Сывлӑха сыхлакан пӗтӗм тӗнчери организаци пуҫарнипе ҫак уйӑхӑн иккӗмӗш кӗҫнерникунӗнче Куҫ курассин сыхлавӗн пӗтӗм тӗнчери кунне ирттереҫҫӗ. Кӑҫал вӑл юпан 9-мӗшне тивет.
Суккӑрланасран асӑрханас тӗллевпе ҫав кун пирӗн республикӑри офтальмологи пульницинче Уҫӑ алӑксен кунне ирттерме шут тытнӑ. Кӑмӑл тӑвакансен ҫав кун офтальмолог-врач патӗнче тӗрӗсленме май пур.
Куҫа тӗрӗслеттерес тата тухтӑрпа канашлас тесен телефонпа ҫырӑнмалла. Унӑн номерӗ — 8(8352)51-36-54.
Сӑмах май каласан, куҫ лайӑх куртӑр тесен тухтӑрсем ӑна тӑтӑшах кантармалли тата профлактика тӗллевӗпе тӗрлӗ хускану тумаллине аса илтереҫҫӗ.