Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ват ҫынтан кулма хушман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӗлтерӳ: Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе!

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 31.12.2014 16:17 | 2257 хут пӑхнӑ
Пӗлтерӳ

Хисеплӗрен те хисеплӗ юлташсем, сайт хӑнисем!

Сире пурне те ҫитсе пыракан 2015-мӗш Ҫӗнӗ Ҫул ячӗпе саламлатпӑр!

Иртсе каякан ҫулти пур тӗрӗсмарлӑх та, чӑваша ура хуракан кашни пулӑм та унтах, кивӗ ҫултах, юлччӑр, ҫитес ҫулта вӗсем пирӗн халӑха ан пырса ҫыпӑҫтӑрччӗ. Константин Иванов ҫулталӑкӗнче кашни шайри тӳре-шара чӑваш халӑхӗ пирки, унӑн тӑван чӗлхи пысӑк хӑрушлӑха кӗрсе ӳкнине ӑнкарса илессе шанатпӑр, хӑйсен ӗҫне тӑван халӑх еннелле ҫавӑрасса кӗтетпӗр! Тӗнчере ҫитмӗл ҫичӗ тинӗс, вӗсенче ҫитмӗл те ҫичӗ тӗрлӗ пулӑ пур. Пирӗн тӑван халӑх та ҫитмӗл те ҫичӗ халӑх хушшинче хӑй вырӑнне тупмалла пултӑр. Ытти халӑхсем ҫитес ҫулта ӑна хисеплеме, ҫак ҫутӑ тӗнчере ун валли те вырӑн пурри пирки шута илессе шанса Ҫӗнӗ ҫула кӗтсе илетпӗр.

Килес ҫул пирӗн портала пуҫарса янӑранпа 10 ҫул ҫитӗ. Ҫак куна эпир вӑй ҫитнӗ таран тивӗҫлӗн палӑрма, тӗрлӗ конкурссемпе мероприятисем ирттерме сӑмах паратпӑр. Ҫитес ҫул эпир планланисенчен ҫаксене асӑнма пулать: «Шан мана, тӗнче!» литература конкурсӗ; чӑвашла сайтсен конкурсӗ (кӑрлач уйӑхӗнче пӗлтерӗпӗр); компьютерпа чӑваш чӗлхи хушшинчи ҫыхӑнӑва сӳтсе явмалли ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ. Килес ҫул ҫӑмӑл пулмассине курса тӑратпӑр пулин те портала кӗрекен кашни сайта малалла аталантарма шутлатпӑр — электронлӑ вулавӑша ҫӗнӗ хайлавсем кӗртӗпӗр; электронлӑ сӑмахсарсене ҫӗнӗ словарьсемпе пуянлатӑпӑр; терминсем тумалли сайтра ӗҫлӗпӗр тата ытти те. Каялла чакмасӑр малалла ӑнтӑлӑпӑр!

Паянхи кунри кӑткӑс лару-тӑрура эпир, чӑвашсем, хамӑр ҫине кӑна шанма пултаратпӑр! Пирӗн ҫӑмӑл мар ӗҫре пулӑшас текеннисем тупӑнсан вӗсене хапӑлласах хамӑр рете илме хатӗр!

2015 ҫулта сире пурне те ырлӑх та телей сунса, кашнине юратса, ӗҫлекене вӑй-хӑват пама Турӑран ыйтса — Чӑваш халӑх сайчӗ.

#Ҫӗнӗ ҫул, #уявсем, #конкурссем, #саламсем

 

Комментари:

Agabazar // 1790.56.6103
2014.12.31 17:28
Agabazar

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем