Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Красноармейскинчи ача-пӑча искусство шкулӗн хӑйӗн ялавӗ тата гербӗ пур. Республикӑри хушма пӗлӳ паракан шкулсем хушшинче ку пӗрремӗш пулӑм.
Ӑна эпир пурте пӗлекен районсен тата хуласемпе ялсен гербӗсен авторӗ, паллӑ художник Вадим Шипунов ӑсталанӑ. Гербра кашкӑр ами ҫинче шӑпӑр каласа ларакан ачана ӳкернӗ. Ку ӳкерчӗк тӗрӗксен мифне аса илтерет: тӗрӗк ачине кашкӑр ами вилӗмрен ҫӑлса хӑварать. Тӗрӗк тата монгол халӑхӗсен мифӗсенче - кашкӑр управҫӑ тата хӳтӗлевҫӗ. Кашкӑр ҫӑварӗнчен ҫулӑм тухни - пултарулӑх хӗрӳлӗхне пӗлтерет. Кашкӑр тирӗ ҫинчи тӗрлӗ тӗслӗ пӑнчӑ-ҫаврасем - пултарулӑх тӗнчи нумай енлӗ пулнине систерет. Шӑпӑр сӑнарӗ те ахальтен ҫуралман. Красноармейски районӗнчи Шӑпӑрлӑвар ялӗнче ӗлек-авалтанах шӑпарҫасен пуххи иртни паллӑ. Унта вӗсем шӑпӑр каласа ӑмӑртнӑ. Шӑпӑрҫӑ пуҫ тӑрринчи ҫут ҫӑлтӑр вара — ача-пӑчана искусство (ӳнер) тата наци культури аталанӑвӗн ҫулне кӑтартса пыракан чун тӳпи. Искусство шкулӗнче вӗренекен ачасем гербпа ялава пысӑк кӑмӑлпа йышӑнчӗҫ. Вӑл ачасене хавхаланупа кӑмӑл ҫӗкленӗвӗ кӳрсе тӑрӗ. Ҫапла пулмасӑр! Ку герба йышӑнма Н.М.Никонорова, шкул директорне, хӑй Георгий Вилинбахов, патшалӑх геральдмейстерӗ, хистенӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, красноармейскисен гербӗ — "геральдистика искусствин чӑн-чӑн шедеврӗ".
