Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -11.7 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: ЧППУ-ра В.П. Станьял ячӗпе пысӑк конференци иртрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 15.01.2010 21:02 | 1867 хут пӑхнӑ

Паян, кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ чӑваш педагогика университетӗнче «Чӑваш сӑмахлӑхӗпе халӑхӑн йӑла ӑспурлӑхне тӗпчесе вӗрентмелли ӑслайсем» ятлӑ Атӑлпа Урал хутлӑхӗнчи ӑслӑлӑхпа хӑнӑху конференцийӗ иртрӗ. Ӑна Виталий Петрович Станьял 70 ҫула ҫитнӗ ячӗпе ирттерчӗҫ. Паллӑ ӑсчах, ҫыравҫӑ, вӗрентӳҫӗ, таврапӗлӳҫӗ тата халӑх ӗҫӗн хастарӗ хут тӑрӑх 1940 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче ҫуралнӑ.

 

Ӑслӑлӑхпа хӑнӑху конференцийӗ шӑп кӑнтӑрла пуҫланчӗ — ӑна Андреева Евдокия Александровна, чӑваш филологи факультечӗн деканӗ уҫрӗ. Вӑл конференци йӗркипе паллаштарчӗ — кашни хутшӑнакан вӗрентевҫе ӗнентерӳ хучӗ пама, кашни доклада кӗнекепе пичетлесе кӑларма шантарчӗ. Ун хыҫҫӑн Виталий Петрович сӑмах илчӗ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл пособисене хатӗрлес ыйту ҫинче кӗскен чарӑнса тӑчӗ. «Кӗнекене кӑларсан ун усси пултӑр, ахаль шыв юхтарни ан пултӑр. Усӑллӑ пултӑр. Хӑш-пӗрисем ахаль шыв юхтараҫҫӗ ҫеҫ», — терӗ. Нумай пулмасть пулса иртнӗ пӑтӑрмахпа та паллаштарчӗ — вӑл пыракан машин умӗн «чӑнкӑ» Mersedes-лӑ сӗмсӗр кӗрсе кайрӗ тет. Сӑпайлӑхӗ пӗрре те юлман тет — мана та хисеплемесӗр сӗкӗнсе кӗрсе кайрӗ тет, ҫыран ҫынна та чутах таптатчӗ тет. «Ҫитет сӗмсӗрсене ҫул парса!» — тесе вӗҫлерӗ вӑл хӑй шухӑшне. Хӑйӗн сӑмахне вара «Тав тӑватӑп» тесе вӗҫлерӗ. 5-мӗш курсра вӗренекен студентсем тухса ӑна саламланӑ хыҫҫӑн конференцийӗн ум пайӗ вӗҫленчӗ те ҫынсем секцисем тӑрӑх пайланчӗҫ.

Конференцире тӗрлӗ ыйтусене ҫутатрӗҫ. Пӗр секци вӑтам шкул программинче тӑван сӑмахлӑха вӗрентессипе пулчӗ, тепри — тӑван чӗлхен ытарайми илемӗпе ҫыхӑннӑ. Уйрӑмах пысӑк ушкӑн виҫҫӗмӗш секцине пухӑнчӗ — кунта тӑван чӗлхепе сӑмахлӑх вӗрентӗвӗнчи ҫӗнӗ ӑслайӗсене (технологийӗсене) ҫутатрӗҫ. Ку секцири хӑш-пӗр темӑсем: «А. Артемьевӑн «Симӗс ылтӑн» повеҫне проект мелӗпе вӗрентесси», «V класра ҫыру ӗҫӗсем ҫырнӑ чухне ҫӗнӗ технологисемпе усӑ курасси», «К.В. Иванов пурнӑҫӗпе пултарулӑхне ҫӗнӗ ӑслайсемпе вӗрентесси», т.ыт те. Тӑваттӑмӗш секцире вырӑнти историпе ӑспурлӑх ҫыннӑн элтешлӗхне (воспитанине) ҫирӗплетмелли никӗс пирки сӑмах пулчӗ.

Ушкӑнсен ларӑвӗсем вӗҫленсен 14 сехетре пӗрлехи лару пуҫланчӗ. Вӑл университетӑн тӗп корпусӗнчи акт пӳлӗмӗнче иртрӗ.

