Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Тӗпсӗр ҫынна тӗмен ҫитмен.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Раҫҫейре: Ачана хӑйне евӗр ятсем хума чартарасшӑн

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 06.11.2014 17:48 | 1748 хут пӑхнӑ
Раҫҫейре

«Раҫҫей хаҫачӗ» пӗлтернӗ тӑрӑх, Парламентри пӗр партире ачасене ят панӑ чухне хисепсемпе, чарӑну паллисемпе, тӗрлӗ паллӑсемпе усӑ курма чаракан саккун проектне хатӗрлеме тытӑннӑ.

Унӑн пуҫаруҫисенчен пӗри Виктория Пашкова адвокат пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ашшӗ-амӑшӗ ачине кирек мӗнле ят та пама пултарать. ЗАГС, ят хитре мар янӑрать, кӳрентерет пулсан та, регистрацилеме хирӗҫлеймест.

Пӗр арҫын ачапа ӑнланманлӑх сиксе тухнӑ. Ӑна ашшӗ-амӑшӗ БОЧ рВФ 260602 ят панӑ (вырӑсла — Биологический объект рода Ворониных-Фроловых, родившийся 26 июня 2002 года). Ята 10 ҫул усӑ курма ирӗк памаҫҫӗ. Пӗчӗк БОЧ халӗ те документсемсӗр пурӑнать. Мӗншӗн тесен суд ята регистрацилеме хирӗҫленӗ Мускаври ЗАГС майлӑ пулнӑ.

Ашшӗ-амӑшӗн шухӑш хӑвачӗ ҫулсерен ӳснине палӑртаҫҫӗ. Пӗлтӗр Космоса, Океана, Ская, Алиса-Нефертитие регистрациленӗ. Ав Беларуҫра наци йӑлисене, кӑмал-сипетне хирӗҫлекен ятсем пама юрамасть. Швецире кӳрентерекен ятсене регистрацилемеҫҫӗ.

Ҫӗнӗ Зеландире усӑ курма юракан ятсен списокӗ пур. Ӑна 2001 ҫултанпа аслисем хӑйсен ачисене Правосуди — 62 хут, Король ята 31 хут хума тытӑнсан хатӗрленӗ. Люцифер ята 6 ҫын хуртарасшӑн пулнӑ. Иккӗн Месси тата Христос ята суйлама тӑнӑ. Хӑшӗ-пӗри ача ятне ҫӑлтӑрпа ҫеҫ палӑртасшӑн пулнӑ.

#халӑх йышӗ, #статистика, #ЗАГС, #Раҫҫейре, #ятсем, #саккунсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://news.mail.ru/politics/20051585/
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем