Машинӑсене ӑҫта кирлӗ — унта лартса хӑваракансем хуласенче нумай. Пӗр енчен, ҫыннисене те ӑнланма пулать. Гаражӗсем ҫук е пулсан та унта ҫити ҫӳресшӗн мар. Парковкӑна вырнаҫтарас — укҫа тӳлес килмест.
Машинӑсене ӑҫта кирлӗ, унта пӑрахса хӑварни коммуналлӑ хуҫалӑх предприятийӗсене машинисене кӗрсе тухма йывӑр. Лартма юраман вырӑна машина пӑрахса хӑваракансене хула влаҫӗсем малашне «Паркон» куҫса ҫӳрекен комплекспа палӑртма тытӑнӗҫ. Ӑна автомобиль салонне вырнаҫтарса хула урамӗсем тӑрӑх тухмалла. Прибор машинӑна ӑҫта лартнине ӳкернисӗр пуҫне хӑш вӑхӑтра ӳкерсе илнине те кӑтарать. Унтан ӳкерчӗке ҫул-йӗр инспекторӗсем патне ярӗҫ. Лерен информацие административлӑ комиссие ӑсатӗҫ.
«Паркон» хатӗре Шупашкар хулин Мускав район администрацийӗ кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче туяннӑ. Административлӑ майпа саккуна пӑсакансем пирки вӑл пулӑшнипе 2101 йышӑну тунӑ. Штраф виҫи пӗр миллион тенкӗрен иртнӗ.