Пӗрлехи ларӑва ертсе пыраканни Евдокия Александровна пулчӗ. Чи малтан сӑмаха университет ректорӗн ҫумӗ Шуканов А.А профессор илчӗ. Вӑлах пӗрлехи ларӑва уҫрӗ. Виталий Петрович ӗҫне ырӑ енчен асӑнчӗ. Чӑваш халӑх академине уҫни, ӑна йӗркелесе яни нимӗнпе те виҫейми пархатарлӑ ӗҫ тесе палӑртрӗ Александр Андреевич. Ун шучӗпе Виталий Петрович хӑй шутламан пулин те Константин Иванов, Петӗр Хусанкай, Илпек Микулайӗ тата ытти чӑваш культурине ҫӳллӗ шая ҫитерме пултарнӑ чаплӑ ҫынсемпе тӑма пултарнӑ. Мӗншӗн? Виталий Петрович ҫав чаплӑ ҫынсен пултарулӑхне, вӗсен ӗҫне халӑха ҫитерме пултарнӑ.

Сӑмаха вӗҫленӗ май Шуканов А.А. Университет кӑларнӑ хушӑва вуласа пачӗ — хут тӑрӑх Виталий Петрович Станьяла хисеплӗ грамота пама йышӑннӑ тата пархатарлӑ ӗҫне хисеплесе пӗр ӗҫ укҫи виҫеллӗ хистевлӗ преми памалла тунӑ.

Пленарлӑ ларӑвӗн иккӗмӗш доклад калаканӗ Светлана Владимировна Петрова пулчӗ. Чӑваш Республикин вӗренӳ министрӗн ҫумӗ хӑйӗн сӑмахӗнче «... пирӗн республикӑра культура, ӑслӑлӑх, вӗрентӳ тӗлӗшӗнчен тӑрӑшакан хисеплӗ ҫынсем чылай. Ҫак сумлӑ ҫынсем хушшинче Виталий Петрович Станьялӑн хӑйӗн вырӑнӗ. Ӑна ыттисемпе пӑтраштарма май ҫук. Виталий Петрович хӑйӗн поведенийӗпех пурне те мӗнле тытмаллине вӗрентет. Унӑн тыткаларӑшӗнченех курӑнать — пуҫра шухӑш пур пулсан ӑна калама хӑрамалла маррине кӑтартать. Паллах, меллӗ ҫын тееймӗн ӑна. Вӑл эмоцисем. Анчах та кайран, шутласа илсен, тӑван халӑхшӑн тӑрӑшатӑн пулсан, ун чӗлхи аталанӑвӗшӗн ӗҫлетӗн пулсан — ҫавнашкал ҫын кирлине туйса илетӗн.» — терӗ. С.В. Петрова та Станьяла хисеп грамоти пани пирки пӗлтерчӗ. Ку хутӗнче — Вӗренӳ Министерствинчен.

Хӑйӗн сӑмахне вӗҫленӗ май Светлана Владимировна юбиляра 100 ҫула ҫитме сунчӗ. Виталий Петрович ӑна тав сӑмахӗ каласа паянхи «Хыпарти» статьян (15.01.2010 кунта тухнӑ Г. Дегтярёв ҫырнӑ «Пӗр кун та сиктермесӗр пурӑнар-и?» статья) ятне кӑтартса «кун сиктермесӗр пурӑнма» шантарчӗ.

Малалла Метин Петр Николаевич сӑмах илчӗ. Вӑл Виталий Петрович пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗнчи тӗп йӗрӗсем пирки каласа пачӗ. Петр Николаевич Станьял хӑйӗн ҫӳпҫинче 300 ытла ырӑ-хаяр ячӗсене упрани пирки пӗлтерчӗ. Вӗсене халӑха ҫитерни лайӑх пулӗччӗ ӗнтӗ.

Маллалла ҫавӑн пекех Атнер Петрович Хусанкай, ЧППУн литература кафедрин доценчӗ Александр Иванович Мефодьев, Евгений Евстафьевич Ерагин сӑмах илчӗҫ. Вӗсем пурте Виталий Петровича уяв ячӗпе саламларӗҫ, хӑйсен доклачӗсене каларӗҫ.

Пӗрлехи лару вӗҫнелле Виталий Петровича килнӗ хӑнасем саламларӗҫ, парнесем пачӗҫ. Студенсемпе шкул ачисем хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗҫ.

Шупашкар, Элӗк, Шӑмӑршӑ, Канаш районӗнчи тата ытти тӑрӑхри ҫынсем ӑшӑ сӑмахсем каларӗҫ, хӑй вӑхӑтӗнче вӗсене вӗрентнишӗн, ҫутӑ ҫӑлтӑр пек ялкӑшса ҫул уҫса панишӗн тав сӑмахӗсем каларӗҫ. Аякри хӑнасем те чылай пулчӗҫ — сӑмахран, Чӗмпӗртен килнӗ хӑнасем Майна районӗнчи чӑвашсене ҫухалса каясран ҫӑлса хӑварнӑшӑн тав сӑмахӗ каларӗҫ. Слон пек вӑйлӑ, юман пек ҫирӗп пулма сунчӗҫ.

 

Сӑнӳкерчӗксем.

#юбилейсем, #ЧППУ, #конференцисем, #вӗренӳ, #Шупашкар

 

Комментари:

Майков Евгений // 2779.81.7994
2010.01.21 20:40
Виталий Петрович
Никитин - Станьяла
70 çулхи юбилей
Тем тесессĕн те телей
Мухтанатпăр санпала
Тав сана, аксакала.
Чăвашсем сана савса
Мухтанса та ыр сунса
Пуханнă паян кунта
Ыр кун-çул сунма чунтан.
Эх, мĕн чул санра тивлет
Чăн чăваш çакна пĕлет.
Халăхăн пулассине
Эс шанатăн чăннипе.
Чаплă критик, педагог.
Сан ятна пĕлменни çук.
Ах, Станьял, Станьял, Станьял
Мухтанать санпа сан ял.
Мухтанать санпа ЧĂВАШ.
Саншăн чăваш – хурăнташ.
Чăвашла пуплер савса
Чĕлхемĕре юратса.
Пирĕн хамăрăн чĕлхе.
Чăвашла çунать хĕлхем.
Чăвашла янрать сăмах
Кашни сăмах – чăн ахах.
Тавтапуç мĕн пур йышран-
Тав сăмахĕ- халăхран.
Чăваш халăхĕ паян
Саламлать сана чунтан.
Аслă, ăслă аксакал.
Чăн-чăн шухă шур сухал.
Мухтанмалăх пурте пур-
Чăнласах Станьял маттур.
70 сул - мăнаçлă çул!
Вăрăм пултăрччĕ кунçул.
100 çулхи юбилея
Килĕпĕр юрла-юрла.
Ентешсенчен тав сана!
Эп сунап телей кăна.
Тапса тăтăрччă вăй-хал
Чыс, хисеп, сире – мухтав!
Шупашкар, ЧППУ
2010 çул, кăрлач, 15.
Шупашкар районĕнчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем
Майков Евгений // 2779.81.7994
2010.01.21 20:42
Савăнăçпа тулать чĕре,
Туртрăн çутталла пире.
Ах анчахчĕ студентсем,
Ним пĕлмен ачамккасем.
Ь
Ялсем тăрăх çÿрени,
Литпĕрлешÿсем туни,

Шухă çамрăклăх пулни –
Урхамахăн чупрĕ-кайрĕ!
Раççей шайне çитнĕрен
Саламлатпăр чĕререн.
Ут эс малалла шавах,
Халăхран сана тавах!
Ан чирле хаваслă пул.
Лайăх пултăр сан кун-çул.
Аптрар мар-ха! Сывă пул.
Алина Михайлова, Шупашкар районĕ Чăрăшкасси вăтам шкулĕ
Николаев Н.А. директор школы // 9387.0.2147
2010.01.24 19:09
Сердечно поздравляем с юбилеем дорогого Виталия Петровича!
Мы жители села Борискино-Игар Самарской области часто вспоминаем Вас.
100 çула çитме сунатпар.
2010.02.06 00:41
Аçтахар Плотников
Сăнӳкерчĕксене вырнаçтартăм. Тин кăна кĕртнĕшĕн ан ятлăр — Шупашкарта ман тĕнче тетелĕпе çыхăну ытла та япăх. Халĕ, Чулхулана çитнĕ хыççăн, вырнаçтартăм вара.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем