Юлашки ҫулсенче ялти вулавӑшсене хупни никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар. «Оптимизаци» теҫҫӗ те халӑхран пӗр сӑмах та ыйтмаҫҫӗ. Малашне вулавӑшсене пули-пулми хуптармӗҫ-мӗн. Малтан ҫынсен шухӑшне пӗлӗҫ.
Кунашкал саккуна нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Патшалӑх Думи пӗрремӗш вулавра йышӑннӑ. Паллах, ку хыпар нумайӑшне савӑнтарать. Ара, ял ҫыннишӗн вулавӑш темрен те паха-ҫке: кӗнеке, хаҫат-журнал вулама, чунпа канма пулать.
«Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» фракцин пӗрремӗш ҫумӗ Николай Булаев палӑртнӑ тӑрӑх, ялта вулавӑш кӗнеке вуламалли вырӑн ҫеҫ мар, пӗрле пухӑнмалли пӳлӗм те. Ҫавӑн пекех вӑл Литература ҫулталӑкӗнче вулавӑшсене сыхласа хӑварас ӗҫе пурнӑҫлани пӗлтерӗшлӗ пулнине каланӑ.
Пуҫарӑва КПРФ та ырланӑ. Тамара Плетнева ялти вулавӑшсене халӑхран ыйтмасӑрах сыхласа хӑвармаллине палӑртнӑ. Унӑн шухӑшӗпе, тӗнче тетелӗ хальлӗхе никама та лайӑх ҫын туман.