николай Терентьевӑн «Хумсем ҫырана ҫапаҫҫӗ» пьеси тӑрӑх спектакль лартнӑшӑн тивӗҫнӗ.

Сӑнсем (5)

#юбилейсем, #Самар облаҫӗ, #культура, #Кив Якаль

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем