Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

2015 ҫул Константин Иванов ҫулталӑкӗ тесе йышӑннӑ. Ӑна палӑртса республикӑра мероприятисем те иртме пуҫларӗҫ ӗнтӗ. Культура министерстви вара ҫак ҫулталӑка халалласа хатӗрленӗ эмблемӑсен конкурсне йӗркелет. Вӑл иртнӗ ҫулхи равтавӑн 24-мӗшӗнче пуҫланнӑ, ҫитес тунтикун, кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче заявкӑсене йышӑнса пӗтересшӗн.
Конкурсӑн йӗрки-шывӗ (положенийӗ) тӑрӑх хутшӑнакансен хӑйсен ӗҫне А4 форматран пӗчӗкрех мар тӗрлӗ тӗслӗ пичетлесе ярса памалла, тата электронлӑ варианчӗпе тивӗҫтермелле. Конкурсӑн комиссине 9 ҫын кӗрет — вӗсен шутӗнче Сергей Павлов, Валерий Комиссаров, Алексей Трофимов та пур. Культура министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх хальлӗхе 2-3 эскиз кӑна ҫитнӗ, конкурс вӗҫленнӗ тӗле вӗсен йышӗ пысӑкланасса шанаҫҫӗ (чылайӑшӗ хӑйсен ӗҫне халь тӳрлетет иккен). Камӑн вариантне суйласа илнине министерство сайтӗнче пӗтӗмлетӳ тунӑ хыҫҫӑн 5 кунран пӗлтерӗҫ.
Аса илтеретпӗр, пӗлтӗрхи конкурсра Красноармейскинчи тӑрӑхсен пӗрлехи информаципе культура центрӗнче тӑрӑшакан Александр Анатольевич Казаков эрешлевҫӗ-художник ӗҫне суйланӑччӗ.
