Ҫӗрпӳ районӗнче кирек епле мероприятие те тӗплӗн хатӗрленнине асӑннӑ район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Сергей Артамоновпа журналист ӗҫӗпе пӗр кун ирттернӗ чух ӑнланма ӗлкӗрнӗччӗ. Ун чух вӗсем Ҫӗрпӳ ярмӑрккине тата ҫӗнӗ ача пахчи уҫма хатӗрленетчӗҫ. Паян унта ял хуҫалӑх ӗҫченӗсен уявӗнче пулнӑ май ҫӗрпӳсен тӗплӗлӗхне тепӗр хут курса ӗнентӗм.
Ял хуҫалӑхӗнче тата тирпейлекен отрасльте тӑрӑшакансен професси уявне район шайӗнче уҫиччен тӳре-шарапа ял хуҫалӑх отраслӗн ветеранӗсем Кивӗ Тукай ялне ҫул тытрӗҫ. Унта вӗсем ялти культура ҫуртне тата ҫавӑнтах вырнаҫнӑ фельдшерпа акушер пунктне уҫнӑ ятпа йӗркеленӗ савӑнӑҫлӑ мероприятие хутшӑнчӗҫ. Район центрӗнчен асӑннӑ яла хӑнасене ҫитме ҫӑмӑл пултӑр тесе ҫул хӗррипе ялав лартсах паллӑ тунӑччӗ.
Саламӗ те пулчӗ, юрри-ташши те. Уйрӑмах асра юлмалли самантсенчен пӗри тесе район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов культура ҫуртне парнеленӗ хут купӑспа чи малтан республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутатне Вадим Николаевакалама тата ӑна хӑй юратнӑ юррине халӑхпа юрлама кӗтмен ҫӗртен ыйтнине палӑртӑттӑм. Вадим Иванович турткалашса тӑмарӗ – хут купӑса тӑсса ячӗ те «Ах, аннеҫҫӗм, анне» текеннине юрласа ячӗ. Сергей Артамонов ыйтнипе те пулӗ, хӑйсен округӗпе суйланнӑ депутата хисепленипе те-тӗр халӑх та депутатпа пӗрле кӑмӑлтан юрларӗ. Залра ларакансем кӑна-и, сцена ҫине хӑпарнӑ пуҫлӑхсем те пӗрле ӗнӗрлеме хирӗҫ пулмарӗҫ. Сӑмах май каласан, Вадим Николаева «пенсие кайичченех депутат пулмалла пултӑр» тесе суйлавҫӑсенччен пӗри ырӑ суннине те илтме тиврӗ. Сцена ҫинчен калакан ҫак сӑмаха залра ларакан тепӗр ҫын «пенсире те» тесе хуллен тӳрлетрӗ.
Ҫӗнӗ культура ҫуртне тата фельдшерпа акушер пунктне уҫма республика шайӗнчи пысӑк пуҫлӑхсем те пырса ҫитрӗҫ. Кайран вӗсем районта йӗркеленӗ ял хуҫалӑхӗнче тата тирпейлекен отрасльте ӗҫлекенсен уявне хутшӑнчӗҫ. Кунта та ҫӗрпӳсен ячӗпе ырӑ сӑмах каламаллах — концертне те вӗсем тӗплӗн хатӗрленнӗ: Шупашкарти чаплӑ ушкӑнсене чӗнсе илнӗ. Ҫавсен хушшинче фольклор ушкӑнӗ те, шоу-балет та, тата ытти ушкӑн та пулчӗ. Производствӑра малта пыракансене вара тӗрлӗ шайри Хисеп грамотипе тата укҫан премипе чысларӗҫ.
Сӑнсем (52)