Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗренӳ: Вӗренӳ тытӑмӗн — чӑваш орнаменчӗллӗ логотип

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 02.09.2014 00:37 | 1758 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ

Чӑваш Енӗн вӗренӳ тытӑмӗн ҫӗнӗ логотип. Унӑн никӗсӗнче кӗнеке тата монитор сӑнарӗ вырӑн тупнӑ. Кӗнеке варринчи элемент шухӑшлава тата вӗренӗве пӗлтерет. Кӗнеке тӑрринче «Виҫӗ хӗвел» — 8 кӗтеслӗ виҫӗ ҫӑлтӑр вырнаҫнӑ. Ку вӑл илемелӗхпе лайӑхлӑха палӑртать.

Логотип авторӗ — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Юрий Пичугин дизайнер. Юрий Викторович пӗлтернӗ тӑрӑх, логотипа хатӗрленӗ чухне вӑл конкурса ярса панӑ ӗҫсемпе усӑ курнӑ. Унта, сӑмах май, 78 эскиз ярса панӑ. Вӗсен авторӗсем — 6 ҫулхисенчен тытӑнса 65-чченхисем. Ҫавсен хушшинче ачасемпе студентсем те, тивӗҫлӗ канурисем те пулнӑ.

Логотипа йышӑниччен эскизсене тӗнче тетелӗ урлӑ халӑхпа сӳтсе явнӑ. Кунта 1500-е яхӑн ҫын хӑйӗн шухӑшне пӗлтернӗ. Сасӑлавра 10 эскиза суласа илнӗ. Ҫавсен авторӗсене Вӗренӳ министерстви Тав ҫырӑвӗсемпе хавхалантарӗ.

Шел те, юлашки вӑхӑтра хатӗрлекен ӗҫсенче чӑваш чӗлхипе, республикӑра патшалӑх чӗлхи шутланать пулин те, усӑ курмаҫҫӗ. Ак ҫак логотипа та вырӑсла кӑна хатӗрленӗ. Вӗренӳ министерстви ӑна йышӑнни пирӗн республикӑра вӗренӳре пӗр вырӑс чӗлхи валли кӑна вырӑн пуррине кӑтартать ахӑр.

#чӑваш чӗлхи, #конкурссем, #логотипсем, #вӗренӳ

 

Комментари:

2014.09.02 12:46
Аçтахар Плотников
Чăваш чĕлхине кĕртес мар тесех пулĕ «Образование Чувашии» тесе çырнине ытла та тăсса янă.
Migulaj // 1902.46.6840
2014.09.03 15:53
Çавăн пек. Чăваш республикинче вырăс чĕлхи çеç хуçаланнине кăтартать.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем