Халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсенчи тӳлевсӗр Wi-Fi-па малашне паспорт кӑтартсан кӑна усӑ курма май пулӗ. Ҫак йышӑнӑва паян Раҫҫей Федерацийӗн премьер-министрӗ Дмитрий Медведьев алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Ку йышӑну кафесенчи, транспортри тата парксенчи тӳлевсӗр Wi-Fi-па усӑ курассине йывӑрлатать. Тӳре-шара шухӑшӗпе тӳлевсӗр ҫыхӑнупа усӑ курас текенсен оператора (Wi-Fi точкин хуҫине) паспорт е ҫын кам пулнине ӗнентерекен урӑх хут кӑтартмалла. Операторӗ вара ҫынна тетелте регистрацилемелле те идентификатора упраса хӑвармалла.
Ку йышӑнупа, паллах, тӳлевсӗр Wi-Fi вырӑнӗсене пӗтерсе хурӗ кӑна. Тӗнче тетелне тухас тесе никам та паспорт кӑтартса ҫӳремӗ тата Wi-Fi точкин хуҫисем те тетеле тухакансене сӑнама кирлӗ хушма ятарлӑ хатӗр-хӗтӗре вырнаҫтарас ҫук. Ку йышӑну правительствӑна, сӑлтавне террористсемпе ҫыхӑнтарать пулин те, ун политикипе килӗшмен ҫынсемпе кӗрешме ҫеҫ кирлине кӑтартса парать.