Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗренӳ: Мӑналта шӑпӑрлансен ушкӑнӗ уҫӑлнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 28.12.2014 21:49 | 1658 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ

Шупашкар районӗнчи Мӑнал шкулӗнче шӑпӑрлансем валли ушкӑн уҫнӑ. 25 ачалӑхскере шкул ҫулне ҫитменнисем ҫӳреме тытӑнӗҫ. Савӑнӑҫлӑ самант ячӗпе йӗркеленӗ мероприятие район администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗ Борис Романов тата Кӑшавӑш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Сергей Мульдияров хутшӑннӑ.

Пӗчӗккисем валли ушкӑн йӗркелеме федераци хыснинчен 2,5 миллион тенкӗ, районтан 700 пин тенкӗ уйӑрнӑ.

Иртнӗ вӑхӑтра ача-пӑча пахчи шкул ҫуртӗнче вырнаҫнӑ пулнӑ-ха, анчах кайран ӑна хупнӑ. Шкул директорӗ Алексей Игнатьев шӑпӑрлансем валли ушкӑн уҫни Мӑнал ачисене ача-пӑча пахчипе тивӗҫтерме май парать. Унччен вӗсене ашшӗ-амӑшӗ Кӑшавӑша, Ҫӗньял Покровскине тата Шупашкара илсе ҫӳренӗ-мӗн. Ҫӗнӗ ушкӑна 3 ҫултан пуҫласа 7-чченхисем вырӑн тупӗҫ. Вӗсем унта килес ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗнчен ҫӳреме тытӑнӗҫ.

Шупашкар районне илсен, ыран Кӳкеҫре «Крепыш» ача-пӑча пахчи уҫӑлӗ, ытларикун — Ҫӗнӗ Тренкассинчи «Ҫӑлкуҫ» ача пахчинче 50 вырӑнлӑх икӗ ушкӑн.

Сӑнсем (6)

#Мӑнал, #Шупашкар районӗ, #Кӑшавӑш ял тӑрӑхӗ, #ача пахчисем, #шкулсем, #Кӳкеҫ, #Ҫӗнӗ Тренкасси, #Ҫӗньял Покровски, #Шупашкар

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем